ХФХран - пысăк саккассем патне
Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Михайлов - республикăри чи пирвайхи фермерсенчен пĕри. 1990 çулсен пуçламăшĕнче Аялти Хыркасси ялĕнче ХФХ йĕркеленĕ. Вăл тумхахлă çулпа малалла талпăннă. Малтанхи тапхăрта фермера çĕр çителĕклĕ паман. Ăна илессишĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен нумай ыйтма тивнĕ. Тăрăшса çÿресе лаптăка 19,6 гектара çитернĕ. Вăл пысăк мар. Ю.Михайлов уншăн та савăннă. Çуллен ял хуçалăх культурисем çитĕнтернĕ. Вĕсен сутлăх хакĕ пĕчĕк пулнăран укçа çаврăнăшне питех пысăклатайман. Ăна ÿстерессишĕн 10 çул каялла «ПромТехСтройСервис» тулли мар яваплă общество никĕсленĕ. Вăл Шупашкар районĕнчи Монтаж тăкăрлăкĕнчи 1-мĕш çуртра вырнаçнă. Ĕлĕк кунта «Сельхозтехника» предприяти çеçчĕ.
- «ПромТехСтройСервис» чи пĕчĕк диаметрлинчен пуçласа пĕр метр таран мăнăшлă газ, ĕçмелли, сивĕпе вĕри шыв тата таса мар шыв пăрăхĕсене, тĕрлĕ кабель 28 метр таран çĕр тарăнăшĕнчен хывса каять, - терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Юрий Михайлов. - Республикăра нумай ĕçлерĕмĕр. Хальхи вăхăтра ытларах Чăваш Ен тулашĕнче тăрăшатпăр. Сăмахран, Ухта хули çывăхĕнчи пĕр поселока пăрăх çитертĕмĕр, урамсенче пурĕ 32 çухрăм хутăмăр. Сыктывкар, Чĕмпĕр, ытти нумай хула таврашĕнче тăрăшрăмăр. Пенза облаçĕнчи Исса поселокĕнчи газ пăрăхне 20 çухрăм улăштартăмăр. Сочири Олимпиадăна хатĕрленсе темиçе сăрт витĕр, юханшывсем урлă спорт об<екчĕсем патне пăрăх тăсрăмăр. Тулашра халĕ куллен ĕç пырать.
«ПромТехСтройСервис» çĕр айĕпе тăршшĕн çыхăну йĕркелессипе пысăк опыт пухнă тата çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ. Ку енĕпе унпа танлашакан предприяти республикăра урăх çук. Çĕр айĕпе тăршшĕн шăтарса пăрăх хывакансен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕ общество ĕçне пысăка хурса хакланă, вăл Европăри шăтару меслечĕсемпе усă курнине çирĕплетнĕ. Вĕсем ĕç тухăçлăхне ÿстерме май параççĕ. Халĕ ытларахăшĕ пăрăха е кабеле вĕсемпе тăсса çĕр айне хăвараççĕ. Çапла хывсан вăл автотранспортпа çынсене иртсе çÿреме чăрмантармасть.
- Ку ăсталăха республикăри хула-яла çутçанталăк газĕ кĕртнĕ çулсенчех алла илтĕмĕр, - аса илчĕ Юрий Владимирович. - Пирĕн инженер-техниксем ют çĕршывсенчен илсе килнĕ ятарлă машинăсемпе тата стройматериалпа ĕçлеме хăнăхрĕç. Малтанхи тапхăрта коллектив умне чăрмавсем тухса тăчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене пĕтерме хăнăхса çитрĕç, пысăк квалификациллĕ специалистсем пулса тăчĕç. Паян коллективра 100 çын тăрăшать. Хăйĕн умĕнчи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлать.
Вунă çул каялла çĕр шăтаракан агрегатсене ĕçлеттерекен техниксене республикăра вĕрентмен. Ю.Михайлов çине тăнипе Çĕрпÿри аграри-технологи техникумĕнче хатĕрлеме тытăннă. Пĕлтĕр унтан диплом илсе тухнă 10 ытла çамрăка предприятие илнĕ. Раççей çарне кайма ят тухнисене чысласа ăсатнă. Салтак тумне хывсан обществăра хапăл тусах кĕтсе илеççĕ. Малашне Шупашкарти 18-мĕш профтехучилищĕре вĕрентесшĕн. Вĕсем производство практикинче «ПромТехСтройСервисра» пулĕç.
Кĕскен, предприяти хăйне кирлĕ кадрсене хатĕрлес ĕçе йĕркелесе янă.
- Çав ыйтăва татса пама пире республикăн влаç тытăмĕсем пулăшрĕç, - палăртрĕ гендиректор. - Çĕр айĕпе тăршшĕн пăрăх е кабель тăсма темиçе тĕрлĕ машина кирлĕ. Пирĕн пурте пур. Çавăнпа подряд организацине палăртакан аукционсенче пире суйласа илеççĕ. «Газпром» тата «Транснефть» обществăсен саккасĕсене пурнăçлама яваплăх та, чăтăмлăх та кирлĕ.
- 2015 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçлетĕр? Кризис сире те пырса тиврĕ-и? - ыйтрăм ертÿçĕрен.
- Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче ĕç маларахринчен сахалрах пулчĕ, çавăнпа укçа çаврăнăшĕ пĕчĕкленчĕ, - терĕ Юрий Владимирович. - Иккĕмĕш çурринче саккассем самаях пулчĕç. 2015 çул вĕçне ăнăçлах тухатпăр, тупăш аванах. Налук вăхăтра тÿлетпĕр.
Фермер хуçалăхĕн халĕ 300 га çĕр. Тырпул, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ.
- Шел те, промышленноç отраслĕпе танлаштарсан ял хуçалăх культурисем çав-çавах пысăк тупăш параймаççĕ, - терĕ Ю.Михайлов. - Çавăнпа çĕр ĕçне инвестици нумай хывма тăхтарăмăр. Тырпулăн, çĕрулмин сутлăх хакĕ аванах ÿсессе шанас килет. Хресчен тупăш нумайрах илме пуçласан çеç ХФХсем аталанĕç.
Ю.Михайлов техникăна юратни республикăра автомобилистсен Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕсене çуллен йĕркелеме хутшăннинчен те курăнать. Вĕсенче «ПромТехСтройСервис» ĕçченĕсем те, вăл шутра гендиректор та, хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. 50-80 автомашина водителĕ старта тухать. Вĕсем ăмăртăва тĕрлĕ енĕпе, çав шутра инкекрен сыхланассипе те тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Чемпионатсем спортсменсен яваплăхне ÿстерме пулăшаççĕ. 2011 çулта çăмăл автомашинăсен кросне ирттерме ятарласа трасса тунă. Автокросра республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ.
Предприятин футбол команди те пур. Вăл республика чемпионатне çуллен хутшăнать. Спортпа тата физкультурăпа туслă пулни предприятире вăй хуракансен сывлăхне çирĕплетме пулăшать.