Комментари хушас

10 Юпа, 2015

Ача ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илет

- Эпĕ виçĕ ача ашшĕ, манăн икĕ хĕрпе пĕр ывăл, çавна май сăмахăм шăпăрлансем тавра ытларах пулĕ.

«Ачана воспитани ан пар, вăл пурпĕрех санашкалах пулĕ, малтан хăвна йĕркеллĕ тытма вĕрен, уншăн ырă тĕслĕх пул», - тесе ахальтен каламан пуль çав.

Хальхи ачасем вĕренес, кĕнеке вулас е тата урамра мечĕк хăваласа чупас вырăнне вăхăта компьютер умĕнче ирттереççĕ, уçă сывлăша тухмаççĕ тесе вăрçатпăр. Ман шухăшпа, çакă никамран та мар, йăлтах ашшĕ-амăшĕнчен килет. Хăйсем ирĕк параççĕ те - тĕпренчĕкĕсем вĕсен çемçелĕхĕпе усă кураççĕ. Пирĕн ачасем те пĕр вăхăт компьютер умĕнчен хăпасшăн марччĕ. Чăн-чăн кĕрешÿ темелле. Малтан чăтрăмăр, вĕсене чармарăмăр, кайран çакнашкал меслет шыраса тупрăмăр. Компьютерпа питех те выляс килсен балл пухмалла. Тĕслĕхрен, ача урай шăлать, савăт-сапа çăвать - кашни ĕçшĕн 10 балл пухать, кайран вĕсене сăмахсăрах компьютер вăййисем валли тăкаклама пултарать. 1 сехет ларас килсен хваттерте йăлтах тирпейлесе тухма тивет. Вăт, ниçта пĕр тусан пĕрчи курми пултăмăр, тĕкĕрсемпе кантăксем йăлтăртатса тăраççĕ, урайĕнче пĕр çÿпĕ çук, кашни япала хăй вырăнĕнче. Аслă хĕрачан 1000 балл таранах пухăнса кайрĕ. Шкул хыççăн тĕрлĕ секци-кружока çÿреме кăмăллаканскер халĕ те тăкакламан-ха вĕсене. Ку балсемпе ытти çĕрте те усă куратпăр: цирк кайса куртăмăр, илемлĕ кĕпе туянтăмăр...

Шăпăрлансене ĕç урлă кăна лайăх воспитани пама пулать тени тĕрĕсех. Эпир çăкăр хакне пĕчĕкрен пĕлсе ÿснĕ. Хулара вара пăртак урăхларах, пушă вăхăчĕ нумайрах вĕсен. Ачан вылямалла-ха, ĕç пирки кăна шухăшламалла мар, анчах та пĕчĕкрен вăхăта усăллă ирттерме тăрăшмалла. Халь самани те урăхларах, ĕçе ачаран хăнăхмасан ÿссен ай-яй! йывăр килĕ.

Ял ачисем вырăсланма пуçлани, чăвашла калаçма манса пыни те пăшăрхантарать. Каллех çакă хамăртан килет. Шкулта вĕрентни кăна çителĕксĕр, ашшĕ-амăшĕн пепкипе тăван чĕлхепе калаçмалла.

Евгений Григорьев, шоумен

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.