Комментари хушас

5 Пуш, 2014

«Эй, хукăнсем, лайăхрах хăратăр!..»

Сунарçăсем кăçалхи икĕ уйăхра Вăрнар, Йĕпреç, Çĕмĕрле районĕсенче 6 кашкăр тытнă.

- Çав шутра виççĕшне нарăсăн 22-23-мĕшĕсенче Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕн колхоз вăрманĕнче «капкăна çаклатрĕç», - пĕлтерчĕ телефонпа ЧР сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин аслă инспекторĕ Юрий Григорьев. - Вĕсене хуптĕрлеме вун çичĕ кайăкçă - ытларахăшĕ Вăрнар районĕнчи Пăртасран, пиллĕкĕшĕ Шĕнер Ишек ялĕнчен - хутшăнчĕ. Пĕлтĕр районта пĕр тукмак хÿре вĕçне анчах юлтăмăр. Пысăк сиен кÿреймĕ-ха терĕмĕр. Таçтан аçа ертсе таврăнчĕ. Шĕнер Ишек вăрманĕнче çу каçрĕç. Тăватă çура çитĕнтернĕ. Вĕсене тăрантарма Вăрманкасра, Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче, Шĕнер Ишекре, ытти ялта пурăнакансен выльăхне вăрларĕç. Сунарçăсем иртнĕ уйăхсенче вĕсене «серепене лектерессишĕн» йĕр тăрăх сахал мар çÿрерĕç. Анчах ĕç тухмарĕ: çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан Калинино лаптăкне кĕрсе тарчĕç. Сунарçăсен унта кĕме, кирек хăш чĕр чуна, вăл шутра кашамана - тытма юрамасть. «Пĕр районшăн улттă ытлашшипех. Алхасма ирĕк парсан хĕл каçиччен пĕр чĕр чуна та хăвармĕç», - терĕç акарçăсем.

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Владик Платонов хăйĕн юр ашанĕпе Вăрманкас вăрманне çитсе çаврăннă та кашкăр йĕрне шутласа унта улттăн кĕшĕлтетнине тÿрех палăртнă. Çийĕнчех акарçăсене телефонпа шăнкăравласа систернĕ. Часах лешсем «хăнасене» кĕтсе илме хатĕрленсе вăрман йĕри-тавра пилĕк çухрăма яхăн туратран çаклата-çаклата хĕрлĕ ялавлă кантра тăснă. «Вăл пĕр метр çÿллĕш шайĕнче пур пуль, - тенĕ Николай Леонтьев. - Йăм хĕрлĕрен хăраса çывăхне те ан пыччăр. Çăлăнăç шыраса «читлĕх» пуçне çитеççех, унта кĕтсе илĕпĕр».

Вĕсен çулне пÿлме ăста кайăкçăсене шаннă. Тукмак хÿресене хăратса-хăваласа антарма çамрăксене янă. Вĕсем пĕр-пĕринчен 40-50 метрта тăрса тухнă. Йывăçсене патакпа тÿнклеттерсе пынă. Хукăнсем - хыçран хăвалакансем - енчен кашамансем шăплăхалла ыткăннă. «Читлĕх» пуçĕнче вĕсене тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Çу каçнă амана, тарăн та çемçе юр тăрăх вăрăммăн сиксе пыраканскере, пăшалтан персе лектернĕ. Иккĕшĕ тепĕр еннелле талпăннă.

«Çĕрле вĕтлĕхрен уя тухмĕç. Чăтлăха таврăнма та шикленсе тăрĕç», - тенĕ Александр Грибов. «Сĕм вăрмана тарма памастпăр! Ыран тепре килетпĕр», - сăмах хушнă Михаил Васильев.

Тепĕр кунне сунарçăсем Вăрманкаса тул çутăличченех çитнĕ. Хукăнсем каллех «читлĕх» вĕçĕнчен хăратса пынă. Пуçĕнче кĕтекенсем иккĕшне тытнă. Вĕсене çавăра-çавăра пăхнă та - çу каçнă икĕ аçа пулнине палăртнă. «Çемье пуçĕ тĕп амана ертсе колхоз вăрманĕнчен чăтлăха тарнă. Кăçал та 5-6 çураран сахал мар çитĕнтерĕç», - тенĕ Борис Петров. «Кашкăр тытмалли хĕллехи тапхăр нарăсăн 28-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Республикăн Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби районта уртаракан чир сарăлсан е халăх ыйтсан çеç ку мăшăра тытма юрать».

«Виççĕшне Валерий Семенов, Михаил Ченчуков, Николай Аливанов пăшалтан персе лектерчĕç, - терĕ Юрий Григорьев аслă инспектор. - Кашамана тытма Леонид Одинцов, Александр Чурсин, Виталий Егоров, Алексей Степанов, Валерий Коротков, Иванпа Виталий Ларионовсем пулăшрĕç. Паянхи кун тĕлне районта ултă кашкăр юлчĕ. Йĕпреç вăрманĕнчен апат шырама çавăн чухлех килсе çÿреççĕ».

Службăн Йĕпреç районĕнчи тĕп инспекторĕ Анатолий Касконов вăрман уççинчи Ирçе Çармăс тăрăхĕнче Анатолий Семенов ертсе кайнă кайăкçăсем - икĕ, Çĕмĕрле районĕнчи инспектор Владимир Бельцов пĕр кашамана вĕлернине çирĕплетрĕç.


Николай ПЕТРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.