Комментари хушас

16 Юпа, 2015

Шăпа кулач çитермен

Канаш районĕнчи Йăнтăрччăра пурăнакан Анна Михайловăна 80 çулта тееймĕн. Сăнĕ-пичĕпе çамрăк курăнать вăл, вăй-хăвачĕпе те хастар. Сакăр теçеткери кинемей пĕчченех пурăнать. Кил-çурчĕ чечек ăшĕнче: пахчара та, пÿртре те илем кÿреççĕ вĕсем. Стена çинчи шур пир çине те тĕрлĕ чечеке сăнарланă.

«Хăть мĕнле ĕçе те юратмалла»

Шел, пурнăçĕ унăн чечек пек хитре пулман. «Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ 6 çулта пулнă, - терĕ вăл куççульне шăлса. - Вăл унтан таврăнаймарĕ. Тăватă ачине анне пĕчченех çитĕнтерчĕ. Выçăллă-тутăллă ÿснĕ эпир. 14 çулта чухне аннерен вăрттăн Йĕпреçри хăма çуракан завода кайса ĕçе вырнаçрăм».

Йĕпреç районĕнчи Анатри Кĕлешкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕрĕн çамрăклăхĕ те, мăшăрлă пурнăçĕ те ăнман. 18 çултах качча кайнăскер упăшкинчен ыр курайман вăл. Унпа 36 çул пĕрле пурăннă хыççăн уйрăлнă. Тăватă ачана кун çути кăтартнă вĕсем. «Сăра-эрехпе туслăскер яланах хирĕçме, çапăçма пăхатчĕ. Эпĕ ĕçчен пулнишĕн те кĕвĕçетчĕ. «Сана мĕншĕн пурте юратаççĕ?» - тетчĕ», - асаилет Анна Фоминична.

«Ĕçчен çынна ял савать» тени тĕрĕсех. Аня аппана халĕ те юратать ял халăхĕ. Хăй вăй-халĕпех кил-çуртне те çĕнетнĕ вăл. Пахчаçимĕç те туса илет, сутать те. Кăçал çеç 70 кг шалча пăрçи çитĕнтернĕ. Ыхра, сухан сутса чылай тупăш тунă.

- Хăть мĕнле ĕçе те юратса пурнăçламалла, - малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи. - Çав юрату вара пĕтĕмпех тутарать: ыратнине те мантарать, хуйха-суйха та ирттерет. Анне вĕрентни асран тухмасть. «Хуйхă пирки çын патне кайса каласа ан парăр. Алла ĕç тытăр. Вăл чуна лăплантаратех», - тетчĕ.

 

Чун киленĕçĕ - тĕрĕ

Çурма тăлăх çитĕннĕскер ачаранах алĕç тума вĕреннĕ. 8 çулта чухне - тĕрлеме, 9-та пир тĕртме тытăннă. Çемьеллĕ пулсан ачи-пăчи валли кĕпе-йĕм тĕртсе хатĕрленĕ. «Ачалăх вăхăтĕнче тĕрĕ валли çип çукчĕ. Эпĕ пир çипписемпе тĕрлеттĕм, - иртнине куç умне кăларать кинемей. - Упăшкапа пурăннă чухне тĕрĕ умне ларма вăхăт пулман. Çав çулсенче çип хатĕрлерĕм. Вăл килтен тухса кайсан тĕрлеме пуçларăм. Выльăх-чĕрлĕхе апатлантараттăм та алла йĕппе çип тытаттăм. Тепĕр чухне ыйхă та вĕçетчĕ. Хуйха-суйха ирттерме тĕрĕ пулăшнă мана. Çур çĕр варринче тăрса лараттăм: е минтер пичĕ, е тутăр, е кавир тĕрлеттĕм».

Кавир тенĕрен çакна каламалла: урай валли тĕрленĕскерсене типтерлĕн пуçтарса хунă. Кĕрхи ĕçсем хыççăн пÿрт-çуртне çуса тасатнă вăл. Çавна май пÿлĕмри тĕрĕсене те илнĕ. «Çитес вăхăтрах вĕсене утюгпа якатса çакатăп», - терĕ Анна Фоминична. Сăмах май, хăй валли кĕпе те тĕрленĕ вăл.

Упăшки тăван килĕнчен мĕншĕн тухса кайнине ăнланмĕ вулакан. Пÿрт-çурчĕ шăпах хĕрарăм тăрăшнипе çĕкленнĕ. «Йĕпреç районĕнчи Тимешре çурт валли пура илтĕмĕр. Пĕренесене Йăнтăрччă ялне лашапа хам турттартăм», - терĕ вăл. Арçын юнашар чухне хĕрарăмăн ĕçлесе хăшкăлмалла-и вара? Çук, паллах.

Халĕ вăл 25 çул мăшăрсăр пурăнать. Ачисем килсех çÿреççĕ. Акă, аслă ывăлĕ амăшне мунча тума пулăшать. Анна аппан упăшки вара çĕр çинче текех çук ĕнтĕ. Çапах та унпа хирĕçсе-харкашса пурăнни ахаль иртмен хĕрарăмшăн. Вăл чĕре чирĕпе аптранине каларĕ.

«Пурнăçра илеме курма, туйма вĕренни мана чылай пулăшать. Эпĕ чечексем кă-мăллатăп, февраль уйăхĕнчех акатăп. Çуркунне пахчана куçаратăп. Кĕрхи кунчченех хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ мана. Çуллахи вăхăтра çывăрса тăрсанах вĕсем патне васкатăп, калаçса чуна уçатăп», - кăмăллăн пĕлтерет кинемей.

Тепĕр ырă пулăм пирки те асăнса хăварас килет: Анна аппа 20 çула яхăн «Хресчен сасси» çырăнса илет, ăна кăмăлласа вулать. «Почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ăна тепĕр çулăн пĕрремĕш çурри валли те çырăнатăп», - терĕ мана ăсатнă май.

Валентина ПЕТРОВА. Канаш районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.