Комментари хушас

24 Юпа, 2015

Йăмраллă ялта, Çĕнĕ Шуртанра...

Историрен çакă паллă, Канаш тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шуртана Вăрнар районĕнчи Кивĕ Шуртанран 1858 çулта чи малтан Яков Савельев куçса килнĕ. Юманлăх варрине, юханшыв хĕрринчи пыллăх ĕшнине, çурт лартнă вăл. Аякрах мар пысăк утар пулнă. Ял варринче тÿпенелле кармашакан мăнаçлă тăватă юман паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Йăмраллă Çĕнĕ Шуртан темшĕн мана ĕлĕкхи чăваш ялне аса илтерет. Каярахпа вăрманлă çак тăрăха ытараймасăр Вăрнар районĕнчи Иккĕмĕш Хурамалтан, Хурамалтан, Ямашран та куçса ларнă. Янкăлч ял тăрăхне кĕрекен Шуртан Вăрнар, Йĕпреç районĕсемпе чикĕленет. Çур çухрăмранах Çиçĕмкасси /Йĕпреç районĕ/ пуçланать. Вăрçă вăхăтĕнче, 1943-45 çулсенче, кунта аэродром пулнă-мĕн. Блиндаж ишĕлчĕкĕсем яла килсе кĕнĕ çĕрте, сулахай енче, халĕ те упранса юлнă.

Çулĕ пур та...

Паянхи кун Çĕнĕ Шуртанра 32 кил шутланса тăрать. Тепĕр 14 çурчĕпе дача вырăнне усă кураççĕ. Пĕтĕмпе ку ялта 70 çын пурăнать. Лавкка çук, медпункт та ĕçлемест. Темиçе çул каялла кĕрлесе тăнă клуба та хупнă халь, унран «прокат лапамĕ» туса хунă-мĕн. Шел те, пухусенче, ял уявĕсенче те кунта пысăк çăра çакăнса тăрать.

Пĕтĕмĕшле илсен, Çĕнĕ Шуртанра пурăнакансенчен ытларахăшĕ - ватăсем. Вĕсене, паллах, кирек хăш вăхăтра пулăшу кирлĕ. Çывăхри медпункта çитес тесен 4 километрти Пукăртана утма тивет. «Юрать, медсестра питĕ ĕçчен те маттур, çумăр çăвать-и, çил-тăман алхасать-и, чĕнсен çанталăка пăхмасăр кирек хăш вăхăтра вĕçтерсе çитет», - терĕç урама уçăлма тухса ларнă кинемисем. Паллах, ĕç вырăнĕ те çук ку ялта, арçынсенчен чылайăшĕ Мускавра тар тăкать. Çĕнĕ Шуртансем каланă тăрăх, уйăхне 30-40 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ те çав укçапа пĕр уйăх тăранкаласа пурăнаççĕ, кайран каллех кутамкка çакса аякри çула тухаççĕ. Ĕне усракан та çук ялта. Выльăх тытманран ĕлĕкхи пек касу та çÿремест. Юрать, 1980 çулсенче Çĕнĕ Шуртана çитме асфальт çул хывнă. Янкăлч ял тăрăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Анатолий Кротов тăрăшнипе икĕ-виçĕ çул каялла ял урамне тăршшĕпех хытă çул сарнă. Маларах пылчăк çăрăлнă-мĕн, машинăсемпе кĕрлĕ-çурлă кĕрсе тухма та май пулман.

 

Ĕçе хăвалакан çук

- Ĕлĕкхи пек ир-ирех бригадир вăратмасть, никам та ĕçе хăваламасть паян. Хăть кунĕпе çывăр, вăрçакан çук, çăтмахри пекех туятпăр хамăра. Вăрманта çырли-кăмпи те туллиех, вутти те, утти те нумай, хатĕрлеме ан ÿркен çеç, - теççĕ Çĕнĕ Шуртансем. Шахвăртса калани, чунран пăшăрханни вара тунсăхлă куçĕсенче çав-çавах сисĕнет. Вăрман шăпи кулянтарать ялта тĕпленнисене. Унта ĕлĕкхи пек мар халь, вутă-шанкă йăтăнса выртать, ниепле кĕрсе тухма çук-мĕн. «Кăвак çулăма» икĕ-виçĕ çула сÿнтермелле, вара, тен, вăрман та тасалĕччĕ, çатма пекех çуталĕччĕ. Унсăрăн часах джунглие çаврăнать», - шÿтлет çутçанталăк тусĕ Виталий Дмитриев. Вăл каланă тăрăх, юлашки вăхăтра тилĕсемпе хир сыснисем, хир качакисем нумайланнă Çĕнĕ Шуртан вăрманĕнче. «Хамăра тапăнма пуçламĕç-и хир сыснисем, кашни кунах куратпăр, ял çумĕнче кĕтĕвĕпех çÿреççĕ», - тет вăл. Темиçе çул каялла тилĕсем витери 42 чăхха тытса кайнă, пĕр автанĕ çеç темле майпа сыхланса юлнă. Çирĕп хуçалăх тытса тăрать Виталий Кузьмич. Икĕ лаша, 60 ытла сурăх унăн паян. Картиш тулли - чăх-чĕп, хур-кăвакал. Пахчинче çĕнĕ йышши мунча купалама тытăннă. Алли тĕлĕнмелле çыпăçуллă. Çемье, кил, ача-пăча, тăвансем пурнăçра уншăн чи пысăк вырăн йышăнаççĕ. Нумай пулмасть район депутатне суйланнă вăл. Виталий Кузьмич - Вăтакас Татмăшри культура çурчĕн пуçлăхĕ. Çав вăхăтрах ку ялти вăтам шкулта «Укăлча» фольклор ушкăнне ертсе пырать. Катекри шкула çитсе музыка пĕлĕвĕ пама та ĕлкĕрет. Вăтакас Татмăшри культура çурчĕ кĕрлесе кăна тăрать паян. Хăюллăнах «Виталий Кузьмич пуррипе» тесе калас килет.

 

Вучаха сÿнтерес килменнипе

Çĕнĕ Шуртанра чи асли - 91 çулти Домна Андреева. Вăрнар районĕнчи Тимĕрчкассинчен качча килнĕ вăл кунта. 7 ача çуратса ÿстернĕскер паян пĕчченех пурăнать. Вăрçă нушине самаях астивнĕскер хăйĕн çирĕплĕхĕнчен хăй те тĕлĕнет. «Нушине те куртăмăр, темĕн те чăтрăмăр. Ялти мĕнпур йывăр ĕç хĕрсемпе хĕрарăмсем çине тиенчĕ. Вăрман та нумай пулăшрĕ пуль пире, юр кайса пĕтсенех утнă унта, курăкпа тăранса пурăннă. Çут тĕнче тĕлĕнмелле хитре-çке, халех пăрахса каяс килмест кунтан», - сăмах çăмхине сÿтет ăш пиллĕ Домна Петровна. Ачисем пĕччен пурăнтарасшăн мар-ха ăна. «Килтех лайăх, кăмака пур, ăшă, темĕн тума пĕлмелле ывăл-хĕр патĕнче, вĕсем çамрăкла, эпир ватăлла...» - хирĕçлет вĕсене Тоня аппа. Ытти çул Канашри хĕрĕ патĕнче пурăннăскер кăçал хĕл кунĕсене те тăван ялтах ирттересшĕн. Ачисене кÿреннипе мар, килти вучаха сÿнтерес килменнипе. Вуттине те çителĕклĕ хатĕрленĕ кинеми.

Ялти ырă та ăшă кăмăллă, чунĕпе тĕлĕнмелле пуян Анна Кротовăна ниепле те асăнса хăвармасăр май çук. «Вăрçă пуçланнă çулсенче çамрăк пулнă эпĕ, 9 çулта çеç. Вăрçа-вăрçах ĕçлеттернĕ пире, кĕлте те йăтнă, çум çумланă. Ачалăх пулман пирĕн», - йывăр çулсене аса илет Анна аппа. Ял историне, аваллăха, чăваш халăх йăли-йĕркине аван пĕлет, ĕлĕкхине лайăх астăвать вăл.

Çĕнĕ Шуртанра чи кĕçĕнни - çулталăкран каçнă Семен. Ку ялтан шкула çÿрекен те пĕр ача çеç. Света Кузнецова халь Вăтакас Татмăшри вăтам шкулта 7-мĕш класра пĕлÿ пухать.

«Халь хăть пĕр вĕренекен пур-ха. Уншăнах автобус та килсе çÿрет. Тепĕр вунă çултан Çĕнĕ Шуртанран шкула каякан пачах та пулмасть...» - терĕç сывпуллашнă май ялти ватăсем.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.