Садиксем пур? Шкулсем кирлĕ
Чăваш Ен çĕнĕ вĕренÿ заведенийĕсем тăвас ĕçе кÿлĕнет
Министрсен Кабинечĕн юн кунхи ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр кун маларах Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцире сÿтсе явнă темăна çĕклерĕ. Сăмах çĕнĕ шкулсем тума пуçласси пирки пырать.
Умра - пысăк тĕллев
Владимир Путин Президент пуçарнипе шкулчченхи вĕренÿ заведенийĕсем тумалли программăна патшалăх ăнăçлă пурнăçланă. Паян çĕршывра 3-7 çулсенчи мĕн пур ачана садиксенчи вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре çулталăк вĕçлениччен тата темиçе ача садне хута ярассине палăртрĕ. Çапла вара муниципалитетсен 60: çулталăк çурă тултарнă ачасене те садиксене йышăнать. «Анчах паян садиксене çÿрекенсем кĕçех шкула кайĕç. Çĕнĕ йышши ача сачĕсем хыççăн кивĕ шкулсене килĕç те - «ăçта лекрĕмĕр?» тесе шутласа илĕç. Çавăнпа та çĕнĕ шкулсем тумалла, кивелнисене çĕнетмелле», - терĕ Михаил Васильевич.
Кăçал кăна республикăра 14 пине яхăн ача 1-мĕш класа кайнă. Çак йыш çуллен пысăкланса пырĕ. Чăваш Енре, уйрăмах хуласенче ачасен самай пысăк йышĕ икĕ сменăпа вĕренет. «Япăх», - терĕ кун пирки ЧР Пуçлăхĕ. Раççейре вара вĕренĕве виçĕ сменăпа йĕркелекен регионсем те пур - «питĕ япăх». Çавăнпах, Дмитрий Медведев калашле, «патшалăх питĕ пысăк программăна пурнăçлама тытăнать». «Садиксемпе çыхăннă программăна палăртнă чухне те ăна пурнăçлас тĕлĕшпе иккĕленекенсем пурччĕ. Пурнăçларăмăр. Шкулсем тумалли программăпа та çине тăрса ĕçлемелле», - пусăм туса палăртрĕ Михаил Васильевич. Вунă çуллăх программа валли патшалăх 3 трлн тенке яхăн уйăрать. Çав шутра 2 трлн - федераци бюджетĕнчен, ыттине регионсен хыснинчен тата вырăнсенчи бюджетсенчен уйăрмалла.
Малтанхи тапхăрта - 2020 çул тĕлне - пуçламăш тата 10-11-мĕш классене пĕр сменăпа вĕрентессине тивĕçтермелле. 21-25-мĕш çулсенче вара 5-9 классем те çак йĕрке çине куçмалла. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - сăмах мĕн пур ачана çĕнĕ шкула куçарасси пирки пымасть, анчах кивелнĕ шкулсене те паянхи стандартсемпе килĕшÿллĕн юсаса çĕнетмелле. Çавна май паха материалсемпе усă курмалла. Вăл Совет Союзĕ вăхăтĕнче пирĕн тăрăхра çĕршывăн кăнтăр регионĕсем валли хатĕрленĕ проектсемпе шкулсем çĕкленĕ тĕслĕхсем пулнине аса илтерчĕ - унашкаллинчен сыхланмалла. Тепĕр тесен типлă проектсене çĕршыв шайĕнчех хатĕрлеççĕ - пире тивĕçтерекеннине суйламалла. Унашкал проектсем хамăрăн та пур - тен, вĕсем вырăнлă пулĕç. Михаил Васильевич Чăваш Енри шкулсен 14: ăшă туалетсем тата вĕри шыв çуккине те аса илтерчĕ - «намăс!» Çак ыйтăва виçĕ çулта татса памаллине асăрхаттарчĕ. Классенчи ачасен йышĕ пирки те сăмах пулчĕ. Асăннă видеоконференцире Дмитрий Медведев хăй 40 ачаллă класра вĕренни çинчен каланă-мĕн. Паллах, ку нумай, Михаил Васильевич шучĕпе, норма 25-35 ача пулмалла.
- Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче çынсемпе тĕл пулнă май эпĕ 30 шкул тăвасси е çĕнетесси пирки каланăччĕ. Ку - минимум. Ялсенче те, хуласенче те шкулсем кирлĕ. Çак ĕçе эпир чарса лартман, çуллен 1-2 шкул хута янă. Халĕ Комсомольски районĕнчи Чăваш Элпуç ялĕнче шкул çĕкленет, строительство ĕçĕсен çуррине пурнăçланă ĕнтĕ. Хуласенче çĕнĕ микрорайонсенче шкулсем кирлĕ, - темăна пĕтĕмлетрĕ республика ертÿçи.
Ĕçлекене - хисеп
Ларăвăн кун йĕркинче темиçе саккуна улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Чылай çĕнĕлĕх калаçтармарĕ, çапах хăшпĕр саманта Михаил Игнатьев уçăмлатма ыйтрĕ. Сăмахран, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтересси. Строймин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов судсем тавăçсене тишкернине кура кăçал кăна тата 63 ветерана хваттерпе тивĕçтермеллисен шутне кĕртни çинчен каланă май Михаил Васильевич ку енĕпе уйăракан миллиардсем вĕçĕмсĕр хушăнса пынине кура «çÿлте» укçа уйăрассине вĕçлес шухăш пурри пирки асăрхаттарчĕ, çавăнпа та çулталăк вĕçлениччен хваттер памаллисене федераци шайĕнчи списока кĕртсе хăварма тăрăшмалла.
2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитетне туса хума йышăнчĕç. Михаил Васильевич çак пуçарăва ĕç çыннисем хавхаланса йышăнни çинчен каланă май ĕçе, ĕçчен çынна хисеплекен, Совет Союзĕнчех пулнă ырă девизсемпе слогансене тавăрма сĕнчĕ. «Йÿнĕрех туянса хаклăрах сутмалли вăхăт вĕçленчĕ. Паян производствăра ĕçлекен, паха пулăшу ĕçĕсем кÿрекен çын хисепре пулмалла. Хальлĕхе вара республикăра 100 пин ытла çын хăйĕн тупăшĕ пирки нимĕнле отчет та тумасть, налук тÿлемест...» - терĕ вăл.
Ларура строительство обћекчĕсемпе çыхăннă ĕç-пуçа та тишкерчĕç. Федераци бюджетĕнчен республикăна килекен субсидие валеçесси çинчен сăмах пуçарнă май Шупашкарти Эгер бульварĕнче тăвакан физкультурăпа сывлăх комплексĕпе çыхăннă лару-тăрупа Михаил Игнатьев пайăррăн кăсăкланчĕ. Спорт министрĕ Сергей Шелтуков ăна çулталăк вĕçĕнче хута яма палăртни çинчен каларĕ. Тĕп хула администрацийĕн ларăва хутшăннă представителĕн сăмахĕ вара ку енĕпе иккĕленÿ çуратрĕ. Обћектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 143 млн тенкĕ. Федераци тата хула бюджечĕсенчен хальлĕхе пĕтĕмпе те 53 млн тенкĕ кăна куçарнă. Подрядчик, чăнах та, ĕçсене çĕнĕ çулччен вĕçлеме хатĕр, анчах - укçа куçарсан. Мэри республика пулăшасса шанни куçкĕрет. Çакна ăнланнă май Михаил Васильевич хăйĕн шухăшне уçăмлăн палăртрĕ: «Хулан хăйĕн майĕсем пысăк: çĕр лаптăкĕсене сутнă, пурлăхпа усă курнă май пысăкрах тупăш илме тăрăшмалла. Ку енĕпе ĕçлетĕр-ха, апла пулин те çак ĕç мана тивĕçтермест». Çапах ФОКа хута ямашкăн республика енчен пулăшас кăмăллине те палăртрĕ.
Укçа шута юратать
Çул-йĕр тăвас енĕпе кăмăлсăрлăх пуррине те пытармарĕ. Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов ялсенчи çулсен строительстви çинчен каланă май ЧР Пуçлăхĕ строительство ĕçĕсен пахалăхĕпе кăсăкланчĕ. Министр 19 обћект тĕлĕшпе «Чăвашавтодорпа» тунă килĕшÿсене пăрахăçлас енĕпе ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Михаил Васильевича ку тивĕçтермерĕ, вăл хăшпĕр организаци туман ĕçсене пурнăçланă пек кăтартса укçа илме тăнă тĕслĕхсене асăнма ыйтрĕ. Министр çав-çавах компанисен пайăр ячĕсене асăнманнине кура асăрхаттарчĕ: «Çул-йĕр строительствин сферинче ултав мелĕсем чылай: сăмахран, хаклăрах инертлă материалсем вырăнне йÿнĕреххипе усă кураççĕ. Хăшĕсем хака пĕчĕклетсе ярса конкурссенче çĕнтереççĕ, çав вăхăтрах хăйсен нимĕн те çук - техники те, ытти те... Иккĕленÿллĕ тĕслĕхсенче укçа куçармасса пултаратăр - сирĕн çавăн пек ирĕк пур. Куçарсан вара укçа пĕр кунлăх фирмăсене кайĕ те - кайран вĕçне-хĕрне тупаймăпăр».
Тепĕр асăрхаттару та укçапах сăлтавланчĕ. Патшалăхăн çурт-йĕр фончĕн ыйтăвне сÿтсе явнă май Михаил Васильевич пирĕн çак фондра миçе хваттер пулни пирки ыйтрĕ. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов татăклăн пĕлтерчĕ - 1986. «Эсир мĕн пур çурта шута илместĕр-им?» - ыйту çуралчĕ Михаил Васильевичăн. Герасимов та, Пурлăх комитечĕн ертÿçи Наталья Тимофеева та урăх цифра асăнайманнине кура çаплах каларĕ: «Капла ĕçлеме юрамасть! Кун вĕçлениччен мана тулли те тĕплĕ справка хатĕрлесе парăр». Патшалăх çурт-йĕрĕ тĕлĕшпе çапла «чăкăлтăш» пулни вара ăнсăртран мар. Михаил Васильевич фондри хăшпĕр çурта хута янăранпа кĕçех 10 çул çитессине аса илтерчĕ, çавна май вĕсенче пурăнакансем хăйсем йышăнакан хваттерсене юсамашкăн ыйтĕç. «Юсама вара укçа çук, - пытармарĕ Михаил Игнатьев. - Эппин, çав хваттерсене вĕсенче пурăнакансене сутма тăрăшмалла».
Николай КОНОВАЛОВ