Комментари хушас

26 Чÿк, 2015

Хăмла çырли тутлă-и?

Хăмла çырли тутлă та сиплĕ çимĕç пулнине пĕлетпĕр, çиме пурте юрататпăр темелле. Анчах çырлари вĕтĕ сарă-шурă хуртсем нумай пулни çиес кăмăла пĕтерни те пулнă. Татнă кашни иккĕмĕш çырла хуртлăрах пулсан унран варени-компот тума та аптăратăн.

Çырлари хуртсем, паллах, ним çукран хăйсем тĕллĕн пулаймаççĕ. Вĕсене çуратаканни - хăмла çырли нăрри. Вăл хура-хăмăр тĕслĕ, хырăм енĕ - хĕрлĕрех, тăршшĕ - 3,5-4 мм. Хурт çимĕçре ÿссе аталанса çитсессĕн сентябрь тĕлнелле çĕре ÿкет те тăпрана кĕрсе çăмхаланса хĕл каçать. Тепĕр çул çуркунне нăрă пулса тухать. Çăмхаланнă хурт тăпраран тухмасăр 2 çул выртма та пултарать.

Çуркунне тухнă нăрă çум курăк нектарĕпе, шăркипе тăранса пурăнать, вăй пухать. Хăмла çырли, крыжовник чечекленме пуçласан вĕсем çине куçать. Чечек тĕвви тĕлне çăмарта хурать. Пĕр нăрă 40 яхăн çăмартапа чечексем çине куçа-куçа сапать. Ку хуртсене çырлара ирĕклĕн аталанма май парать. 10 кун иртсен çăмартаран пĕчĕк хурт тухать, çырла ÿснĕ майăн ăна çисе аталанать. 40-45 кунран ÿссе çĕре ÿкет, çĕнĕрен ăру пама хатĕрленме тăпрана анать.

Нăрăран хăтăлма пахчара çак ĕçсене пурнăçламалла.

1. Хăмла çырли çеçке çурнă вăхăтра марганцовка шывĕпе тĕмсене пĕрĕхмелле /0,5 г - 10 л шыва/.

2. Хăмла çырли чечек папкисем тулнă вăхăтра, çу уйăхĕн вĕçнелле, «Фитоверм» е «Фуфанон» инсектицидсемпе пĕрĕхмелле. «Искра» - /1 тÿме 10 л шыва/, «Конфидор», «Кинмикс» /1 апмула - 10 л шыва/ ирĕлчĕкĕсемпе пĕрĕхни те аван пулăшать.

3. Тĕмĕн папкисем аталаннă чухне çĕр çине пленка сарса е сунчăка кутăнла хурса хунавсене силлемелле. Нăрăсене пуçтарса çийĕнчех тĕп тумалла. Ку ĕçе çуркунне ирсерен, сывлăш температури ?12 градуса яхăн чухне тусан аван. Сивĕрех чухне нăрăсем йăрă мар, имшер, лайăх тăкăнаççĕ.

4. Химисĕр тепĕр меслет - пилеш курăкĕн /пижма/ шывĕпе тĕмсене пĕрĕхни. 300 г типĕ курăка 5 л шыва ярса пĕр талăк тытмалла, унтан вĕретмелле, сĕрсе илмелле те пулнă шĕвеке 10 литра çити шыв хушмалла. Çак шĕвекпе пахчари улма-çырла тĕмĕсене пĕрĕхмелле.

5. Чечеке лариччен ИНТА-Вир /1 тÿме - 10 литр шыва/ препаратпа пĕрĕхни аван пулăшать.

6. Хăмла çырли тĕмĕсем хушшинчи тăпрана кĕркунне, пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕ хыççăн чавмалла. Тăпрана тикĕслемелле мар, кĕл е махорка тусанĕ /табак е махорка çулçине типĕтсе авăртса/ сапмалла.

Çак ĕçсене хăмла çырли папки тачкаланса çурăлма хатĕрленнĕ вăхăтра туни çулла хуртсăр çырла астивме май парать.

Ĕлĕкрех улма-çырла тĕмĕсене карбофоспа пĕрĕхме сĕнетчĕç. Вăл питĕ наркăмăшлă. Унпа пĕрĕхсе эпир хамăрăн сывлăха та, çутçанталăка та пысăк сиен тăватпăр. Маларах асăннă меслетсемпе усă курни çителĕклĕ.

Тăшмана лайăх пĕлмелле теççĕ. Кăпшанкă-сăтăрçăсене те пĕлни аван. Вĕсем туна хурчĕ /галлици/, хăмла çырли шăни, вĕтĕ кĕве лĕпĕшĕ, вăрăм сăмсаллă хыт нăрă т.ыт.те. Çаксенчен нумайăшĕпе кĕрешме те маларах çырнă меслетсем витĕмлĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.