Комментари хушас

2 Юпа, 2015

Пысăкларан çырам ‐ Вĕрентекен ‐ Ăс-хакăл çулĕпе ăста çÿретнĕрен

Чунри хĕмпе кăна ача чунне «чĕртме» пулать

Професси уявĕсен хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни - Вĕрентекен кунĕ. Кашни ăрăва, тĕнчери кашни çĕршыва, халăха, çынна пырса тивекенни урăх çук! Эпир хамăр ĕçпе-профессипе кирек кам пулар - камăн та пулин вĕренекенĕ, е пулнă, е пулăпăр. Çавна май педагог профессине суйланă çынсен ĕç-хĕлне кашниех курма, хамăра май хаклама пултаратпăр. Вĕсен йышĕнче хамăршăн чи хаклисен сăнарĕсене ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упратпăр.

Вĕрентекен кунне Раççейре 1965 çултанпа паллă тăваççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕччен педагогсене октябрь уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче саламланă, 1994 çултанпа вара уяв - октябрĕн 5-мĕшĕнче. Çак кун Раççейри кашни шкула, кашни класа кĕрхи чечек çыххисем илем кÿреççĕ, вĕренÿ çурчĕ уяв кăмăлĕпе тулса ырă сăмахсен хутлăхне çаврăнать. Пурнăç çулĕ çине тухма пĕлÿ, ăс-хакăл паракан, пулăшу кирлĕ чухне вăхăтне те, вăй-халне шеллемесĕр ют ача патне васкакан, хамăршăн чи çывăх тăван пек пулса тăнă вĕрентекенĕмĕрсене хакланине, хисепленине, сăвапланине тата хăçан палăртмалла-ха?

Раççейре - виçĕ миллиона яхăн вĕрентекен. Вĕсенчен çурри шкулта ĕçлет. Çĕршыври аслă пĕлÿллĕ çынсен 20 проценчĕ - педагогика пĕлĕвĕллĕ. Чăваш Енре паян çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре - 11 пин педагог. Çак хисепсене тинкеретĕн те - куç умне тем пысăкăш "çар" тухса тăрать. Вĕсен пĕтĕмĕшле ăс пурлăхĕ çинчен калаçас тесен, учитель хăйĕн пĕлĕвне тăтăш аталантарса пынине шута илсе арифметика прогрессийĕ çинех куçса кайма тивĕ.

Раççей хăйĕн чаплă вĕрентекенĕсемпе ĕлĕкренех палăрса тăнă. Константин Ушинский, Антон Макаренко, Василий Сухомлинский, Виктор Шаталов... - çак ятсене кам илтмен-ши? Чăвашсен те историре паллă йĕр хăварнă мухтавлă вĕрентекенĕсем пур: Иван Яковлев, Геннадий Волков... Вĕсен ĕçне малалла тăсакансем хальхи вăхăтра та педагог ят-сумĕ тивĕçлĕ шайра пултăр тесе хăйсене шеллемесĕр ĕçлеççĕ.

Ят-сум тенĕрен, Тухăç çĕр­шывĕсенче "вĕрентекен" сăмаха пысăк саспаллирен çыраççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннине ăнланса илме ансат: хăйĕн пултарулăхне, пĕлĕвне пĕр шелсĕр ыттисене валеçессишĕн хыпса çунакана, çак ĕçре уншăн каникул та, тăхтав та пулма пултарайманнине кура, акă, епле хисеплеççĕ вĕсем. Çак йĕркесене çырнă май Чингиз Айтматовăн "Первый учитель" повеçĕ асăма килет. Тухăç халăхĕн çыравçи вулакана Дюйшен сăнарĕ урлă чăн-чăн педагогăн чунне, кăмăлне, ăнтăлăвне кăтартса парать-çке. Хайлава вуланă май вĕрентекен професси кăна мар, пурнăç пĕлтерĕшĕ, çутçанталăк панă тивлет пулнине тарăннăн ăнланатăн.

Кашни пулăмăн - хăйĕн вăхăчĕ, паллах. Паянхи шкул та - тахçан пулнă лаша вити мар. Учителĕн статусĕ те - урăхларах. Федераци çĕнĕ стандарчĕпе килĕшÿллĕн вĕрентекен - пĕлÿ кăна паракан мар, ачана ăс пухма пулăшакан çын. Вĕрентекеншĕн ĕлĕкхиллех пĕлтерĕшли - воспитани ĕçĕ. Тĕп тĕслĕхĕ - вăл хăй. Çапла, кăмăл-сипечĕпе, ĕçре тата халăх хушшинче хăйне тыткалассипе, пĕлÿ енне туртăнассипе, çемьери хутшăнусене йĕркелессипе те унăн чăн-чăн çын пулмалла. Çавăнпах ĕнтĕ ачасем кĕçĕн ÿсĕмренех учителĕн кашни пĕчĕк йăнăшнех асăрхаççĕ. Çавăнпах кирек ăçта та хăйне пур енчен те килпетлĕ тытакан педагогпа çулсем иртсен те кашни вак-тĕвеке асра тытса мăнаçланаççĕ!

Хальхи саманара педагог профессионаллăхĕ çинчен нумай калаçаççĕ. Ăсталăх тени вара вĕрентекен хăй тытса пыракан предмета алăри пÿрнесем пек лайăх пĕлнипе кăна çыхăнман. Чи пахи - вăл вĕренес пултарулăх тĕлĕшпе тĕрлĕ шайри ачасене ăс парса лайăх кăтарту патне çитме май тупнинче. Профессионал педагог - хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен, пур енлĕ те аталаннă, анлă тавракурăмлă çын.

Çывхаракан уяв, Вĕрентекен кунĕ çавнашкал çынсене - вăй-халне шеллемесĕр ĕçе пĕтĕм чунтан парăнса малалла талпăнакансене - сулмаклă утăмсем тума мехел хуштăр эппин. Хаклă вĕрентекенĕмĕрсем, сире уявра парнелекен чечек çыххисен илемĕ кăмăлăра тата хитрелеттĕр, кашни вĕренекен саламĕ ăша вырнаçтăр. Ахальтен мар çак йывăр ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма чи кирли - ачасене юратни. Çав юрату хăвăр пата та çавнашкалах пысăк юратупа таврăнтăр.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.