Хĕл Мучипе Юр Пикерен - ПАРНЕ
Çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнас тапхăр ерипен вĕçленсе пырать. Юлашки куна хăварас марччĕ çак ĕçе.
Пирĕн редакци «Тăван шкула - парне» акци ирттерет. Унта шкултан вĕренсе тухнă кашни çын хутшăнма пултарать. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен çынсем, вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен студентсем хăйсен тăван шкулне е пĕр-пĕр ача садне парне тума пултараççĕ.
Çак кунсенче Пичет çуртне Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем Ольга ТАРАСОВА /ЗУБКОВА/ тата Геннадий КИРИЛЛОВ кĕрсе тухрĕç. Вĕсем ыркăмăллăх акцине хутшăнма питех те хавас пулчĕç. Ольга Тарасова /ăна республикăри чи чаплă Юр Пике теме те пулать!/ Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкеш шкулне «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журнал çырăнса пачĕ. «Çак питех те кирлĕ акци иртессе пĕлсенех çав тери хĕпĕртерĕм. Хамăн тăван шкула, унта халь вĕренекен ачасене Çĕнĕ çул парнисĕр хăварас мар терĕм», - савăнса пĕлтерет пултарулăх çынни. Чăвашсен чи паллă Хĕл Мучийĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов /сăмах май, Геннадий Васильевич вăтăр çул ĕнтĕ Хĕл Мучи пулса капăр чăрăш тавра хамăр рес-публикăри çеç мар, кÿршĕллĕ Тутарстанри ачасене савăнтарать/ вара Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулне çак кăларăмсене çырăнса Çĕнĕ çул парни турĕ. «Тăван тăрăха кайсан хам вĕреннĕ шкула кĕрсе тухма тăрăшатăп. Вĕрентекенсене, уйрăмах шкул директорне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Лариса Григорьевна Хуснетдиновăна тав сăмахĕ калас килет. Кунта тăвана кĕтсе илнĕ пекех йышăнаççĕ. Кăçал Литература çулталăкĕ пулнă май, шкула тин çеç пичетленсе тухнă «Чăваш литературин антологине» тата парнелес терĕм. Унта шăпах ачасем валли çырнă хайлавсем пур. Çамрăк ăру «Тантăш» хаçатпа «Тетте», «Самант» журналсене вуласа çитĕнмеллех», - тет Хĕл Мучи.
Акцие çавăн пекех Чăваш Республикинчи Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче вăй хуракан Светлана Денисовна ГОРДЕЕВА хутшăнма кăмăл турĕ. Вăл «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журнала Шупашкарти 17-мĕш вăтам шкула парнелерĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри Галина Вячеславовна ЗОТОВА Етĕрне районĕнчи Палтай, Кăкшăм шкулĕсене Хĕл Мучипе Юр Пикерен парне ячĕ.
Акци малалла пырать. Кунта кашни хутшăнма пултарать. Ачасем Çĕнĕ çул парни кĕтеççĕ!
Владимир ФЕДОРОВ.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: «Тăван шкула - парне» акцие хутшăннă Юр Пикепе Хĕл Мучи.