Комментари хушас

26 Чÿк, 2015

Асамат кĕперĕ тейĕн тĕнчене

Тăххăрмĕш класри Оля Степановăн тавракурăмĕ тĕрлĕ енлĕ пулнăран пурте унран тĕлĕнеççĕ. Вĕренÿре пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать, тус-юлташĕсене те кирек ăçта пулăшать.

Юрă-ташăпа мĕн пĕчĕкрен туслă. Халь шкулти пĕр уяв та унсăр иртмест. Район, респуб-лика шайĕнчи конкурса хутшăнса пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă.

Кĕнеке вулама чунтан кăмăллать. Час-час тем тĕрлĕ юмах-халаппа, сăвă-калавпа паллашать Оля. Тĕрлĕ алă ĕçĕ тума та ăста. Çапах та чуна çывăххи - ÿкересси.

Пĕрремĕш хут виççĕмĕш класра вĕренекен Настя йăмăкĕн сăнне альбома ÿкерсен пурте тĕлĕнчĕç. Кашниех унăн ĕçне темччен пăхса киленчĕ. Уйрăмах Настьăн савăнăçĕ виçесĕр пулчĕ. Тĕкĕр умне пырса пĕрре хăй çине, тепре альбомри ÿкерчĕке куç илмесĕр пăхрĕ.

- Аппа, епле-ха мана çапла сăнлама пултартăн? Чăн-чăн художникран пĕрре те кая мар иккен эсĕ, - тесе транкки-транкки сиккелерĕ.

- Ним пытармасăр каласан, çын сăнне пĕрремĕш хут ÿкерсе пăхрăм. Ăнăçрĕ. Малашне тата та ытларах тăрăшăп, - хăпартланса палăртрĕ хăй шухăшне те асли.

- Апла, апла... - пĕр самант шухăша путса тăчĕ йăмăкĕ. - Манăн та тăрăшса пăхмалла-ха, тен, пĕр-пĕр япалана чăн пурнăçри пек кăтартма пултаратăп.

...Шкултан киле таврăннă чухне тарăн шухăша путса ерипентерех утрĕ Оля. Малашнехи пурнăç канăçсăрлантарать ăна. «Кăçалхи экзаменсем пăлхантараççĕ. Вĕсене ăнăçлă тытасчĕ-ха. Эх, вун пĕрмĕш класс хыççăнхи патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем вара... чунра паянах канăçсăрлăх çуратаççĕ», - тенĕ самантра такам кăшкăрса ячĕ. Пуçне çĕклерĕ. Ăна хирĕç йăмăкĕ çилрен те хăвăрт чупнине курах кайрĕ.

- Аппа! Аппа! Эпĕ сана паçăртанпах кĕтетĕп! - лăпланаймарĕ вăл.

Туххăмра çитсе тăчĕ Оля умне. Сиккелерĕ, кула-кула калаçрĕ.

- Паян пирĕн уроксем иртерех вĕçленчĕç. Çавăнпа киле маларах çитрĕм. Тÿрех сĕтел хушшине вырнаçрăм. Ÿкерчĕк турăм. Сана кăтартас килчĕ хăвăртрах. Кĕте-кĕте чÿречерен миçе хутчен пăхмарăм-ши? Урама та туха-туха кĕтĕм. Атя-ха хăвăртрах, манăн ĕçе хакласам, - тесе каллех сиккелерĕ, унтан килнелле чупса кайрĕ.

- Йăмăкăм... Юрататăп сана. Çак çĕр çинче эсĕ пуртан телейлĕ эпĕ. Аттепе аннене пире иксĕмĕре çут тĕнче парнеленĕшĕн тем пысăкăш тав, - тесе йăмăкĕ хыççăн васкаса утрĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш районĕ,

Чакаç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.