Комментари хушас

Паян Туртма пăрахмалли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Ыйту питĕ çивĕч: эпир табак эпидемийĕн тапхăрĕнче пурăнатпăр. Сиенлĕ çак йăлапа кĕрешес тĕллевпе 2010-2015 çулсем валли табак туртассине хирĕç кĕрешмелли патшалăх политикин концепцине хатĕрленĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕсем - халăх хушшинче туртакансен йышне 10-15 процент /вăтамран çур миллион çын/ чакарасси* табак тĕтĕмĕ витĕм кÿрекен çынсен шутне 50 процент чакарасси тата учрежденисен территорийĕсенче çак витĕмрен туллин хÿтĕлеме пуçласси* халăха табак туртни сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратни çинчен анлăрах ăнлантарасси тата табака хирĕçле пропагандăпа халăхăн 90 процентне тивĕçтересси.

Кĕскен каласан, концепци Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн конвенцийĕпе килĕшсе тăрать. 2008 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раççей табака хирĕç кĕрешессине тĕнчери чи çирĕп стандартсемпе килĕшÿллĕн тата саккун мелĕпе йĕркелесе çитерме пулнă 157 çĕр-шыв шутне кĕнĕ. 2013 çулта тĕнчери пĕрлĕхе йышăннă мерăсем - табака хирĕçле саккун - çинчен пĕлтермелле, 2015 çулта çак ĕçĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетмелле.

Табака хирĕçле саккуна нарăс уйăхĕнчех йышăннă, вăл тапхăрсемпе пурнăçа кĕрсе пырать.

2013 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнчен пуçласа общество вырăнĕсенче - тĕслĕхрен, транспорт чарăнăвĕсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, патшалăх органĕсен çурчĕсенче, вĕсен территорийĕнче, вокзалсенче, вĕсен алăкĕсем çывăхĕнче - табакпа унăн изделийĕсене рекламăлама, туртма юрамасть.

Çĕртмен 12-мĕшĕнчен пуçласа табак продукцийĕн упаковкисем çине туртни сиенли çинчен çыраççĕ тата çакна ÿкерчĕксемпе çирĕплетеççĕ.

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа асăннă йĕркесене пăснă çынсене штраф параççĕ. Штраф виçи 500-1500 тенкĕпе танлашать. Ача-пăчан вăйă лапамĕнче туртакансен вара 2-3 пин тенкĕ кăларса хума тивет.

2014 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнчен пуçласа хăна çуртĕнче, ресторанра, инçе çул поездĕнче, пассажир карапĕ çинче туртма юрамасть. Унсăр пуçне çак кунран тытăнса лавккасемпе павильонсенче кăна сигарет сутма ирĕк параççĕ. Лавккасемпе павильонсем çук вырăнсене тавар сутма кайсан табак продукцине курăнмалла кăларса хумалла мар, куç умĕнче вĕсен хакне çырни кăна пулмалла.

Чĕлĕм туртăмĕнчен хăтăлас тĕллев пур çынсене республикăн наркологи диспансерĕнче тата Сывлăх центрĕсенче квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ. Сиплев витĕмĕ пысăк.

Туртма пăрахмалли Пĕтĕм тĕнчери куна хутшăнса республикăн наркологи диспансерĕн специалисчĕсем шкул ачисем валли лекцисем, калаçусем, тренингсем, «çавра сĕтелсем» йĕркелеççĕ. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче диспансерăн ачасемпе çул çитмен çамрăксен уйрăмĕнче «Туртмалли хутăшсем çинчен - тĕрĕссине» ыйтупа уçă алăксен кунĕ иртет.

Сăмах май, туртма пăрахас текенсене пирĕн сайт та пулăшма пултарать. Унта кĕрсе пăхма сĕнетпĕр: www.rnd.med.cap.ru/. Нарколог тухтăр патне çак адреспа пыма пултаратăр: Шупашкар, Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт. Çавăн пекех йышăнăва электрон регистратура урлă е 23-41-68 телефонпа çырăнма пулать.

Светлана ИЛЬИНА,

республикăн наркологи диспансерĕн психиатр-наркологĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.