Пĕр-пĕрне хÿтĕлеççĕ
Иртнĕ кăларăмсенче эпир пахча çимĕçсен пусă çаврăнăшĕсем, хăш культурăсем пĕр-пĕрне «килĕштерни» е «килĕштерменни» çинчен çырнăччĕ. Паян хăш ÿсен-тăран теприне мĕнле чир-чĕртен хÿтĕлени çинче чарăнса тăратпăр.
Ыхра - томата /фитофторăран/, купăстана, йÿç кăшмана /хĕреслĕ чечеклĕ культăрăсен пыйтисенчен/, розăна, тюльпана, гладиолуса /тĕрлĕ чир-чĕртен/.
Ыраш - çĕр улмине /çĕр улми нематодинчен* кĕркунне аксан тăпрана çĕнелме пулăшать/.
Помидор – смородинăна, купăстана /пыйтăран, пилильщикрен, çулçă кăшлакан хуртсенчен/.
Хура упа паланĕ /бузина черная/ - хура хурлăхана, крыжовнике, улмуççине /сăвăсран, огневкăран, пан улми хуртĕнчен/*
Хĕрлĕ упа паланĕ - улмуççине /çимĕç хуртĕнчен, шăнасенчен, шăшисенчен/.
Сельдерей - купăстана /ÿсен-тăран пыйтинчен, купăста хуртĕнчен/.
Календула - сухана, тюльпана, гладиолуса, пиона, çырла тĕмĕсене /нематодăран, фузариозран, пыйтăран, хăмла çырли шăнинчен, çулçă çиекен хуртсенчен/.
Сухан - кишĕр /пĕр-пĕрне шăнаран хÿтĕлеççĕ/.
Настурци - купăстана /купăста хуртĕнчен/, пиона /вируслă тата кăмпа чирĕсенчен/.
Редис - салат /пĕр-пĕрне хÿтĕлеççĕ/.
Ыхрапа сухан - çĕр çырлине /çĕрĕк чирĕсенчен* çĕр улмине упранă вăхăтра пулăшаççĕ/, розăна, тюльпана, гладиолуса /тĕрлĕ чиртен/.
Çĕмĕрт - çĕр улмине / фитофторăран /.
Бархатец - çĕр çырлине, томата /нематодăран/, розăна, тюльпана, гладиолуса /тĕрлĕ чир-чĕртен/.
Дельфиниум - пур пахча çимĕçе те /тĕрлĕ чир-чĕртен/.
Çĕр улми - нимĕç пăрçине, фасоле, купăстана /купăста хуртĕнчен, кĕверен, пыйтăран, сăвăсран/.
Пилеш курăкĕ /пижма/ - улмуççине /тĕрлĕ сăтăрçăран/.
Йÿç кăшман - хăяра, томата /сăвăсран/.
Ырă шăршăллă табак - купăстана, сухана /шăнаран/.
Укроп - купăстана /купăста пăрçинчен/.
Шурă фасоль - çĕр улмине /колорадо нăрринчен/.
Хĕрен - купăстана,çарăка, йÿç кăшмана /тымар çĕрĕкĕнчен/.
Салтак тÿми курăкĕ /ромашка аптечная/ - шпината /тĕрлĕ сăтăрçăран/.