Ĕмĕр утăп малалла, хĕвелтухăç еннелле...
Мĕтри Юман çуралнăранпа юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче 130 çул çитрĕ
Халăхăмăрăн паттăр та ăслă çыннисем пайтах. Вĕсен ретĕнче, чăваш халăхĕн çĕр-çĕр паллă ывăлĕ хушшинче Мĕтри Юман - пĕртен-пĕррех уçлăх "боличĕ", вичкĕн революционер, талантлă çыравçă, ăслă тĕпчевçĕ, историк, экономист, хăюллă кĕрешӳçĕ, политик. Вăл чăваш халăхне хӳтĕлесе Лев Толстойпа, Яков Свердловпа, Серго Орджоникидзепе, Надежда Крупскаяпа, Анатолий Луначарскипе, Иосиф Сталинпа темиçе хут тĕл пулса куçа-куçăн калаçнă, çырусем çырнă. Максим Горький Мускавра Малая Бронная урамĕнче ун хваттерне кĕре-кĕре тухнă. Вăл вăхăтра чăвашсенчен тата кам çав шайра, влаçăн тата ăс-хакăлăн чи çӳлти пусăмĕнче çаврăнма пултарнине эпĕ пĕлместĕп.
Виталий СТАНЬЯЛ.
«Юман Мĕтрийĕ пысăк ăс-хакăллă çынччĕ, тăван халăха чĕререн юрататчĕ. Эпĕ Мускавра Юман хваттерĕнче пурăнтăм, унпа пĕрле Диманштейн, Аронштамм, Нухрат, Кривов патне хăнана çӳресе куртăм.
Юман пурнăçĕ - кăткăс, синкерлĕ. Йăнăшĕсем те пулнă пулĕ, анчах вăл вĕсене юри курнăçланса туман... Юман çинчен калаçнă чухне унăн вак-тĕвек йăнăшĕсем çинчен калаçни вырăнсăр. Вăл темле йăнăшсене пула мар, кĕрешӳри лару-тăрăва тата хăйĕн тĕнче курăмне пула чăваш хресченĕн идеологĕ пулса тăнă.
Историе хăяккăн пăхса хаклас пулмасть. Истори сăлтавĕсене тата хăйсен ăс-хакăлне кура большевик пулса тăрайман çынсене айăпа кĕртни тĕрĕс мар. Çапла каланăшăн мана, «Хăйпăлкка шывĕ хĕрринчи Шупашкар марксисчĕсем» хыççăн кайса, юманщина çумне ан çыпăçтарăр...»
Чăваш халăх поэчĕ УХСАЙ Яккăвĕ
1972 çулта парти обкомне янă çыруран.
Этем çулĕ - çăлтăр çулĕ, этем çулĕ - кайăк хур çулĕ, вĕçĕ те çук, хĕрри те çук, йĕрĕ те çук, палли те çук.
Мĕтри ЮМАН, «Шевле вылять».
Юпа уйaхeн 26-мeшeнче Мĕтри Юман /Дмитрий Петрович Петров/ çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Шăпах çак кун чăваш халăхĕн хăюллă публицистне, писательне, драматургне халалласа гуманитари ăслăлăхĕсен институтeнче анлă лару иртнĕ. Ăна институтăн ăслăлăх ĕçченĕ И.Ю.Кириллова ертсе пынă.
«Çутă тĕнче манăн кил-йышăм, çӳлти пĕлĕт манăн çурт-хӳшĕм, шурăмпуç çути манăн хăйă мĕлки», - тесе сăвăланă çыравçăн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Анлă тавракурăмлăскер Лев Толстойпа тĕл пулса калаçнă, Максим Горькийпе çыру çӳретнĕ. Мĕтри Юманăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе эпир халь Виталий Станьял 1997 çулта хатĕрлесе кăларнă «Мĕтри Юман. Суйласа илнисем» кĕнекене вуласа паллашма пултаратпăр. Ку çителĕклĕ-и?
Ларура Г.А.Дегтярев чĕлхеçĕ Юман Мĕтрин туллинрех çырнисен пуххине кăларма вăхăт çитни çинчен каланă. Петров-Юманăн иртнĕ ĕмĕрте кун çути курнă пуххине пур хайлавĕ те кĕмен: çавсене тупса, вĕсене литературовед куçĕпе тишкерсе çĕнĕ кăларăма 2 томпа халăх патне çитерме сĕннĕ Геннадий Анатольевич. Виталий Родионов профессор, Александр Кузнецов чĕлхеçĕ тата ыттисем унăн шухăшне ырланă. «Чăнах та, чăваш литературинче Юман Мĕтри шайĕнче çыракансем нумаях мар, пирĕн вĕсене манмалла мар», - тенĕ ларăва пухăннисем.
Мĕтри Юман чăваш халăх хаçачĕшĕн те ют мар. 1918 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Хыпар» хаçата эсерсенчен туртса илеççĕ, малалла «Канаш» ятпа кăларма ирĕк параççĕ. Малтанхи 13 номерне Мĕтри Юман редакциленĕ... Шухăшласа каятăн та - кулленхи тĕркешӳре пирĕнтен нумайăшĕ халăхăмăрăн чыс-хисепе тивĕç ывăл-хĕрне манса пынине е «манасшăн пулнине» ăнланса илетĕн. Мĕтри Юман 1906 çулта «Шевле вылять» хайлавĕнче паянхи лару-тăру çинченех çырнине ĕненес килмест. Ĕненес килмест пулин те - сăмахăм вĕçĕнче унти йĕркесене илсе кăтартасах килет.
«Мĕншĕн тăвăр-ши ман чунăма, мĕншĕн сикет-ши ман чĕрем? Этемлĕхе пăрахам, кăмăлăма çăмăллатам, арçури пек усалланса хир-вăрманта кун кунлам. Хальхи ялсем тĕрме пек, çук япалашăн тавлашса вак-тĕвек шухăшпа ирттереççĕ пурнăçа хальхи улăп-этем юлашкисем. Ӳ...Ӳ
Эпĕ утатăп, малалла, хĕвелтухăç еннелле. Куçăм курмасть - ăçта каятăп, эпĕ утатăп малалла. Куç умĕнче шевле вылять... Пĕлĕт таса юхăм шыв пек, тĕнче вĕçĕ паллă мар. Йăлтăртатать, шевле вылять, мана витлет, мана чĕнет, ман чунăма çав туртать. Кайăк йĕрет, шăпчăк юрлать хăй савнине асăнса. Чĕре вучĕ, чĕре çунни чун хавалпе каласан та тухса пĕтмест сăмахпа... Эпĕ пĕччен, манăн савни çутă шевле, çав илĕртет ман чунăма. Мана хуплĕ хура пĕлĕт, асамат кĕперĕ çулăма пӳлĕ, эпĕ утăп малалла, ăçта вылять çутă шевле. Чуна илсен вĕре çĕлен каялла памасть аллинчен. Мана чĕнет çутă шевле, ĕмĕр утăп малалла, хĕвелтухăç еннелле...»
Мĕнлерех хăватлă, çав хушăрах халĕ те куççуль кăларттармалла черченнĕн çырма пултарнă Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен 1905 çулта вĕренсе тухнă 21 çулти çамрăк!
Римма ПРОКОПЬЕВА