Ялан кулакансем нумай пурăнаççĕ
Катя пур çĕрте ялан хаваслă. «Сăмахне ăçтан тупать-ши?» - тĕлĕнеççĕ юлташĕсем ăна итленĕ май вар хытиччен кулса. Шÿт туйăмĕ питĕ пысăк пулнăран-ши, сăмахшăн кивçене кайман хĕр ача нихăçан та тунсăхлама памасть.
«Ялан кулакансем нумай пурăнаççĕ, эсĕ кун пек хаваслăхпа часах вилĕмсĕр пулса тăрăн ĕнтĕ», - тенĕччĕ ăна Оля тусĕ шÿт- ле-шÿтле. Тен, чăнах та çапла пулĕ/
Класра староста çумĕн тивĕçне пурнăçлакан Катя Андреева - вĕренÿре малта пыракансенчен пĕри. «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер сăнарлă ÿнер предметне кăмăллать, мĕншĕн тесен вăл пĕр-пĕр мультфильмри сăнарсене ÿкерме юратать. Геометри урокне те кăмăллать, ара унта тăваткал е çавракăш, е ытти фигура тăвасси каллех кăранташпа ĕçлеме ыйтать-çке.
«Хитре ÿкерекен тĕрлеме те ăста», - теççĕ. Катя пирки те çавнах калас килет. Хăйĕн ĕçĕсенчен ăна «Гав кушак çурипе» «Чăх чĕппи» ытларах килĕшеççĕ. Çуллахи каникула та вăл, кил таврашĕн- чи ĕçсене шута илмесен, тĕрлесех ирттерет. Маттур хĕр ача çыхма та юратать. Юлташĕсене парнелеме вăл виçĕ «кĕл чечек» хатĕрленĕ.
Вуланине чун апачĕ вырăнне хуракан Катя вырăс литератури урокне чăтăмсăр кĕтет, мĕншĕн тесен Ираида Леонидовна Евсеева вĕрентекен кашни хайлава сÿт-се явнă май пурнăçран та тĕслĕх илсе кăтартать-çке, ăс парса каланă сăмахĕ-сем вара чĕре çумнех çыпăçса лараççĕ.
Нимĕнле лару-тăрура та çухалса кайман хĕр ача шкула кайичченех çаврăнăçулăхĕпе палăрнă. Эльвира аппăшĕн портфельне ухтарса кĕнеки-тетрадьне «тĕрĕслесех» тăнă вăл. Тепĕр чухне хăйне чăн-чăн шкул ачи пек кăтартас тесе хут çине çырам пекки тунă та аппăшне кăтартма васканă. Сас паллисем вырăнне темĕн чĕрсе хунă çеç пулин те пĕр тăванĕ хĕр ачана ятламан, тăрăшулăхне кура вылямалла пек мар, чăнласах вулама-çырма вĕрентме хăтланнă.
Катя чĕр чунсене питĕ юратать. Çавăнпах ветеринар пулас ĕмĕтпе пурăнать. Анчах пĕрмаях кама та пулин евĕрлесе выляса кăтартнăран ăна юлташĕсем актриса пулма сĕнеççĕ. Катьăн хăйĕн те шухăш пур-ха. Малашлăхра мĕнле килсе тухĕ - пурнăç кăтартса парĕ.
Лариса ПЕТРОВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Çĕн Атикасси шкулĕ.