Президент Çырăвĕнче -Раççей аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕ
Раççей Президенчĕ Владимир Путин раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Федераци Пухăвне çулленех яракан Çырупа паллаштарчĕ. Çĕршыв ертÿçи унта кăçалхи кăтартусене пĕтĕмлетнипе пĕрлех Раççей аталанăвĕн çитес çулхи тĕллевĕсене те палăртрĕ. Раççейĕн тулашри тата шалти политикин тĕп çул-йĕрне тĕплĕ уçăмлатрĕ. Çавăн пекех патшалăхăмăрти кашни çынна хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕ.
Владимир Путин хăйĕн сăмахне терроризмпа кĕрешекен Раççей çар çыннисене тав тунинчен, террористсене пула вилнĕ салтаксене тата Раççей гражданĕсене асăнса шăп тăма ыйтнинчен пуçларĕ. "Раççей тахçантанпах террора хирĕç кĕрешĕвĕн малти рубежĕнче. Ку вăл - ирĕклĕхшĕн, чăнлăхпа тĕрĕслĕхшĕн, çынсен пурнăçĕшĕн тата пĕтĕм цивилизаци пуласлăхĕшĕн пыракан кĕрешÿ", - терĕ Владимир Владимирович юлашки çулсенче пулнă хăрушă синкерсене аса илнĕ тата хальхи вăхăтра Сирире, Турцире, ытти çĕрте хуçаланакан лару-тăрăва хакланă май. "Халĕ террор хăрушлăхне сирме пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсене, ятарлă службăсене, право хуралĕн органĕсене мобилизациленĕ. Çапах хăйсен яваплăхне пурин те ăнланмалла: влаçăн, политика партийĕсен, граждан обществин структурисен, массăллă информаци хатĕрĕсен. Раççей вăйĕ - пĕтĕм халăхсен ирĕклĕ аталанăвĕнче, пирĕн культурăсен, чĕлхесен, йăла-йĕркесен нумай енлĕхĕнче тата килĕшÿлĕхĕнче, православи тĕнне ĕненекенсем, мăсăльмансем, иудаизмпа буддизма тытса пыракансем пĕр-пĕрне хисепленинче", - пĕтĕмлетрĕ вăл.
Патшалăх Пуçлăхĕ 2016 çулта Патшалăх Думин суйлавĕ иртессине аса илтерчĕ, суйлав умĕнхи конкуренци тÿрĕ кăмăллă та уçă, саккунпа килĕшÿллĕ пулмаллине палăртрĕ. Депутат пулас текенсен программисенче коррупципе кĕрешес ыйтусем тивĕçлĕ вырăн йышăнмалла терĕ. Пирĕн вулаканăмăрсем пĕлеççĕ - килес çул Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ те иртет.
РФ Президенчĕ экономикăри пысăк чăрмавсем çинчен те уççăнах пĕлтерчĕ, лару-тăру çивĕч иккенне, çапах ырă туртăмсем те палăрма пуçланине каларĕ. "Пĕчĕк тупăшлă çынсене пулăшмалла, социаллă пулăшăва вăл кама кирлĕ - шăпах çавсене памалла”, - терĕ Президент экономикăри йывăрлăхсем çынсен пурнăçне витĕм кÿнине асăннă май. Шăпах çак пахалăхсемшĕн - лару-тăрăва хитрелетсе кăтартманшăн, ăна ырă еннелле улăштарас тесе çине тăнăшăн, ку ĕçе влаç органĕсене те хутшăнтарнăшăн - хисеплеççĕ те Владимир Владимировича.
"Патшалăх малалла кайма тата лидер пулма хатĕррисене кирлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Çакнашкал система йĕркелетпĕр эпир бизнеспа хутшăннă май унăн ыйтăвĕсене тата çĕршывăмăр умĕнчи тĕллевсене тĕпе хурса”, - терĕ Путин бизнес çинчен сăмах пуçарсан. Вăл импорта хамăрăн продукципе улăштармалли программăна пурнăçлассин тĕллевĕсене уçăмлăн палăртрĕ. Хамăр çĕршыври производствăсене, конкуренцие кĕме хăраманнисене çеç, пулăшассине пусăм тусах пĕлтерчĕ: "Раççее çĕршыва хальхи йышши паха продукципе тивĕçтерме çеç мар, тĕнче рынокĕсене çĕнсе илме пултаракан компанисем кирлĕ”. Сăмах май, паянхи кун Чăваш Республикинче импорта хамăрăн продукципе улăштармалли стратеги чи приоритетлă çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăчĕ. Чăваш Еншĕн Президент хăйĕн Çырăвĕнче ял хуçалăхĕ пирки мĕн калани те йăлтах актуаллă. Раççей Президенчĕ 2020 çул тĕлне шалти рынока хамăр çĕршывра туса илекен апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерме тĕллев лартрĕ. Пурте пĕрле тăрăшсан, малалла ăнтăлсан çак тата ытти тĕллеве те пурнăçа кĕртме май килĕ!
Владимир Путин демографи, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ енĕпе нумай тунине палăртрĕ, социаллă сферăра ырă улшăну татах пулассине систерчĕ. Çамрăк çемьесене уйрăмах савăнтараканни - амăшĕн капиталĕн программине тата икĕ çула тăсма йышăнни. Чăваш Енре ача сачĕсен черечĕн ыйтăвĕ татăлтăр тесе нумай ĕçлерĕç. Çитес çул тепĕр программăпа - çĕнĕ шкулсем тăвасси тата киввисене юсасси - ĕçлеме тытăнмалла. "Чăваш Ен ĕçе хатĕр”, - терĕ çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Пирĕн регионта 100 фельдшерпа акушер пунктне хута янă ĕнтĕ, тепĕр 50 ФАП тума планлаççĕ. Çакă йăлтах - халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассишĕн.
Чăваш Ен малашне те йĕркеллĕ те тăнăçлă аталанса пырасса шаннине Раççейри паллă çынсем те палăртаççĕ. РФ Патшалăх Думин Культура комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ, СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон акă мĕн пĕлтернĕ: "Чăваш Республикинче проектсем яланах интереслĕ. Регион ăнăçлă аталанать. Чи кирли - республикăра пурăнакан халăх хăйĕн çĕрне, ентешĕсене тата тăван культурăна юратать. Чăваш Енре Андриян Николаева - Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, космоса парăнтаракана тата питĕ лайăх çынна - юратса пурăннăшăн уйрăмах тав тăватăп. Республикăра пурăнакансем унăн паттăрлăхне еплерех хаклани чăнласах та хисепе тивĕç. Чăваш Енре çамрăк та пысăк малашлăхлă Пуçлăх - сирĕн йăлтах лайăх пулмалла".
РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев республикăра пурăнакансем Çырура мĕн каланине йăлтах шута илессе шаннине пĕлтернĕ.
"Президент ял хуçалăхне уйрăммăн палăртрĕ, ун пирки чылай тата тĕплĕ каларĕ. Манăн шухăшăмпа - Чăваш Ен АПК сферинче лидерсенчен пĕри пулса тăрать. Эпĕ регионта пулса курнă, çавна май вăл аталанса пынине, унта интереслĕ проект нумаййине, уйрăмах аграри секторĕнче, пĕлетĕп. Сойăпа çыхăннă проект аталанасси çинчен илтнĕччĕ, ку вăл ял хуçалăхĕнчи интереслĕ проект тесе шухăшлатăп”, - тенĕ РФ Президенчĕ çумĕнчи Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Борис Титов.
Çыру пирки комментари панă май РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова вĕрентÿ темине хускатнă: "Президент 3-7 çулсенчи ачасене шкулчченхи учрежденисене çÿреме майсем туса парас ĕç-хĕле уйрăммăн палăртнăшăн эпĕ савăнатăп. Чылай регион ку тĕллеве татса панă ĕнтĕ. Çĕнĕ шкулсем тăвассипе тата кивелсе çитнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене юсаса çĕнетессипе çыхăннă программăна ĕçе кĕртме пуçласси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе бюджетра 50 млрд тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă".