Комментари хушас

18 Чÿк, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 17-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине Николай Никифоровăн «Чăн-чăн арçын пулас тесен пирĕнпе пĕрле çÿремелле!» карикатурипе илемлетнĕ.

«Ан та кала» рубрикăра В. Смеловăн "Кăлава тĕлĕкĕ" кулăшла статьи, "Ырра шанса юптарнă сăмахсем" рубрикăра" Н. Ишентейĕн "Инкек пĕччен çÿремест" памфлечĕ вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр.

"Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç", "Йĕплĕ йĕркесем", "Ан та кала" рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта философи ăслăлăхĕсен докторĕн В.И.Чекушкинăн гастрольте çÿренĕ чухнехи аса илĕвĕсем, кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.