Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă
«Трудовик» агрофирма кантурĕ икĕ хутлă кирпĕч çуртра вырнаçнă. Унччен кĕрлесе ларнă кермен халĕ пушанса юлнă. Пысăкскере хутса ăшăтма тăкаклă, çавăнпа кантур пĕр пÿлĕм кăна йышăнать. «Пĕчĕк йыша çителĕклĕ, - терĕ хуçалăх ертÿçи Сергей Ярчеев. - Кунта ытларах бухгалтер ĕçлет. Манăн вăхăт техника паркĕпе фермăра иртет».
Хакĕ те, тăкакĕ те ÿсет
- Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ. Çулталăк вĕçленнĕ май ĕç-хĕле пĕтĕмлетме те вăхăт-тăр...
- Кăçал сухаласа акнă лаптăксем 1080 гектар йышăнчĕç. Çур акине икĕ эрнерех вĕçлерĕмĕр, анчах çанталăк типĕ тăнипе тухăç чакасран пăшăрхантăмăр. Ĕçлени, тар тăкни сая каять-çке. Турра шĕкĕр, кайран çумăр çусах тăчĕ, калча вăй илчĕ. Гектар пуçне 28,1 центнер тырă тухрĕ, пÿлмене 1569 тонна кĕчĕ. Кĕркунне Вăрнарти элеватора 500 тонна сутрăмăр. Кĕрхисене те палăртнă чухлех, 350 гектар акрăмăр.
- Кăçал «сарă ылтăн» хакĕ тăкака саплаштарма пултарать-и?
- Кĕрхи тата çурхи тулла килограмне 8,91 тенкĕпе сутрăмăр. Халĕ вара 10 тенкĕ те 50 пуспа илеççĕ. Анчах эпир сутмастпăр, Çĕнĕ çул хыççăн хак каллех хăпармалла. Тырă хакĕ аван, çапах тăкак та ÿссе пырать. Акă, кăçал удобрени - 1,5 млн, гербицид 400 пин тенкĕлĕх туяннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ытти тăкак тата? Чĕр таварăн хăй хаклăхĕ те ÿсет. Услам илес тесен вăл 10 тенкĕрен /1 килограмĕ/ кая мар кирлĕ.
- Хуçалăхсенче тырра выльăх-чĕрлĕх витĕр кăларса услам илме тăрăшаççĕ. Сирĕн ку отрасль мĕнле аталанса пырать?
- Мăйракаллă шултра выльăх 300 пуç ытларах, çав шутра сăвăнаканни - 65. Сĕт сутлăха нумай каймасть, куллен 400 литр кăна. Çакă ĕнесен пăрулас вăхăчĕ çывхарнăран вĕсене сума пăрахтарнипе çыхăннă. Чĕр тавара килограмне 20,50 тенкĕпе пайтаçăна сутатпăр. Кăçал фермăна юсаса çĕнетме, ĕçе-хĕле механизацилеме, сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтарма 3 млн тенкĕ тăкаклантăмăр. Сĕт пахалăхĕ лайăхланчĕ, çу хисепĕ, белок та пысăкрах, анчах вăл çав-çавах пĕрремĕш сортпа каять. Паха чĕр тавара пысăкрах хакпа илесси пирки ларусенче калаçни пурнăçа кĕреймерĕ.
Сĕтрен чĕрĕ укçа кĕрет, кулленхи тăкаксене саплаштарса пыма пулăшать. Витере 200 ĕне вырнаçмалла. Хальлĕхе вăл çурма пушă тăрать. Çавăнпа каллех кредит илсе ăратлă тынасем туянасшăн, кĕтĕве ÿстересшĕн. Сахал ĕне усрани тупăшлă мар.
Аш-пăша Вăрнарти аш-какай комбинатне ăсататпăр. Вăл, Етĕрнери заводпа танлаштарсан, 1 килограмне 20 тенкĕ йÿнĕрехпе туянать. Пĕр республикăрах пурăнатпăр темелле, анчах хаксем çĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса тăраççĕ.
- Пĕчĕк йышпах пур ĕçе те мĕнле ĕлкĕрсе пыратăр?
- Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен ытлашши çын кирлĕ мар. Юлашки тапхăрта техника паркне çĕнетрĕмĕр. Унта икĕ çĕнĕ «Агрос» комбайн, ытти машина-трактор хутшăнчĕ. Хамăр çĕршывра кăларнăскерсем ютринчен кая мар: электроника, кондиционер, çитменнине чылай йÿнĕрех. Тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртме çителĕклех вĕсем. Владимир Арсентьев комбайнер çулланнă ĕнтĕ, çапах çĕнĕ техникăна хăвăрт алла илчĕ. Яков Ерилеев çирĕмрен кăна иртнĕ, çавăнпа хаклă «хир карапне» хăра-хăрах шанса патăмăр ăна. Иккĕмĕш çул йĕркеллех ĕçлет, маттур.
Оксана Шагуковăпа Зоя Федорова дояркăсем вара сĕт сăвассипе районта та малта. Оксана 30 çула çитеймен-ха. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Хăрамасăрах фермăна вырнаçрĕ. Сăмах май, икĕ çул каялла республикăри ăмăртура çĕнтерме пултарчĕ. Николайпа Надежда Михайловсем скотниксене, Светлана Королева бухгалтера тата ыттисене ырăпа асăнас килет.
Шел, ял çынни хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнчен сивĕнсе пыни те сисĕнет. Вăй питтисем Мускавра тăрăшаççĕ, арăмĕсем - кил-тĕрĕшре. Вĕсене хуçалăх ĕç-хĕлне явăçтарма йывăр. Çав хушăрах вырнаçас текенсем те пур, анчах вăхăтлăх килекенсем. Шалу илсенех çухалаççĕ. Ун пеккисене пĕлсе çитрĕмĕр, текех йышăнмастпăр. Ĕçченсем хуçалăхрах юлччăр тесен тивĕçлипе тÿлеме тăрăшатпăр. Комбайнерсем, акă, 1 тонна «сарă ылтăн» вырнăшăн 85 тенкĕ укçа тата 1 кг тырă илчĕç. Ялта выльăх-чĕрлĕх усракансемшĕн уйрăмах аван. Хĕрÿ тапхăрта кунне икĕ хут апат тÿлевсĕр çитернĕ.
Çĕр ĕçĕ шурлăх пек
- Сергей Иванович, эсир хуçалăх ертÿçи кăна мар, пайтаçă та. Ял хуçалăхĕнче ĕçе кÿлĕннĕшĕн ÿкĕнместĕр-и?
- 2010 çулта тăван тăрăхри «Трудовик» колхоз арканас патне çитсен пурлăхпа техника базине упраса хăварас, ял çыннисене ĕçсĕр хăварас мар тесе унăн никĕсĕ çинче агрофирма йĕркелерĕмĕр. Колхоз халĕ те хут çинче шутланса тăрать. Унăн йывăр çĕклемĕ пирĕн çине тиенчĕ - хуçалăх парăмне паянхи кун та тÿлесе пыратпăр. Тăван хуçалăх куç умĕнчех арканнине, уй-хире çум курăк пусса илнине мĕнле куçпа пăхăн? Эпир те ял ачисемех, çак çĕр çинче çитĕннĕ.
Эпĕ унччен те пайтаçăра тăрăшнă. Лава халĕ те туртатăп: йывăç касатăп, суту-илÿпе аппаланатăп. Анчах тупăшăн пысăк пайĕ хуçалăха аталантарма каять. Агрофирма кĕсьене пушатсах тăрать темелле. Çĕр ĕçĕпе кам пуйнă? Халĕ иртнине каялла тавăрас пулсан вунă хут ларса шутлăттăм: мана çĕр ĕçĕ кирлех-ши? Шел, каснă чĕлле çыпăçтараймăн, малаллах талпăнмалла.
Кредитсем пысăк, 2021-мĕш çулчченех хуçалăх ал-урана çыхрĕ. Ăратлă тынасем туянма каллех парăма кĕрсен вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Ял хуçалăхне, çĕр ĕçне пĕрре пуçа чиксен тухса пĕтейместĕн, вăл шурлăх пекех. Пĕр канăç та, канлĕх те çук. Кашни кун ирхине 4 сехетрен ура çинче, сĕм çĕрле кăна киле таврăнатăп. Çуркунне уй-хирте симĕс калча ешернĕ, выльăх-чĕрлĕх кĕтĕве тухнă чухне чун савăнать, ĕшĕнни те иртет.
- Ял хуçалăхĕнче патшалăх пулăшăвне, ют çĕршывран чĕр тавар турттарма чарнин витĕмне туятăр-и?
- Патшалăх кредитăн процент ставкине çуррине яхăн саплаштарма пулăшать. Халĕ фермăна çĕнетнĕшĕн субсиди илме документсем тăратрăмăр. Ытти пулăшу та пур-ха, çапах çителĕксĕр. Пĕр гектар çĕр сухаласа акма 200 тенкĕ тивет. Германире фермерсене 300 евро параççĕ. Пире те çаплах пулăшсан нимĕнле субсиди кирлĕ мар.
Ют çĕршывран апат-çимĕç, ытти тавар турттарма чарнă май рынокра вырăнти продукци валли çул уçăласса, чĕр тавар хакĕ хăпарасса кĕтни те кăлăхах пулчĕ. Пирĕншĕн лару-тăру улшăнманпа пĕрех. Хаксем те хресчене ытлă-çитлĕ пурăнма мар, унăн кĕсйине ытларах пушатма тытăнчĕç. Ака-суха ирттерме икĕ-виçĕ хут хакланчĕ. Юхăннă хуçалăха туртса кăларас тесен хăвăн ура çинче çирĕп тăмалла, кĕсье те хулăн пулмалла.
Лариса Никитина.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.