Крыма пулăшасшăн
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер ирттернĕ канашлура Крымра пурăнакансене ыр кăмăллăх пулăшăвĕ кÿрессипе çыхăннă майсене сÿтсе явнă. Канашлăва республика Правительствин членĕсем, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.
М.Игнатьев пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçнă май Украинăри лару-тăрăва уçăмлă хакланине, унта яваплăха туйман уйрăм политиксене пула çивĕчлĕх çуралнине, çакă гуманитари инкекĕ патне илсе пыма пултарассине палăртнине аса илтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Крымăн экономика енĕпе йывăр лару-тăрăва лекнĕ çыннисене пулăшма Чăваш Енре укçа пухассине йĕркелеме чĕнсе каланă.
«Крымра пирĕн 2,5 пин ытла ентеш пурăнать. Чăваш Енĕн влаç органĕсене коммерци тытăмĕсенчен, предпринимательсенчен, общество организацийĕсенчен тата ахаль çынсенчен Крыма ыр кăмăллăх пулăшăвĕ кÿрессипе çыхăннă сĕнÿсем килеççĕ. Историн йывăр саманчĕсенче Раççей халăхĕ яланах чăмăртанма, вăйсене пухса инкеке парăнтарма пултарнă. Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн ырă кăмăлĕпе, ыттисен инкекне çывăха илнипе палăрнă. Пире паян чăмăртанни кирлĕ - тăванла халăх кăмăл-туйăмне çĕклемелле, вăл тĕрев туйтăр», - тенĕ Михаил Васильевич.
Вăл Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствине ыр кăмăллăх пулăшăвĕн мĕн пур енĕпе ĕçе йĕркелесе пыма хушнă. Çавăн пекех Крым влаçĕсемпе, ыр кăмăллăх организацийĕсемпе çыхăну тытассине йĕркелемеллине, Чăваш Енре пурăнакансене пухнă укçапа мĕнле усă курни çинчен тĕплĕ информаци памаллине палăртнă, çакă унпа тĕллевсĕр усă курнă тесе суя сас-хура сарăласран сыхланма кирлĕ.
Н.АНДРЕЕВ