Комментари хушас

23 Юпа, 2015

Малаллах аталанатпăр: Шупашкарта тепĕр завод хута кайрĕ

Ăна яппунсен компанийĕ ĕçе кĕртрĕ

Предприятие /И.Яковлев проспекчĕ, 5/ октябрĕн 21-мĕшĕнче уçрĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унччен Фольксваген автомашинăсем валли туса кăларакан жгут кабельсемпе кăсăкланчĕ. Ку производствăна шăпах Fujikura пуçарнипе йĕркеленĕ. Хăйĕн Чăваш Енри тĕллевне пурнăçлама «Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары» общество никĕсленĕ. Вăл Шупашкарти электроаппаратура завочĕн иккĕмĕш площадки пулнă лаптăкри корпуса жгутсем хатĕрлеме кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă, проекта пурнăçа кĕртме 260 млн тенкĕ хывнă.

Производство калăпăшĕ куллен тенĕ пек ÿсет. Çак продукципе Фольксваген компанин Калугăри тата Чулхулари предприятийĕсене тивĕçтерме палăртнă. Кунта 125 çын вăй хурать. Чылайăшĕ Fujikura компанин Европăри филиалĕсенче жгут производствине йĕркелеме ятарласа вĕреннĕ. Предприятире тăрăшакансен вăтам ÿсĕмĕ 34 çулпа танлашать. Компание 1885 çулта уçнă, унăн тĕрлĕ çĕршыври филиалĕсенче 52,5 пин çын ĕçлет.

Савăнăçлă пухăва компанин генеральнăй директорĕ Ичиро Камада уçрĕ. Шупашкарта за­­вод хута яма май туса панăшăн республика Пуçлăхне тав турĕ. «Жгутсем ăсталакан производствăна мĕншĕн Чăваш Енĕн тĕп хулинче йĕркелеме тĕллев лартрăр?» - тесе ыйтсан: «Шупашкарта кабельсем хатĕрлеме пĕлекен рабочисемпе инженерсем çителĕклĕ. Производствăран илекен тупăш тăкакран пысăкрах пулĕ. Республикăпа тĕп хула администрацийĕ пире ĕçре пулăшса пычĕ», - терĕ. Предприяти валли вырăн Раççейри ытти хулара та суйласа илме пултарнă. «Пире Шупашкар килĕшрĕ», - терĕ Ичиро Камада.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев завод тăвас ыйту еплерех татăлнине аса илчĕ.

- Пилĕк çул каялла эпĕ Японин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ Посолĕпе Масахару Коно господинпа тĕл пултăм, - терĕ. - Чăваш Енпе Япони хушшинчи экономика çыхăнăвне йĕркелесе ярасси çинчен калаçрăмăр. 2013 çулта Японипе Раççейĕн экономика форумĕнче çав ыйтăвах Синдзо Абэ премьер-министрпа тĕл пулсан сÿтсе яврăмăр. «Чăваш Ен яппун бизнесменĕсене производство пуçармашкăн май тăвĕ», - терĕм. Унтанпа темиçе çул иртрĕ. Fujikura пирĕн патра çăмăл автомашинăсем валли саппас пайсем хатĕрлеме тытăнчĕ. Çывăх вăхăтра ĕçлекенсен йышне палăрмаллах ÿстерессе шанатăп. Ку ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшакансенчен пĕри пулăп.

Японин Раççейри Посольствин экономика пайĕн ертÿçи Хироси Тадзима министр Шупашкарта тепĕр çĕнĕ производство хывнине пысăка хурса хакларĕ. Ĕç алли çителĕклĕ пулнипе, промышленноç лайăх аталаннипе Чăваш Ен Раççейри хăшпĕр регионтан уйрăлса тăнине палăртрĕ.

Fujikura Automotive Business компани президенчĕ тата тĕп операцисен директорĕ Акира Сасагаве нумай çĕршывра уçнă предприятисен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Испанин Раççейри Посолĕн экономикăпа суту-илÿ канашçи Мануэль Санчес Мелеро тата Румынин Раççей Федерацийĕнчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ Посолĕ Василе Соаре те чăвашсен тĕп хулинче жгутсем тума пуçланине пĕлсен Шупашкара килме кăмăл тунă. Вĕсем предприяти тĕллевĕсемпе, производствăна мĕнле шайра йĕркеленипе хапăл тусах паллашрĕç.

Fujikura Румынире 4 завод уçнă, вĕсенче 6 пин çын тăрăшать. Ичиро Камада гендиректор каланă тăрăх - çывăх вăхăтра Шупашкарти филиалра ĕçлекенсен шутне ÿстересшĕн. "Чăн та, йыша пысăклатасси Раççейри çăмăл автомобиль производстви вăйланассипе тачă çыхăннă", - терĕ вăл. Мĕнех, унăн сăмахĕсем тÿрре тухчăрах.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.