Комментари хушас

5 Чÿк, 2015

Ĕçчен те маттур эпир

Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,
Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.
В.СТАНЬЯЛ

Кунĕпех кăмпа пуçтарса хытă ĕшеннĕскер, вăрмантан тухиччен ларса канма шутларăм. Тулли карçинккана çĕре лартрăм та çывăхри юман çумне сĕвентĕм.

Çÿллĕ те лапсăркка ку йывăç. Вулли... Ытама та кĕмест, тураттисен шучĕ те çук. Çулçисем сарăхман-типмен пулсан хĕвел çути те курăнас çук. Вĕсем витĕр сарă-хăмăр йĕкелсем тĕксĕм лампочка пек йăлтăртатаççĕ. Ват йывăç йĕри-тавра - туйрасем. Вĕсем хушшинчен юманăн тымарĕсем айккинелле тăсăлаççĕ. Епле хулăн, парка вĕсем - тăпрана сирсе «çутта тухнă». «Çĕр çула та çитнĕ пуль эс, - калаçатăп юманпа, - çапах тĕреклĕ. Тымарусем мĕнле çирĕп тата! Ачусем - туйрусем - епле йышлă! Эс нихçан та çĕр пичĕ çинчен çухалас çук!..»

...Темшĕн юман тусăма тăван чăваш халăхĕпе танлаштарас килчĕ. Çĕр çинчи 130 ытла халăхран пĕри вăл - чăваш халăхĕ. Унăн та хăйĕн пуян историйĕ, йăли-йĕрки, чĕлхи, тĕнĕ пур. Мĕн кăна курман хăй ĕмĕрĕнче чăвашсен несĕлĕсем?!

Авалхи эрăн XIII-XII ĕмĕрĕсенчех палăрнă мăн асаттемĕрсем /хунсем/ Дон, Дунай, Азов, Каспи шывĕсем хĕрринче пурăннă чухнех тĕрлĕ халăхпа хутшăннă, нумай вăрçă асапне тÿснĕ. Çиччĕмĕш ĕмĕрте вĕсем /пăлхарсем/ Аслă Пăлхар патшалăхне йĕркелесен хазарсен мăшкăлне тÿснĕ. Саккăрмĕш ĕмĕрте Атăл тăрăхĕнче Атăлçи Пăлхар патшалăхне туса хурсан монгол-тутарсен пусмăрне лекнĕ. Вунпиллĕкмĕш ĕмĕрте йĕркеленнĕ чăваш халăхĕ Хусан ханлăхĕн танатине çакланнă. Тутарсен мăшкăлĕнчен хăтăлас тĕллевпе Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ. Чĕлхе тĕнĕпе пурăннăскерсем, хăй вăхăтĕнче мусульман, православи тĕнне йышăннă, халĕ христианство тĕнĕпех пурăнаççĕ. Темле пулсан та, чăтăмлă чăвашсем хăйсен йышне чакма паман, çырулăхне çухатман, малашлăхшăн ырă «вăрлăх» акса хăварнă.

Паян икĕ миллионлă чăваш халăхĕ çĕр чăмăрĕн кашни кĕтесĕнчен хăйĕн сассине парать. Апла пулсан, вăл пĕтмест. Чикĕ леш енче Чăваш çĕршывне, ун халăхне Н.Бичурин тĕпчевçĕ тата çыравçă, П.Егоров архитектор, Н.Охотников математик тата физик, И.Яковлев просветитель, К.Иванов, Г.Айхи классик поэтсем, А.Николаев космонавт, Н.Павлова балерина, Праски Витти художник пек чаплă çынсен пархатарлă ĕçĕсенчен пĕлеççĕ. Чыс та мухтав пултаруллă çыннăмăрсене!

Кунти халăх ĕçченлĕхĕпе, ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Çĕр ĕçĕпе, пир-авăр ăсталăхĕпе чапа тухнă. Чăваш Ен çут çанталăк ресурсĕсенчен пуян мар. Çапах та экономика тĕлĕшĕнчен аталану çул-йĕрне куллен шыраççĕ. Тĕнче шайĕнче пирĕн хăватлă промышленность тракторĕсене, эреш-тĕрре, пир-авăра хакларĕç пулсан, асăннă пурлăха сутса тупăш курмалăх майсем пур. Экономика çыхăнăвĕсене çирĕплетме куравсем, конкурссем ытларах йĕркелесен те аван. Çулсеренех республика кунне халалласа иртекен «Атăлçи çăл куçĕсем» фестиваль йышши уявсене, ман шухăшпа, ытларах ирттермелле. Культурăшăн çеç мар, экономика тата политика тăнăçлăхĕшĕн те усăллă ку.

Пирĕн «Сувар», «Эревет», «Уяв» юрăпа ташă ансамблĕсем ют çĕр-шывсенче гастрольте пулса тăван халăхăн ăс-хакăл культури çÿллĕ шайра пулнине ĕнентерчĕç. Пултаруллă культура ĕçченĕсем, чăваш юрăçисем, ташăçисем чăвашлăха ют çĕр-шывсенче туптаччăр.

Чăваш Ен спортпа туслă. Тĕнчипе паллă В.Егорова, Е.Николаева, В.Андреев çăмăл атлетсем пек вуншар спортсмен - Чăваш Ен мухтавĕ!

Г.Айхи поэт-куçаруçă Франци, Германи, Швеци литературипе чăваш сăмахлăхне пĕр тĕвве çыхăнтарнă. Никита Бичурин Китай, Монголи халăхĕсемпе чăвашсем хушшинче туслăх кăвайтне чĕртнĕ. Асăннă çĕршывсемпе çывăхланас туртăм халĕ вăйланса пырать.

Пĕр сăмахпа, чăвашсен халăх, Республика, чĕлхе, йăла-йĕрке сумлăхне ют çĕр-шывсем умĕнче ÿстермелле. Тĕрлĕ çĕре саланнă чăваш чунлă çыннăмăрсемпе пĕр çăвартан пурăнсан пире татах та хисеплĕç. Республикăра, ун тулашĕнче ентешлĕхсем йĕркелеме пуçлани те эпир вăйлă халăх пулнине тепĕр хутчен çирĕплетет.

Чăваш пулнинчен вăтанма кирлĕ мар. Ун пек чухне пире кашни хисеплĕ.

...Вăйлă çил-тăвăл тухрĕ. Лăскарĕ-лăскарĕ ват юмана. Тураттисемпе сулкалашрĕ ĕмĕрхи йывăç, çулçисемпе çатăлтатрĕ, туйрисене хÿтĕлерĕ. Çук, парăнмарĕ çав çиле.

Чăваш халăхĕ те маттур яш-кĕрĕм хăвачĕпе хăйне упраса хăварĕ. Чăваш пулнă, пур, пулĕ!

Зинаида СВЕКЛОВА,

вĕрентекен.

Шăмăршă районĕ,

Палтиел шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.