Комментари хушас

6 Чÿк, 2015

Пурте - хамăрăн, е Чун ăшшине пепкене парнелени - телей

Вырăс халăхĕн "Теремок" юмахне чылай ача саспалли паллама пуçличченех илтет. Эсир те, вулакансем, унăн сюжетне астăватăрах. Çĕрпÿре пурăнакан Львовсен ултă ачаллă çемйине 2015 çулта республикăри "Çемье вучахĕ" конкурса хутшăнма сĕнсен вĕсем тÿрех çав юмаха пуçа илнĕ те - хăйсен "Теремокне" хайланă. Ача усрава илнĕ çемьесен пултарулăх ăмăртăвĕнче çапла пĕрремĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ çемьен ăмăртăвăн малаллахи тапхăрĕсене Раççей тĕп хулине çитсе хутшăнмалла. Унччен вара - куçăн мар майпа иртекен тура /унта 85 регионти çĕнтерÿçĕрен чи пултаруллă 15 çемьене суйласа илеççĕ/. Львовсем ăна ăнăçлă иртсе финала лекеççĕ. Часах Мускавран конкурс йĕркелÿçисем шăнкăравлаççĕ. Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Мускав çывăхĕнчи сывлăха çирĕплетмелли "Десна" комплексра Ача усрава илнĕ çемьесен Ассамблейин пĕтĕм Раççейри илемлĕ пултарулăх конкурсĕ уçăлать. Унта ирттернĕ эрне пурнăçăн нихăçан манăçми тапхăрĕ пуласса халĕ ĕнтĕ Львовсем çирĕппĕн ĕнентереççĕ.

Пур çавăн пек çемье

Татьянăпа Александр Сĕнтĕрвăрри хулинче юнашар çуртсенче çуралса ÿснĕ. Пĕр шкулах сукмак такăрлатнă. Саша салтакран таврăниччен çапах та пĕр-пĕрне нихăçан та асăрхаман-мĕн. Каччăпа хĕр Татьянăн хĕр тусĕ патĕнче паллашаççĕ. Туслашма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрмен Таньăн амăшĕ кăмăлне кайнă йĕкĕте çуралнă кунне йыхравланă. Хăйне килĕшекен хĕрĕн тăванĕсемпе çывăхрах паллашма меллĕ самант пулнă ку Александршăн. Çакăн хыççăн вăхăт нумая та тăсăлман - юратакан икĕ чĕре пĕр тĕвве çыхăннă. Акă ĕнтĕ чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Львовсен çемйи çуралнăранпа 20 çул çитет.

Пĕрремĕш кайăк çемьене килни - мăшăршăн асамлă кун. Çут тĕнчене килме васканă хĕр пĕрчи çичĕ уйăх çитсенех сас панă. Юля ят панă ăна. Асламăшĕпе кукамăшĕшĕн ытарайми мăнук пулса тăнă вăл.

Юльăн кашни пĕчĕк çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртекен ашшĕпе амăшĕ хăйсен хĕрĕ валли юлташ шырама шухăш тытнă. Вăл тăваттăра чухне çакăн пек ыйтупа Шупашкарти "Малютка" ача çуртне çитнĕ Львовсем. Тĕп хулари Ленин районĕнчи ачалăха хÿтĕлекен пай ертÿçи Раиса Тищенко çамрăк ашшĕ-амăшне тин кăна çуралнă ачана усрава илсен вăл тата çывăхрах, хăйсем çуратнă пекех пуласси пирки каланă. Асăрханса кăна мăшăр умне темиçе сăнÿкерчĕк кăларса хунă. Пĕрин çинче сăнланнă виçĕ-тăватă кунри пепке Татьянăна темпе тыткăнланă - унăн çав хÿтлĕхсĕр пĕчĕк чуна часрах курас килнĕ. Тин кăна çут тĕнчене килнĕскере амăшĕ ача çуратмалли çуртрах хăварнă-мĕн. Малалла унăн шăпи мĕнле йĕркеленме пултарнине ăнкарса илме йывăр мар. Пысăк чĕреллĕ Львовсем пĕчĕк те хÿтлĕхсĕр пепкене тăван тĕпренчĕкĕ вырăнне хурса хăйсен йышне илмен пулсан...

- Ху аçупа аннÿн тăван ачи маррине пĕлме йывăр пулчĕ-и? - хăю çитерсе ыйтрăм 15 çулти сарă çÿçлĕ, йăрăс пÿллĕ хитре хĕрачаран /сăнĕпе Аня ашшĕне хывнă тейĕн/.

- Пĕлетĕр-и, мана çакăн çинчен ятарласа никам та каламан. Пĕррехинче, пĕчĕк чухне, конкурса хутшăнма хатĕрленĕччĕ те - ман хушамат Юльăнни пек марри куçа тăрăнчĕ. Çапла ыйту çуралчĕ. Анчах аслисен куçĕнче ку темăна аталантарас килменни сисĕнчĕ. Хама аттепе аннен кăна пек курма хăнăхни мана йывăр шухăшсен авăрне путма памарĕ. Урамра курсан та чылайăшĕ атте пек теççĕ - эппин, çак çемьене эпĕ ахальтен лекмен, - терĕ лăпкăн Аня.

Улттăрах шкула кайнăскер вуннăмĕш класра вĕренет халĕ. Кирек хăш енĕпе те яланах Юльăран тĕслĕх илсе пырать. Аппăшĕ пекех вокал студине çÿрет. Шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ Юля малашнехи çулне те юрлассипех çыхăнтарма тĕв тунă - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ искусствăсен факультетĕнче иккĕмĕш курсра ăс пухать. Кăçалтан вара пултаруллă хĕр хăйĕн тăван аслă шкулĕнчех тепĕр специальноçа та вĕренсе пыма пуçланă: журналистика вăрттăнлăхĕсене алла илесшĕн. Хальхи вăхăтра "пиллĕксемпе" кăна вĕренсе пыракан Аня вара пулас професси пирки кăсăклансан: "Манăн суйламалăх тата çулталăк çурă пур-ха. Кирек темле пулсан та юрласси хобби шайĕнче кăна юлĕ", - терĕ йăл кулса. Урăх хулана вĕренме каймасса çапах та систерчĕ: ашшĕпе амăшĕнчен, аппăшĕпе йăмăкĕсенчен, шăллĕсенчен нумайлăха уйрăласси уншăн катастрофăпа танах тени вăл çак çемьен уйрăлми пайĕ пулнине нимĕнле тĕслĕхрен лайăх ĕнентерчĕ.

Миша, Яша, Маша, Даша...малалли пулатех!

2002 çулта Львовсем Çĕрпÿ хулине куçаççĕ. Хваттер тара илсе пурăнаççĕ. Кĕçех йăха малалла тăсаканĕ - Миша - çуралать. Йыш хушăннă май çемье ипотекăпа усă курса хăйсене ятăн çурт хăтлама пикенет. Патшалăх организацийĕсенче ĕçлесе илекен укçапа строительство ĕçĕсене кал-кал пурнăçлама май килмест, паллах. Çапла кил хуçисем предприниматель ĕçне пуçăнасси пирки шухăшласа илеççĕ.

ЕКАТЕРИНБУРГРАН ИЛСЕ КИЛНĔ ХĔРАЧАСЕНЕ ЙЫШĂННĂ ÇЕМЬЕ ÇУЛТАЛĂК ÇУРĂ НИМĔНЛЕ ПОСОБИ ТЕ ИЛМЕН

- Çĕрпÿ ярмăркки еплерех савăнăçлă иртнине пĕлетĕр ĕнтĕ. Сăмах май, пирĕн çемьен чи юратнă та кĕтнĕ пулăмĕсенчен пĕри вăл, - терĕ уççăн калаçса ларнă май Татьяна. - Эпĕ шкулта вĕрентекенре ĕçлеттĕм. Пĕррехинче ярмăрккăра енчĕкри чи юлашки укçапа тенĕ пек Юльăпа Аньăна батутпа ярăнтартăм. Пĕчĕкскерсен кăмăлне тивĕçтерес тесе пĕр сехет çав аттракцион патĕнче черетре тăтăм. Ку самант чылайччен асăмран тухмарĕ. Батут хамăрăн туянма май тупмалли çинчен шухăшлама тытăнтăм. Çакăн çинчен мăшăрпа сăмах хускатрăм, - аса илчĕ çемье ăшшине упрассишĕн темĕн тума хатĕр Татьяна.

Малалла ĕç-пуç пыл та çу явăнса пынă тесе шутлатăн-тăк, вулаканăм - йăнăшатăн. Чăрмавсăр, йывăрлăхсемсĕр пулать-и вара ĕçе пуçăннă чухне? Вĕсене чăтса ирттерме пултарсан кăна çитĕнÿ хăйĕн çинчен пĕлме паратех. Çĕрпÿри йышлă çемьере те çаплах килсе тухать. Кĕçех Львовсем хăйсем хăтланă икĕ хутлă кирпĕч çуртра пурăнма тытăнаççĕ. Унта пурăнма тытăнсан /"Теремока" аса илĕр/ йăх тăсакан тепĕр "кайăк" - Яша - çут тĕнчене килет.

Икĕ хутлă хăтлă çуртра икĕ хĕрпе икĕ ывăл чĕвĕлтетеççĕ. Тата мĕн кирлĕ тулли телей валли? Ахăртнех, чылайăшĕ кун пек йыш çинчен те ĕмĕтленме хăрать. Кашни ача пурнăçри яваплăхпа тÿрремĕн çыхăннă-çке. Юратупа тулнă Львовсен чĕрисенче вара вăрттăн тепĕр ĕмĕт çуралать: çемьере йĕкĕреш кирлĕ. Тĕпренчĕкĕсем ку тĕлĕшпе мĕн шухăшланине пĕлес теççĕ те - шухăша пурте ырласа кăна йышăнаççĕ!

- 2013 çулта ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен федераци базинче тупрăмăр вĕсен ячĕсене: çулталăкри Маша тата Даша Екатеринбургри ятарлă ача çуртĕнче çур çула майлă пурăнаççĕ-мĕн. Свердловск облаçĕнче çуралнăскерсем йышлă çемьерен/ вĕсем - ашшĕпе амăшĕн пиллĕкмĕшпе улттăмĕш ачисем/. Ашшĕ - тĕрмере, амăшĕ, ĕçкĕпе айкашма юратаканскер, ăçти паллă та мар. Пĕр кун чарăнми кăшкăрса йĕнĕ ачасем патне кÿршĕсем пынă - хваттерте хăйсем кăна пулнине асăрханă, полицие шăнкăравласа пĕлтернĕ. Кĕçех районти опека органĕн специалисчĕсем килсе çитнĕ, йĕкĕрешсене облаç центрĕнчи ача çуртне илсе кайнă, - Татьяна Витальевнăна итленĕ май çурăм тăрăх сивĕ чупа-чупа иртет.

Çак ачасене пăхма çăмăлах пулмасса малтанах тĕшмĕртнĕ пулин те пĕчĕкскерсен психологийĕнче çавăн таранччен вăрах пирчейми сурансем пуласса Татьяна та, Александр та кĕтмен.

- Хăйсене выçă пек туясси халĕ те иртсе пĕтмен-ха. Ача çуртĕнче авăртнă апата кăна соскăпа ĕмсе пурăннăран чăмлама аран вĕрентрĕмĕр. Эпир ачасене пĕчĕк чухне час-час йăтса çÿретпĕр, çупăрлатпăр-çке - кусем ытамра чухне чарăнми макăратчĕç! - аса илет пĕчĕк "пуканесем" /мĕншĕн çапла çырнине каярах ăнланăн, вулаканăм/ çине куçĕпе ăшă сапаласа ашшĕ.

Ют ачасене хăйсен çуначĕ айне илме пархатарлă шухăш кăна хистенине, акă, мĕнле факт çирĕплетет. Екатеринбургран илсе килнĕ хĕрачасен статусĕ пулманран /вĕсен ашшĕпе амăшне ашшĕ-амăш правинчен хăтарман!/ вĕсене усрава илнĕ çемье çулталăк çурă нимĕнле пособи те илмен.

Тăватта кайнă хĕрачасене Львовсем мĕн тери юратнине сăмахпа çырса кăтартаймăп - хам вара, вĕсем патĕнче хăнара пулнă май, аван туйрăм, ăнлантăм. Тепĕр тесен тĕлĕнмелле илĕртÿллĕ хĕр пĕрчисене юратмасăр май та çук. Мускаври конкурсран иккĕмĕш вырăнпа таврăннинче, ахăртнех, Машăпа Даша тÿпи никамăннинчен ытларах.

Михаил Васильевича тав туманшăн пăшăрханаççĕ

Районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурса тăтăшах хутшăнаççĕ Львовсем. Утă уйăхĕнче "Çемье вучахĕн" çĕнтерÿçисем пулса тăнăскерсене Михаил Игнатьев саламланине çак йĕркесен авторне те курма тÿр килнĕччĕ. Машăпа Даша сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсенчен кая мар хитре тыткаланине, Юльăпа Аня профессионалсен шайĕнче юрланине курса залра ларакансем тăвăллăн алă çупни те асрах. Республика Пуçлăхĕ ун чухне йĕкĕрешсене çемçе теттесем - илемлĕ мулкачсем - парнелесе хавхалантарни куç умĕнчех. Акă, халĕ Львовсемпе куçа-куçăн тĕл пулсан çав савăнăçлă саманта аса илтĕмĕр.

- Михаил Васильевича тав тума мантăмăр тесе еплерех пăшăрханчĕç Машăпа Даша. Çавăнтанпа вĕсем ăна питĕ лайăх паллакан пулчĕç. Пĕррехинче кухньăра кăштăртататăп. Даша çумрах явăнкаласа çÿрет, Маша сасси илтĕнмест. "Мĕн тăватăн эсĕ унта?" - тимлĕхрен вĕçертме юраманнине ас туса ыйтатăп хайхискертен юнашар пÿлĕме пырса пăхмасăрах. "Кĕнеке вулатăп, Михаил Васильевич çинчен!" - хуравлать аллине М.Игнатьев çинчен нумай пулмасть пичетлесе кăларнă кĕнекене алла тытнăскер.

Мускавра ăмăртăва хутшăннисен хушшинче чи кĕçĕннисем пулнă Машăпа Даша. Хăйсене ирĕклĕ тытнипе, килĕшÿллĕ шухăлăхĕпе, пултарулăхĕпе конкурсантсене кăна мар, жюрире ларакансемпе йĕркелÿçĕсене те кăчăк туртнă. Пĕчĕкскерсем унта кăтартнă "Куклы" ташша савăнăç куççулĕсĕр пăхма май та çук /нумай турткаланса тăмасăр пире те ташласа кăтартрĕç!/.

Асăнмалăх парне - пингвинсем

- Ултă кун хушшинче мĕн тĕрлĕ конкурс витĕр тухмарăмăр-ши! Иртен пуçласа каçчен пĕр пушă вăхăт та çукчĕ. Каçхине вуннăра, ачасем çывăрма выртнă хыççăн, ашшĕ-амăшне пухăва йыхравлатчĕç. Пĕтĕмлетÿ кунĕ умĕн пурне те чĕнмерĕç - виçĕ мăшăра кăна /вĕсен йышĕнче - эпир/. Çавăн чухне малти вырăнсенчен пĕри пирĕн пуласса ăнланса илтĕмĕр. Çĕнтерÿçĕ пулас кăмăл питĕ пысăкчĕ - хамăрăн республика ятне çÿле çĕклес килетчĕ. Хăшĕ-пĕри чăвашсем камсем пулнине, ăçтарах пурăннине пĕлменни тĕлĕнтерчĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесе питĕ тăрăшрăмăр, анчах пур регионран та вăйлисем, маттуррисем пынă-çке! - хĕрÿллĕн калаçрĕç çемье пуçĕсем Татьянăпа Александр.

Тăхăр ачаллă Ушаковсене /Липецк облаçĕ/ çул парса Львовсем иккĕмĕш вырăн йышăнни - пысăк çитĕнÿ. Çак конкурсăн йĕркелÿçисем Чăваш Ен командине килĕштерни вара - куçкĕрет: ăсталăх класĕсен ăмăртăвĕнче Львовсен çемçе теттисене - хăйсен чĕпписемлĕ е çурисемлĕ чĕрчунсене - пысăк хак панă май жюри пингвинсен "çемйине" Ассамблея директорне парнелеме ыйтса илнĕ. Мĕншĕн пингвинсене? Ача усрава илнисен пултарулăх конкурсĕн логотипĕ çинче - гитарăллă пингвин-ашшĕ, микрофон тытнă пингвин-амăшĕ тата вĕсен чĕппи.

Сывпуллашиччен уçă кăмăллă, тĕлĕнмелле ырă кил хуçисенчен ыйтмасăр чăтаймарăм:

- "А знаешь, все еще будет" юрра пурте пĕрле шăрантарасси йыш хушас шухăшăрпах çыхăннă-и?

Мăшăрсем пĕр-пĕрне куçран ăшшăн пăхрĕç те: "Кунпа кăна чарăнмăпăр, тен - сывлăх кăна пултăр", - терĕç тĕрлĕ регионри 15, 22 ача усрава илсе пурнăç çулĕ çине кăларакан çемьесем çинчен аса илсе.

 

Ирина ПУШКИНА.

Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.