Пĕрлĕхре, туслăхра – вăй
2005 çултанпа Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Шупашкарта Хĕрлĕ лапамра çакна халалласа йĕркеленĕ митинга 10 000 ытла çын хутшăннă. Малтанласа палăртнă тăрăх - мероприятие 5000 çын пуçтарăнасса кĕтнĕ. Унăн йышĕ икĕ хут ытла пысăк пулни чăваш халăхĕ чăннипех пĕрлĕхлĕ те туслине çирĕплетет.
Паллах, хуйхă-суйхăра та вăл инкеке лекнисемпе пĕрле. Çакна шута илсе митинг Египетри авиакатастрофăра пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисене асăнса шăп тăнипе пуçланнă.
Хальхи вăхăтра хăш-пĕр çĕршыв Раççей халăхĕн пĕрлĕхне йĕркерен кăларма хăтланнине пытармалла мар. Çакна кура нацисем хушшинчи килĕшÿлĕх ыйтăвне Чăваш Ен правительстви сăнасах тăрать. "Пирĕн халăх культурипе историйĕн тымарĕ çав тери тарăн. Çакна пĕлнĕрен ĕмĕрсем хушшинчи историрен эпир вăй-хал, ăс илсе тăратпăр, ку пирĕн территорие тавлашу-хирĕçÿрен хÿтĕлеме пулăшать. Республикăри кашни наци пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăр тесе меллĕ, хăтлă услови туса пама тăрăшатпăр. Çакăнта пирĕн ырă вăй палăрса тăрать те", - пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне чун ыйтнипе пуçтарăннă тĕрлĕ юхăм, парти çыннисене, ĕç коллективĕсене, инçетрен çитнĕ хăнасене Шупашкар хулинчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ирина Клементьева, Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пыракан Виктор Горбунов, республикăри çамрăксен правительствин культура министрĕ Иван Сидоров, "Трактор завочĕсем" концернри Ветерансен канашĕн ертÿçи Иван Долгушин тата ыттисем саламланă.
Çирĕп пĕрлĕхе аркатаймăн. Унра - вăй. Крым, Севастополь пĕр шухăшлă пулса Раççей çемйине кĕни ăна пушшех те тĕреклетрĕ. Истори кăтартăвĕ тăрăх - йывăрлăхра халăх пĕтĕçме тăрăшать, çавăнпа тăшман ăна çĕнтереймест.
Çакна палăртса Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче митингсăр пуçне республикăра ытти пĕлтерĕшлĕ мероприяти те иртнĕ. Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раççейре "Пире кунта лайăх" ятпа флешмоб акцийĕ пуçланнă. Тăван çĕршыва юратакансем ?патриотсем% ăна çак юн кун иртнĕ уява халалланă. Чăваш Ен çамрăкĕсем ку пуçарăва ырласа унта ытти регионтан маларах хутшăннă.
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх - Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Çавăнпа çак кун Шупашкарта, Канашра, ытти районта халăх хĕреспе çул çÿреве тухнă.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Раççей халăхĕн пĕрлехи çемйи" ятпа республикăри наци культурисен II фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă, республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхăн ал ĕçĕпе, наци тумĕпе, апат-çимĕçĕпе паллашнă. Ку мероприятие 1000 ытла çын çитсе курнă, уяв концертĕнче 17 коллектив хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарнă.
Чăваш Енре нацисем хушшинчи килĕшÿлĕхе çирĕплетнĕшĕн тата общество ĕçĕнче хастар пулнăшăн Михаил Игнатьев Чăваш наци конгресĕн членне Эдуард Бахмисова, Чăваш Республикинчи Вырăс культура центрĕн ертÿçин çумне Вероника Исаевăна, Мордва культура центрĕн председательне Владимир Седойкина, республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн тĕп организацийĕн ертÿçине Мансур Хайбуллова тав тунă.
Чăваш Енри художество пултарулăх коллективĕсем Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа Раççейĕн тĕрлĕ хулинче йĕркеленĕ мероприятисене те хастар хутшăннă. Чăваш сăмахĕ, юрри-ташши çак кун Мускавра та янăранă.
Ирина ПАВЛОВА.