Комментари хушас

21 Чÿк, 2015

Компьютер качакана та юрлаттарать

Чăваш хĕрарăмĕсенчен пуçлам-ха сăмахăма. Пĕтĕмĕшле илсен, çак çĕр çинче чи маттуррисем, чи хитрисем, чи лайăххисем вĕсем. Ĕçлеме те, савăнма та, юратма та тата каçарма та пĕлеççĕ. Хăйсем ывăннине нихăçан та кăтартмаççĕ, тем пек йывăр пулсан та нăйăлтатмаççĕ, пуç усмаççĕ. Кирлĕ чухне маххă па-маççĕ. Çапла пулмалла та ку саманара. Чăваш хĕрарăмĕсене ăшă сăмах, тимлĕх ытларах кирлĕ, чăннипех те тивĕçлĕ ăна вĕсем. Эпир, арçынсем, этемлĕхĕн черчен çурришĕн ĕçлетпĕр çак çĕр çинче, вĕсемшĕн пурăнатпăр. Ытарайми хĕрарăмсемсĕр çут тĕнче калама çук кичем те пушă пулĕччĕ. Шел те, вĕсен хушшинче уйрăлнисем, пĕчченнисем питĕ нумай. Арçын тивĕçлĕ хаклама пĕлменнипе те çыхăннă пуль ку тесе шухăшлатăп.

Чăваш эстради çинчен те калас кăмăлăм пур. Çук, никама та хурлас килмест манăн. Халь пурте юрлаççĕ, учительсем те, бухгалтерсемпе шоферсем те, политиксем те. Укçа ĕçлесе илес килнипе кăна çыхăнман ку, теприсем питĕ сценăшăн, чапшăн çунаççĕ. Халь компьютерпа темĕн тума та, качакана та юрлама вĕрентме пулать. Вăл та çинçешке сасăпа хитрен мекеклетме пултарать. Юрăçсене "çăлтăр" темелле мар, çăлтăрсем ав каçхине тÿпере çуталаççĕ, эпир пурте ахаль çынсем кăна. Тата халь "вăйлă артист" критерийĕ улшăнчĕ: кам билет сутса пĕр зал халăх пуçтараять - вăл чи маттурри. 350 тенкĕлĕххине 100 тенкĕпе ярăнтарать те, халăх кăптăрт тулса та ларать. Хăй сцена çинче микрофон тытса çăвар карса кăна тăрать. Халăха фонограммăпа улталани пĕртте килĕшÿллĕ мар. Концертра çынсемпе калаçма та, вĕсене çывăх пулма, тепĕр майлă каласан, чунне кĕме пĕлмелле. Хăнана чĕннĕ çынна лайăх сăйламасан, кăмăлне уçмасан тепрехинче ура ярса та пусмĕ. Хăш-пĕр çамрăк кураканпа пачах сăмах хушмасть. Артист хăйĕн патне килнисене хисеплемен пек туйăнать кун пек чухне. Концертăн тĕшши, мĕн калас тени, пулмаллах пуль.

Эстрадăра çĕнĕлĕх кирлех. Хăш-пĕр юлташ чĕрĕ сасăпа юрлама тытăнчĕ юлашки вăхăтра, ку савăнтарать.

Халăх чăмăртанма пуçлани - ырă пулăм. Ниме текенни пĕтмен-ха чăваш хушшинче. Тăван-пĕтенне, кÿрши-аршине укçасăрах пулăшма çÿреççĕ. Пĕр-пĕринчен юлас мар тесе хитререх, чаплăрах пурăнма тăрăшать чăваш.

Сергей КУВШИНОВ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.