Комментари хушас

6 Пуш, 2014

Вăрă вертолета куç хывнă

Вертолечĕ, чăн та, пассажирсене илсе çÿрекенни мар - пĕчĕкскер, радиохумсемпе ĕçлекенни. Анчах хакĕ пур - 60 пин тенкĕлĕх. Ăна Шупашкарти Ленин комсомолĕн урамĕнчи пĕр гаражран вăрласа кайнă. Шар курнă çын хаклă çак теттене маларах хăйĕн пĕлĕшне кăтартнине каярахпа тин аса илнĕ...

Автосервис хуçи ирхине ĕçе килнĕ те тÿрех иккĕмĕш хута хăпарнă. Тин асăрханă: гаражра хакли мĕн пулнă - пĕтĕмпех çухалнă. Планшет, DVD-проигрыватель, 2 телефон тата хайхи вертолет. Видеокамерăллăскер 80 пин тенкĕ тăрать, анчах камерине вăрă темшĕн тĕкĕнмен. Тен, вăл вертолетăн пĕр пайĕ пулнине тавçăрайман пуль. Директорăн малтан хăйĕн патĕнче ĕçлекенсем пирки иккĕленÿ çуралнă-ха. Алăка çĕмĕрнин паллисем çук-çке, унăн уççи вара кунта ĕçлекенсен аллинче кăна. Преступлени пулнă каç пуçлăх кунтан юлашкинчен тухса кайнă, тимĕр хапхана хăй питĕрсе хăварнă.

Пĕр эрнерен вара тĕп хула полицийĕн 3-мĕш пайĕн оперативникĕсем çухалнă япаласене предпринимателĕн ун патне час-часах нардла выляма кĕрекен тусĕ патĕнче тупнă. Çавăн чух тин автосервис хуçи Чул хуларан парăм шучĕпе илсе килнĕ вĕçев аппаратне юлташне кăтартнине аса илнĕ. Лешне çак техника тĕлĕнтермĕшĕ питĕ килĕшнĕ. Вăл вĕçев çулне ас туса юлма, пульт сигналне çухатсан та çав маршрутпа каялла таврăнма пултарать-çке - чăннипех чаплă аппарат. Нардла вылянă май вĕсем пĕрле черкке хыççăн черкке пушатнă-ха, анчах хăна пур пĕр вертолет инструкцине тĕплĕ вуласа ларнă...

Апла пулин те вăл уголовлă ĕçпе айăпланакан мар, свидетель пулса хăтăлса юлнă. Çав япаласене пĕлĕшĕнчен вăхăтлăха ыйтса илнĕ-мĕн. Лешĕ вара преступлени тунине йышăннă. 22 çулти монтажник «Стрела» комплексри гаражсен çумĕпе иртнĕ, бокссенчен пĕрин алăкне питĕрменнине ăнсăртран асăрханă имĕш. Уçнă, иккĕмĕш хута хăпарнă, хаклă пурлăха йăтса тухнă. Кайран вара, каллех ăнсăртран, вĕсене юлташне упрама панă. Çав юлташĕ, тĕлĕнмелле те, вăрланă япаласен хуçин тусĕ пулса тухнă. Акă еплерех пулать иккен!

Монтажник айăпа пĕтĕмпех хăйĕн çине илнине кура сыщиксен çак пурлăх «управçине» чарса тăмашкăн текех сăлтав пулман. Дмитрий Иванов следователь каланă тăрăх - асăннă сăлтава пулах айăплава та çамрăк çын тĕлĕшпе кăна тăратнă. Вăл халĕччен полицейскисен куçĕ тĕлне пулман. Йĕркелĕх хуралçисем çине тăман тăк, паллах, вертолет хуçи патне таврăнмастчех. Монтажник ăна пĕр 2 пин тенкĕпе сутса яма тĕв тунă - вăл вун-вун хут хаклăраххине пĕлмен.

Раштавра уголовлă ĕçе Калинин районĕн судне тишкерме панă, унта кĕçех приговор палăртнă. Монтажнике условнăй майпа икĕ çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Айăплав саккунлă вăя кĕнĕ ĕнтĕ.

Сăмах май, Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта тепĕр мини-вертолет та çухалнăччĕ - тĕп хула варринчи супермаркетăн управ камеринчен. Унăн хуçисем лавккара апат-çимĕç туяннă вăхăтра вăрă çав камера ячейкине уçнă та тетте курупкисене йăтса кайнă. Ашшĕпе амăшĕ çав теттене уяв ячĕпе ачине савăнтарма туяннă. Полицейскисем вăрра тытнă, анчах ача парнине тупма май килмен - преступник, маларах та судпа айăпланнăскер, ăна пасарта такамсене сутса яма ĕлкĕрнĕ.


Ольга ПАВЛОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.