Комментари хушас

21 Чÿк, 2015

Йĕркелĕх - çирĕп алăра

Раççей ШĔМĕ «Комсомольская правда» Издательство çурчĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри «Халăх участковăйĕ» конкурс вĕçленчĕ.

Çак конкурсăн республикăра иртнĕ тапхăрĕнче ку ĕçре çулталăк çеç вăй хуракан Александр Боронов çĕнтернĕ.

- «Халăх участковăйĕ» конкурса çак ĕç чăннипех те пĕлтерĕшлине, яваплине çынсене тепĕр хутчен аса илтерме ирттереççĕ. Чăваш Енре шăпах Шупашкар районĕн полици участок уполномоченнăйĕ мала тухни пире савăнтарать. Чылайăшĕ право хуралĕн ĕçченĕсене юратсах каймасть. Районта вара çулсерен 3500 ытла çын йĕркене пăсать. Çапах та тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене çынсем хаклаççĕ, хисеплеççĕ. Çав шутра - Александр Боронова та, - каласа кăтартаççĕ участковăйсен тата çул çитменнисен ĕçне йĕркелесе пыракан уйрăмăн пуçлăхĕпе Андрей Рябовпа унăн заместителĕ Василий Васильев.

Пурне те юраймăн

Александр Леонтьевич Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи йĕркене асăрхаса тăрать. Ку тăрăха 17 ял кĕрет, унта 4500 ытла çын пурăнать.

- Конкурса хутшăннă хыççăн паллакан пулчĕç хăть, - шÿтлесе те чăнласа сăмахлать вăл. - Чылай чухне çынсем полици участок уполномоченнăйне палламаççĕ вĕт.

Кăçал граждансен 290 çăхавне, ыйтăвне пăхса тухнă, административлă правăна пăснă 250 тĕслĕхе тупса палăртнă уполномоченнăй.

- Чылай ыйту, паллах, çемьери хутшăнусемпе çыхăннă: арăмĕпе упăшки хирĕçнĕ, кÿршĕсем тем пайлайман, тăвансем пурлăх уйăрма тытăннă... Пурне те итлемелле, кашнинех ăнланмалла. Тĕрĕслĕх тупмалла. Икĕ çын хирĕçĕвĕнче, паллах, пĕриншĕн усал пулса юлатăн. Кашни çынна юрама çук, - тет Александр Боронов.

 

Шкулти юрату

Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Леонтьевич. Людмила Андреевнăпа Леонтий Дмитриевич ултă ачине мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Кашни ял ачи çĕр ĕçне хисеплесе ÿсет-тĕр. Александр та вăтам шкул пĕтерсен ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Зооинженер пулма ĕмĕтленнĕскере çулталăкран салтака илсе кайнă. Унтан вăл пачах урăх шухăш-кăмăлпа таврăннă. Йĕрке хуралĕнче ĕçлес кăмăлпа вăл Шупашкар районĕн шалти ĕçсен пайĕн патрульпе пост службине вырнаçнă. Унтанпа 16 çул иртнĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта Çурçĕр Кавказра служба командировкисенче ултă хутчен пулнă. Пуçланă ĕçне те пăрахман, вĕçне çитернĕ - ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Унсăр пуçне юридици пĕлĕвĕ те илнĕ.

Темле пулсан та пурнăçри тĕп çитĕнĕвĕ - çемйи тесе палăртать полици капитанĕ. Пĕр ялта çуралса ÿснĕ Наталия Николаевнăна мăшăр тунă вăл. Çамрăксем шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнă. Хĕр йĕкĕте салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Сăмах май, çак эрнере Бороновсем туй кĕрлеттерни шăп та лăп 15 çул çитнĕ. Икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем. Димăпа Сергей 7-мĕшпе 3-мĕш класра вĕренеççĕ. Нелли ача садне çÿрет. Кил хуçи арăмĕ Кÿкеçри 1-мĕш шкулта кĕçĕн классене вĕрентет.

 

Йăла

Пушă вăхăт сахал пулин те, май тупăнсанах ăна ачисемпе ирттерме тăрăшать ашшĕ. Хăйне çывăх çыннисем еплерех ăс парса ÿстернине асра тытса, ашшĕпе амăшне сума суса ывăлĕ-хĕрне те ĕçе юратма, çемье йăлисене тытса пыма вĕрентет.

Леонтий Димитриевич акă çемьен кун кĕнекине çырса пынă. Кайран ку тивĕçе Александра шаннă. Халĕ çемьере, йăхра куллен мĕн пулса иртнине историе хăварас тивĕçе Дима аллине куçарнă. Кунсăр пуçне тепĕр пулăма та йăлана çавăрасшăн Александр Леонтьевич. Ара, ашшĕ шыв ай киммипе ултă çул çÿренĕ. Хăй те службăра тинĕс пехотинче тăнă. Çак йăлана ывăлĕсем те тăсасса чунран шанать ашшĕ.

 

Кун йĕркинче - улшăну

Йĕрке хуралçисемшĕн канмалли кунпа уяв текен ăнлав çукпа пĕрех. Ĕç кунĕ ирхи 8 сехетре пуçланать. Районти шалти ĕçсен пайĕн пĕтĕм коллективĕ пухăнса кун йĕркине палăртать те... ĕç вĕреме пуçлать. Тепĕр чухне шухăшланă пекех иртет вăл, хушăран вара кĕтмен, васкавлăн пурнăçламаллисем çине-çинех сике-сике тухаççĕ. Александр Бороновпа тĕл пулнă куна кăштах та пулин сăнлас тĕллевпе пуçларăм ку сăмаха. Калаçса татăлнă пекех тĕл пултăмăр-ха. Кун йĕркипе килĕшÿллĕн, участковăйпа пĕрле темиçе вырăна çитсе килмеллеччĕ, ялти халăхпа курнăçмаллаччĕ.

Акă, шаннă пекех, хĕрарăмпа тĕл пултăмăр та малтанхи упăшки патне çул тытрăмăр. Арçын арăмĕпе лайăх калаçмасăрах çăхав çырнă иккен. Çурт докуменчĕсене тавăрма ыйтать. Хĕрарăм вара вĕсене, 20 яхăн çул пĕрле пурăнманнине пăхмасăрах, арçын урамра юласран шикленсе, çурта вилнĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ çинчен ачисен ашшĕ çине куçарттарма çеç илнĕ иккен. Ĕçе вĕçне çитермесĕр хутсене тавăрма май килмест паллах. Ĕçкĕç арçын хăй те туман-ха ку ыйтăва - тăванĕсем хистенĕ. Çăхав çырмасăрах вĕçне-хĕрне тухма пулнă-ха та, анчах участковăйăн та хутшăнма тивнĕ.

Малалла палăртнă йĕрпе кайма май килмерĕ. Кун йĕркинче - улшăну. Иртнĕ каç виçĕ каччă пĕр хĕре пусмăрланă. Ăна халĕ судпа медицина экспертизине илсе каймалла. Кĕтсе илмелле те следователь патне çитермелле. Ку ĕнтĕ палăртнă йĕрке пăсăлнине, кун каçа пурнăçлама палăртнине каçа хăварма тивнине пĕлтерет. Апла ĕç каллех çĕрлечченех тăсăлать.

Вăхăта ахаль ирттерес мар тесе Александр Боронов участокри пĕр арçын хушнине пурнăçланине тĕрĕслерĕ. Амăшĕн çĕнĕ упăшки çĕçĕпе кăкăртан чикнĕ ăна. Çавна май судпа медицина экспертизине килме хушнă çамрăка. Çитмен вăл кунта. Халĕ ăна алăран çавăтса илсе килме тивет.

- Йĕркелĕх хуралçисен ĕçĕнче кĕтменлĕх темĕн чухлех. Командировкăсенче те йывăр, хăрушă самантсем пулнă. Анчах пурнăçăма çак ĕçпе çыхăнтарнăшăн нихăçан та ÿкĕнмен, - тет «Халăх участковăйĕ» ĕçне юратнине палăртса.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.