Комментари хушас

8 Раштав, 2015

Экстремизмăн нацилĕхĕ çук

2007 çулта пирĕн республика пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ чылай пулăм çырăнса юлчĕ: ун чухне федерацин Атăлçи округĕнчи /ФАО/ нацисен тата конфессисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетсемпе комиссисем хăйсен темиçе ларăвне ирттерчĕç. Çавăн пекех хуламăрта РФ Президенчĕн çак тăрăхри полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи общество канашĕн регионти секци канашлăвĕпе ФАО правительствин çамрăк парламентарийĕсен конференцийĕ ĕçлерĕç. Канашлу вăхăтĕнче патшалăхăн наци политикине пурнăçа кĕртес ĕçре наципе культура автономийĕсен тата общество организацийĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен сăмах пычĕ. Çав кунсенчех Шупашкарти Ленин район сучĕ террористсен организацийĕн идейисене Чăваш Енре сарнăшăн пилĕк экстремиста тĕрлĕ çула тимĕр решеткеллĕ алăк хыçне ăсатрĕ. Асăннă мероприятисене пĕлтерĕшĕпе пурне те пĕр тĕвве çыхма пулать - халăхсен хушшинчи туслăх малашне те вăй илсе аталанса пытăр, тĕрлĕ наци çынни килĕштерсе пурăнтăр: кĕскен каласан ксенофоби туйăмĕ пирĕншĕн ют пултăр.

Хăрушлăха маларахах сиснĕ

Каллех çав çула таврăнатăп. Федерацин Чăваш Республикинчи ун чухнехи тĕп инспекторĕ Р.Тихонов ведомствăн Чăваш Енри аппарачĕн залĕнче ирттернĕ канашлăва Руслан Кронидовичсăр пуçне Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕн аппарачĕн регионсен хушшинчи аталану ыйтăвĕсен департаменчĕн канашçи Н.Черемин ертсе пычĕ.Çак ыйту юлашки вăхăтра çивĕчленме тытăнни кăшт маларах кăна иртнĕ ĕмĕр варринче Палестинăра йĕркеленнĕ «Хизб-ут-Тахрир аль-Ислами» политика партийĕн Чăваш Республикинче йĕркеленме хăтланнă ушкăнĕн «хастарĕсене» арестлесе суд туни тата канашлăва ыттисемпе пĕрле хăрушсăрлăх службин комитечĕпе право хуралĕн сотрудникĕсем хутшăнни те аван çирĕплетет.

Пирĕн тăрăха нацисен хушшинчи харкашусемсĕр, тĕн тĕлĕшĕнчен хирĕçтăрусăр лăпкă регион теççĕ. 2002 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çырав /перепись/ пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш çĕрĕ çинче 92 наци çынни тĕпленнĕ. Ытларах - чăваш, вырăс, тутар, мордва, мари. Вĕсен шучĕ темиçе çырав хушшинче те улшăнман, çав шайрах юлнă. Çав вăхăтрах эрменсен - 4 хут, азербайджансен - 2, чикансен хисепĕ 1,6 хут ÿснĕ. Ытти халăхсен шучĕ те пĕчĕкех мар. Паянхи кун вĕсем 21 наципе культура пĕрлĕхне йĕркеленĕ, 11 наци çыннине пĕрлештернĕ. Культура министерствипе хула-район администрацийĕсем йĕркелÿ-методика пулăшăвĕпе тата укçа-тенкĕ уйăрнипе этнокультура ыйтăвĕсемпе нумай ĕçлеççĕ: халăх культурисен уявĕсене ирттереççĕ. Тата ыттисене те. Культура ведомстви наципе культура пĕрлĕхĕсемпе ĕçлессине ялан кун йĕркинче тытать.

Канашлăва хутшăннисем республикăри этнополитикăн лару-тăрăвне мониторинг мелĕпе тĕплĕн тишкернине, социологи ыйтăмĕсем ирттернине, этнографипе, этнокультурăпа теори кăларăмĕсем пичетленине палăртрĕç. Культура министерстви республикăри конфесси управленийĕсемпе - Шупашкар тата Чăваш епархийĕпе, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕпе тачă çыхăнса ĕçлени те тĕрлĕ тĕн çыннисен хушшинчи туслăха ырă витĕм кÿрекен лайăх пулăм. Кĕске статистика: федерацин регистраци службин Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи кăрлач пуçламăшĕ тĕлне 12 конфессине çыхăнтарса тăракан 269 тĕн организацине регистрацилени çинчен пĕлтерчĕç.

Экстремизм ыйтăвĕнче «ишеççĕ, путманни кăна»

Вăрттăнлăх мар: çирĕм пилĕк çул ытларах каяллахи пăтрануллă тапхăрта, «Совет Союзĕ» текен патшалăх темиçе патшалăха саланса кайнă вăхăтра, чылай ăнлав хăйĕн ырă пĕлтерĕшне çухатрĕ, юлнă мĕн лайăххине, ыррине - кам ÿркенмест - çаплипех тĕппипех пĕтерме тапăнать. Кун пек чух ăна, нацисен хушшинчи тăнăçлăхпа лăпкăлăха, упраса хăварас тĕлĕшпе тăвакан кашни çыннăн тăрăшăвĕ, пуçарăвĕ, хастарлăхĕ кирлĕ. Н.Черемин çакă паянхи кун уйрăмах хаклине-пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Николай Борисович нацисен хутшăнăвĕсен ыйтăвĕнче çитĕнекен ăрупа - паянхи 15-25 çулсенчи çамрăксемпе - тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ. Мĕншĕн тесен шăпах вĕсен хушшинче кам хăш халăх çынни пулнине пăхса вăрçă-харçă пуçаракан чылай. Хаярлăх, курайманлăх туйăмне пусараймасăр ют çĕршыв çыннисене - студентсене, туристсене т.ыт. - хĕнекенсене, вĕлерекенсене эпĕ нимĕн чухлĕ иккĕленмесĕр вĕсен аллипе кăвар туртса хăйсен ирсĕр тĕллевĕсене пурнăçласа явап тытмасăр аякра юлакан çын аллинчи марионеткăсем тенĕ пулăттăм. ЧР Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи общество канашĕн секретарĕ А.Соловьев çак пысăк çитменлĕхĕн сăлтавĕсене, мĕнле каламалла - шалтан курса тăрать: пĕрремĕшĕ, ку е вăл наци пĕрлĕхĕ чылай чухне патшалăх влаçĕн тытăмĕсенчен аякра тăни, иккĕмĕшĕ, ентешлĕхсен ĕç-хĕлĕ те «тытнă картаран» тухаймасть - районсен е халăх пĕрлĕхĕсен программи «хĕсĕк». Тĕслĕхрен, вĕсем хăйсен ентешлĕхĕсен социаллă пурнăçне пачах хутшăнмаççĕ. Чăваш Республикин прокурорĕн аслă пулăшуçин шухăшĕпе, хăш-пĕр район пуçлăхĕ экстремизм профилактикин ыйтăвĕсенче «ишет, путманни кăна».

Шăпах çавăнта «çуралаççĕ», «пуçне çĕклеççĕ» пирĕн республикăра та тĕрлĕ çула тĕрмене ăсатнă «Хизб-ут-Тахрир аль-Ислами» террористла организацин вырăнти пуçаруçисем евĕр, патшалăхăн Конституци стройне улăштарассишĕн, патшалăх хăрушсăрлăхĕпе тытăмне тĕрĕслесе пăхассишĕн «тимлекенсем». Суд тенкелĕ çине лариччен Шупашкарпа Канаш хулисенче пурăннă виçĕ халăх çыннисем асăннă террор организацийĕн регионсенчи çамрăксен пĕрлĕхĕсене тата Шупашкарта «Тауба» ислам обществине йĕркелеме, вĕсен урлă ислам тĕнĕпе Халифат идейисене сарма хăтланнă. Юрать-ха, вĕсен ирсĕр ĕçне çул пуçламăшĕнчех пÿлнĕ. Ыран тепĕр çĕрте çĕлен йăва çавăрмĕ-ши?

Вĕсен «хĕç-пăшалĕ» - вăрçă сĕмĕллĕ ислам

Çапла мар теме чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен Вăта çĕр тинĕс тăрăхĕнчи патшалăхсенче радикал-исламистсен çак тĕне çĕр çинче тĕп вăй-ĕненÿ вырăнне йышăнтарассине тата «Пĕтĕм тĕнчери ислам халифатне» туса хурассине тĕп тĕллев тунă тапхăрта никам та çапла çирĕплетме пултараймĕ. Ара, вĕсен тĕп «хĕç-пăшалĕ» - вăрçă сĕмĕллĕ ислам пропаганди, ытти тĕне чăтма пултарайманни, Раççей тата НППП çыннисене хăйсен енне çавăрасси, обществăна «савăл çапса кĕртесси», патшалăхăн Конституци йĕркине пĕтерсе политика çул-йĕрне пачах тепĕр енне çавăрасси... Çак тĕн сĕрĕмĕпе минренисем ăна пурнăçлама нимĕн умĕнче те чарăнса тăрас çук - Ирак çĕрĕ çинче 2006 çулта кунта вунпĕр радикал-ислам ушкăнне вырăнти «Аль-Каида» подразделенийĕпе пĕрлештернĕ хыççăн йĕркеленме тытăннă «Ислам патшалăхĕ» Анăçри патшалăхсене те шиклентерме пуçларĕ ахăртне. Суннит çамрăкĕсен чăрсăрлăхĕ, ирсĕрлĕхĕ, шелсĕрлĕхĕ прогрессивлă халăха хăратса ÿкерчĕ. «ИГИЛ» /суннит исламисчĕсен пĕтĕм тĕнчери террорла организацийĕ, Сири патшалăхĕн çурçĕр-хĕвелтухăç территорийĕнче тата Иракăн «суннит виçкĕтеслĕхĕнче» пуç пулса тăрать, хăйне никам йышăнман квазипатшалăх вырăнне хурать, шариат йĕркеленĕвĕн мелĕпе усă курать, Сирири Эр-Ракка хулинче хăйĕн штаб-хваттерĕ пур, йышĕнче - 8 млн ытла çын. - Раççейре ирĕк паман организаци/ «Аль-Каидăн» Абу Мусаба аз-Заркави пуçарăвĕпе 2006 çулта «çуралнă» «Моджахедсен канашламалли пухăвĕн» тымарĕнчен хунав янă. «Çĕнтерÿçĕ общинин çарĕ», «Сунн майлисен çарĕ» тата «Ыттисене парăнтаракан çар» пĕрлĕхĕ. Унăн пĕрремĕш ертÿçи - Абу Омар аль-Багдади, ислам идеологийĕн «ашшĕ». 2013 çулта çак пĕрлĕх Башар Асад режимне хирĕçле, хальхи правительствăна сирсе пăрахма ăнтăлакан вăйсемпе пĕрле, Сирире граждан вăрçи пуçарнă. Çавăнтанпа курд, суннит халăхĕсене, христиансемпе иудейсене тĕп тума тытăннă. Пĕрлĕх экстремизм ĕç-хĕлне анлă сарнă, Ирак территорийĕнчи НАТО çар вăйĕсен тĕлĕшпе тунă вун-вун терактшăн яваплă. Сăмах май, Сири тÿпинче Раççейĕн гражданла авиацийĕн самолетне сирпĕтнине хăйсем çине илнĕ. Çакăн хыççăн хăйĕн сĕмсĕр идеологине тĕнче тăрăх сарма тăрăшакан хăрушă вăя сăнласа пама кирлех-ши?

Мали патшалăхĕнче вара пирĕн çĕршывăн транспорт авиацийĕн летчикĕсене хăна çуртĕнчех автоматсенчен персе вĕлернĕ. Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăваш Улхаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Седов пилота /вăл - чăваш/ телейлĕ шăпа кăна элчел вилĕмрен хăтарса хăварнă. Вырăнти полици ăнлантарăвĕ тăрăх, террористсем /паллах, нихăшне те тытса чарман/ вĕсен вĕçев тумĕсене çар çыннисен вырăнне йышăннă имĕш.

Территорисĕр патшалăх - патшалăх мар

Тăшмана çĕнтерес тесен ăна лайăх пĕлмелле теççĕ. Çав тĕллевпех Чăваш Енри Культура министерстви чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăмăрти тĕрлĕ конфессисене хастар хутшăнтарса «Чăн ислама экстремизмран мĕнле уйăрмалла?» темăпа «çавра сĕтел» ирттерчĕ. Сăмах усал çак вăйпа мĕнле кĕрешесси çинчен пычĕ унта. Тÿрех каласа хăварар: РФ Аслă сучĕ ИГИЛ юхăма террористла организаци тесе йышăннă, унăн Раççейри ĕç-хĕлне чарса лартнă. Эпĕ çакăнта «юхăм» тесе ахальтен çырмарăм, мĕншĕн тесен ăна, хăйсем патшалăх пек йышăнаççĕ пулин те, унăн çакна çирĕплетекен пĕрремĕш паллийĕ - территори - çук. Идеологи кăна «патшалăх» пулма ирĕк памасть. Çапах та хăйсене хăйсем çакăн пек хаклани тĕнчешĕн террор хăрушлăхне /вăл вара пĕчĕкех те мар!/ кăларса тăратать. Ăна кулленхи пурнăçра манма та, куçран вĕçертме юраманнине аса илсех тăмалла.

«ИГИЛ» террористсен организацийĕн идеологине тĕнчере çирĕплетессишĕн 100 ытла патшалăхри вун-вун çын çапăçать иккен. Пытармасăр каласан ун ретĕнче Чăваш Енрен кайнă виçĕ çын пур. Çавăн пекех республикăри тăватă çынна шанчăксăррисен, экстремизм шухăш-кăмăллисен шутне кĕртнĕ.

Вĕсем - Комсомольски районĕнчи Тури Тимĕрчкасси ялĕнче 1962 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă Николай Николаевич Герасимов, Муркаш тăрăхĕнчи Ильинка ялĕнче 1956 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Владимир Георгиевич Лоцманов, Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар ялĕнчи Василий Васильевич Владимиров /1988 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă/ тата Шупашкар хĕрĕ Анастасия Александровна Маркова /1987 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче çуралнă/. Каярахпа А.Марковăпа В.Владимирова ятарлă переченьрен кăларнă.

ЧР Шалти ĕçсен министерствин экстремизм сарăлассине хирĕç кĕрешекен центр пуçлăхĕ Владимир Шихранов пĕлтернĕ тăрăх - малтанхи виççĕшĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Алла хĕç-пăшал тытнисене пурпĕрех яваплăха туйтарĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.