Комментари хушас

6 Юпа, 2015

Повестка вырăнне – приговор-и?

Судпа айăпланни те çар службинчен хăтармасть

Октябрĕн 1-мĕшĕнче граждансене çар службине илмелли черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ вара çак кун тĕлне çар службинчен пăрăнакансем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпчессине пĕтĕмлетнĕ.

Сăмах Уголовлă кодексăн 328 статйин 1-мĕш пайĕ пирки. Аса илтерни вырăнлă: РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси Раççейĕн кашни гражданинĕн тивĕçĕ шутланать. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовлă майпа явап тыттарассине палăртнă. Чи çирĕп яваплăх - икĕ çул таран ирĕклĕхсĕр хăварни. Çавăн пекех 200 пин тенкĕ таран штрафлама, икĕ çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.