Комментари хушас

4 Раштав, 2015

Сĕтлĕ выльăх пурнăç тытать

Панкрута тухас патне çитнĕ хуçалăх ĕçлекенсене Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне шалуран 1 пин тенкĕ, Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе çавăн чухлĕ тÿленĕ. Текех чĕрĕ укçа илсе курайман та темелле. Ытти парăма утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтерсе саплаштарнă. Кун пек лару-тăрура фермăра тар юхтараканăн укçа мĕнле пуçтармалла? Канаш районĕнчи Аччара пурăнакан Ольга Витальевнăпа Владимир Клементьевич Даниловсем пек картиш тулли выльăх усрама тивет ял çыннин.

Хушма хуçалăхра вунă пуç таран сăвакан ĕне тытнипе Аччасене тĕлĕнтереймĕн. Даниловсен кăна мар, Федоровсен те хальччен выльăх çавăн чухлех пулнă иккен. Анчах кил хуçин сывлăхĕ хавшанипе унăн шутне чакарма тивнĕ. 5-6 ĕне усракан та ялта сахал мар. Даниловсен те унăн йышне вунна çитериччен - халĕ панкрута тухнă пĕрлешĕвĕн сĕт-çу ферминче тăрăшнă вăхăтра - çичĕ пуçран кая пулман.

"Канăç мĕнне те пĕлмеççĕ пулĕ ку ял çыннисем. Кĕтÿçĕ тытсах мĕн чухлĕ тăкакланмалла е вуншар кун касура çÿремелле", - хĕрхенме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Чăн та, Аччара выльăха черетпе пăхаççĕ, анчах касура вунă кун ирттермеççĕ: 4 пуçшăн пĕр кун каяççĕ. Касура пĕтĕмпе 100 ытла ĕне шутланать. Ялта кил хуçалăхĕ 120-рен иртнине шута илсен кашнине пĕрер пуç лекет. Паллах, пурте усрамаççĕ, анчах ĕне йышлă тытакансемпе ял палăрса тăрать.

Ĕçченлĕхпе çыхăннă ырă йăла çамрăксене ватăсенченех куçса пырать мар-и? Ольга Витальевнăн амăшĕ Галина Семеновна Мясникова 76 çулта пулин те икĕ ĕне, пăру, сысна усрать. "Ара, ватлăхра канлĕ пурăн-ха. Сана никам та ирĕксĕрлесе ĕçлеттермест вĕт", - тесе те пăхаççĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ. "Выльăхшăн мана ан вăрçăр", - теет кăна лешĕ. Сăмах май, ĕмĕр тăршшĕпе фермăра вăй хунă Галина Семеновна хăй вăхăтĕнче Мускава Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине кайма та тивĕçнĕ, унтан медальсĕр таврăнман. Ватă çын выльăхран уйрăлайманран ăна Ольга хĕрĕн пĕр ывăлĕ ?пĕтĕмпе иккĕ% пулăшса пурăнать.

Сăвакан вунă ĕнене тата вăкăра Даниловсем çемйипе пăхаççĕ. Ольга Витальевна вуннăшне те алăпа сăвать. Хăнăхнăран çеç мар, ятарлă аппаратпа сĕт тĕппипех сăвăнманнине, çакă выльăха чире яма пултарнине палăртать. Ахăртнех, пĕлмесĕр каламасть выльăх чунне туйма вĕренсе çитнĕ хĕрарăм. Ĕне çиллине пĕр вĕçĕмсĕр туртнăран алă ыратнине те шарламасть. "Ывăннине туймастпăр", - теççĕ хĕрĕх çултан иртнĕскерсем. Пурнăçа ырă, лайăх енчен кăна кураççĕ-тĕр, ют çын умĕнче йывăрлăх пирки нăйкăшас йăла пулмарĕ вĕсен.

Вунă пуç ытла выльăха тăрантарма, хĕл каçарма вара пайтах тар тăкмалла. Хальччен хăйсен пай çĕрĕ çинче тата ял тăрăхĕнне арендăласа утă хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе 30 яхăн гектарпа усă курнă. Çитес çул тара илнин пĕр пайĕ çухалать, ăна урăх çынна панă-мĕн. Анчах Владимир Клементьевич хальлĕхе пăшăрханмасть, тепĕр çул валли утта ытлашшипех çулса типĕтнĕ.

Усракан выльăх тупăшсăр мар, çемье унпа тытăнса тăрать. Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ техника туянма тăкакланать. Утă пресламалли хатĕрсĕр пуçне ĕçре мĕн кирли пурте пур темелле.

Выльăх ăратне улăштарас тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ Даниловсем. Пĕлтĕр Киров ячĕллĕ хуçалăхран ятарласа ăратлă вăкăр туяннă. Ĕнесем сĕт аван антараççĕ. Ăна пуçтарма яла килекен усламçăсене çулла кунсерен 120 литртан кая мар сутнă. Халĕ чылайăшĕ пăрулама хатĕрленнĕ май сăвăм чакнă. Ку вăхăтлăха çеç, ĕнесем пăруланă хыççăн вăл каллех ÿсĕ. Хĕлле пĕр литр сĕтĕн хакĕ те самаях пысăкланать. Нумаях пулмасть вăл 17-рен 20 тенке çитнĕ.

Кунсерен мĕн чухлĕ сĕт сутнине Ольга Витальевна ятарлă журнала çырса пырать. Килте ĕçе йĕркелесе пыраканĕ те, укçа шутлаканĕ те - вăлах. Упăшки ăна шанать, ун сăмахĕнчен иртме тăрăшмасть.

Пултаруллă хĕрарăмăн пÿрт-çуртĕнче те типтерлĕх хуçаланать. Малтан çемье тăванĕн çуртĕнче пурăннă. Вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ чух Ольга Витальевна 35 çула çитменнине кура патшалăхăн тĕллевлĕ программипе усă курса пулăшу илнĕ. Тавăрса памалла мар укçапа киввипе юнашар çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Строительство ĕçĕнче тăванĕсем те нумай пулăшнă.

...Ирхине 5 сехет те çитмен-ха. Ольга Витальевна вара тахçанах ура çинче. Ĕне çиллине чăр та чăр туртнăран витресем сĕтпе тулаççĕ. Вăл Даниловсемшĕн, чăн та, тупăш çăлкуçĕ.

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.