Комментари хушас

Пĕрремĕш меслет. Пуш уйăхĕн­че, сад-пахчара юр выртнă чухнех пĕр-пĕр çимĕç акмалли йăран вырăнне палăртăр. Çĕр хăвăрт ăшăнма çав вырăна пленкăпа витĕр. Ака уйăхĕнче çав вырăнти çĕре кĕреçе тарăнăш хускатса чĕрĕ тислĕк хурăр, тăпрапа хуплăр.

Йăрана кĕрен марганцовка шĕвекĕпе шăварăр та каллех пленкăпа витĕр. Тепĕр икĕ кунран сухан лартма пултаратăр. Сухан тымарĕ сивĕрех температурăра ла­йăх аталанать, çавăнпа та ăна сулхăн, нÿрĕ тăпрана лартсан вăл хăвăрт тымар ярать. Тепĕр эрнерен тислĕк вĕриленме пуçлать те сухан тымарĕсене ăшăтнă май ÿсен-тăранăн çулçисем хăвăрт çитĕнме тытăнаççĕ.

Иккĕмĕш меслет. Йăран йĕри-тавра хăмасенчен хăйне евĕр «карта» вырнаçтарăр. Йăран тĕпне 20 см хулăнăш çырма хăйăрĕ, унтан 15 см хулăнăш пулăхлă тăпра сарăр. Çакăн пек хăйăр «минтерĕ» тăпрана лайăхрах ăшăнма май парать. Кĕркунне çак йăран çине компост хывмалла.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче – ака уйăхĕн пуçламăшĕнче юр çийĕнех çак лаптăка кĕлпе хутăштарнă торф сапăр. Çакăн пек тĕксĕм «утиял» айĕнче юр хăвăрт ирĕлме тытăнать. Çав лаптăка вĕри шывпа шăварăр та хура полиэтилен пленкăпа хуплăр.

Тăпра 15 см тарăнăш ăшăнсан йăранăн кашни метрне 2-шер апат кашăкĕ хутăш / комплекслă/ минерал удобренийĕ хывсан аван. Унтан лаптăка кăпкалатăр, вĕри кĕрен марганцовка шĕвекĕпе шăварăр, çиелтен пленкăпа хуплăр. Ăна пахча çимĕçсене акичченех тытма юрать.

Ир пулакан культурăсене – редис, салат, шпинат, çулçăлăх сухана – ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен акма-лартма юрать.

Çакăн пек меслетпе хатĕрленĕ йăран çинчех нумай çул ÿсекен культурăсем те - шнитт-сухан, ревень, кăшкар ути, хир ыхри /черемша/ - аван ÿсеççĕ. Лаптăка лайăхрах ăшăтма йăрана пĕкĕ пек авăнчăк пăралуксемпе тĕревлеме, çиелтен пленкăпа хуплама юрать. Анчах нумайлăха мар. Çимĕçсем 10-15 кунран хăвăрт ÿсме тытăнаççĕ. Çапла майпа эсир ака уйăхĕн иккĕмĕш çурринче ешĕл çимĕçсемлĕ пулатăр.

Виççĕмĕш меслет. Ир пулакан ешĕл çимĕçсене эсир теплицăра, унта помидор, пăрăç е хăяр акса-лартиччен ÿстерме пултаратăр. Кунта ир пулакан салат, шпинат, пекин купăсти туса илме пулать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.