Комментари хушас

25 Авăн, 2015

Атте-аннене пурăннă чух хисеплесчĕ

Кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕ. «Эпĕ шăпана ĕненетĕп», - тетчĕ атте. Атте-аннене питĕ юратнипе, хисепленипе вĕсене 80 çултан кая мар пурăнтарас килетчĕ манăн. Атте кун пирки нимех те шарламастчĕ. «Манăн Аслă Çĕнтерÿ 55 çул тултарнине кĕтсе илесчĕ», - тетчĕ çеç. Анне вара: «Эпĕ - телейлĕ хĕрарăм. Аçусăр пурăнаймастăп, унран маларах пурнăçран уйрăлатăп. Вăл - арçын, вăйлăрах. Мана пытартăр», - тесе пире кулянтаратчĕ.

Ватă çынсем хăйсен шăпине туйнах: атте 79 çулта, аннене пытарсан шăпах икĕ уйăхран, пиртен уйрăлса кайрĕ. Аслă Çĕнтерÿ 56 çул тултарнине икĕ уйăх кĕтсе илеймерĕ.

Эпир ыйтнипе вĕсем хăйсен пурнăçĕ çинчен маларах тĕплĕн çырса хăварчĕç. Çамрăк чухне атте-аннене тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланманнишĕн кулянатăп. Вĕсем 55 çул пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе пурăннă. Пире телейлĕ ачалăх парнеленĕшĕн хĕпĕртетĕп, тав тăватăп. Хам та атте-анне пек пулма тăрăшатăп. Вĕсемсĕр пурăнма пуçлани 14 çул иртрĕ пулсан та асаилсен куç шывланать, чĕре ыратать. «Атте-аннене çĕр çинче пурăннă чухне хисеп тăвăр», - çапларах вĕрентсе калас килет çамрăксене.

Ватăсемпе тĕлпулма тÿр килсен яланах вĕсен сывлăхĕпе, кун-çулĕпе кăсăкланатăп. Аслă ăруран тĕслĕх илмелли сахал мар.

Эпĕ 85 çулти Ольга Петровна Николаевăпа паллашни 5 çул анчах. Унпа тĕлпулма май пулнишĕн яланах савăнатăп. Иксĕмĕр те Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕрен тăванлăх туйăмĕ тата та хăватлăрах туйăнать. Вăл атте-аннене пĕлнипе те çывăх маншăн. Çитменнине Оля аппан кинĕ Роза Егоровна пире шкулта хими, биологи предметне вĕрентрĕ. Эпĕ каярах унăн çулне суйласа илтĕм.

Ольга Петровна хăйĕн тăванĕсене питĕ юратать. Вĕсемпе тивĕçлипех мухтанать. Иртнĕ çул пиччĕшĕн, Василий Петровичăн, 90 çулхи юбилейне пухăнса уявларĕç вĕсем. Йăмăкĕ те 83 çулта.

- Анне ир вилчĕ. «Мĕнле пурăнăр мансăр?» - тесе кулянатчĕ. Пурнăçран уйрăличчен пире пиллесе хăварчĕ. Çавăнпа та вăрăм ĕмĕрлĕ пултăмăр пулас, ачасем те ячĕсене ямарĕç, - савăнса пĕлтерет ватă. - Аппа 80 çул пурăнчĕ. «Республикăри чи лайăх донор» ята тивĕçрĕ. 44 литр юн панă вăл. Мĕн чухлĕ çынна вилĕмрен çăлнă!

Оля аппан асаилĕвĕсене итлеме юрататăп. Унта халăх ăс-пурлăхĕ, юратăвĕ упранать. Вĕсенчен пĕринпе вулакансене те паллаштарас терĕм.

Анне пехилĕ

Çĕвĕ машинине анне 1930-мĕш çулта, эпĕ çуралнă çул, хăйĕн мĕнпур кĕмĕлне парса илнĕ. Пĕртăвансенчен чи малтан эпĕ çĕлеме вĕрентĕм унпа. Ĕлĕк тÿрĕ çĕвĕ çеç тунă. Кĕпе çĕлеттерме пынă çынсем: «Натюк аппа, çĕвĕ машинине кама парса хăваратăн?» - тесе ыйтатчĕç.

«Манăн виçĕ хĕр, пĕр ывăл çеç. Тупрана çуртран кăлармастăп. Ывăла парса хăваратăп. Хĕрсем киле килсе çĕлеччĕр», - тетчĕ анне.

Эпĕ аннерен 14 çулта юлтăм. Вăрçă вăхăтĕнче Нăрваш Шăхаль таврашĕнчи вăрмантан ĕнепе вутă турттартăм. Владимирта торф кăларнă çĕрте бригадирта, тăван колхозра тырă акнă-вырнă чухне звеньевойра тăрăшрăм. Ун чухне эпĕ 16 çулта пулнă. Тете Хабаровскинче çĕвĕ машинипе çĕлеме вĕреннĕ. Арăмĕпе ачисене кĕпе çĕлесе тăхăнтартатчĕ.

Атте вилчĕ. Аннен парни пÿртрен чăлана куçрĕ. Тепĕр чухне çăнăхпа та вараланатчĕ вăл. Инке çĕнĕ машина туянчĕ. Çавна май анненнипе усă курмастчĕç. Эпĕ ăна юсама ыйтса илтĕм. «Оля, аннен туприне хăвна валли илсе каятăн-им?» - терĕ тете кулянса. Ăна юсанă хыççăн каялла тавăрса пама шантартăм тăвана.

Хамăр тăрăхра темиçе туянса та çĕвĕ машини валли юрăхлă челнок тупса илеймерĕмĕр. Кĕрÿ Прибалтикăна ĕçпе кайсан ăна саккас патăмăр. Чăн та, кирлĕ саппас пайне вăл туянса килчĕ. Çĕвĕ машини каллех ĕçе тытăнчĕ. Пăру тирне виçĕ хут хурсан та çĕлетчĕ.

Хамăн сăмаха тытрăм, аннен парнине тетене парса ятăм. Вăл унпа мĕн чухлĕ кĕрĕк çĕлерĕ. Лавккаран туяннă ботинка ăшăрах пултăр тесе ун çумне пăру тирĕ çĕлесе хуратчĕ. Анне пиллесе хăварнă тупра тете аллинче чăтрĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ тумтирпе савăнтарчĕ вăл çемйине. Эпĕ унпа тете чухлĕ усă кураймастăмах.

Пурнăçра Ваççа тете маншăн атте вырăнĕнче пулчĕ. Пушарта кил-çурт çунса кĕлленнĕ хыççăн çĕнĕ пÿрт лартма пуçларăмăр. Тете пире пулăшма кашни кун кÿршĕ ялтан çÿрерĕ. Пушă алăпа килместчĕ хăй, çула май милĕк касатчĕ.

Атте-анне пилĕ пире вăрăм кун-çул çеç мар, туслăх, телей парнелерĕ. Çав ăраскалпа эпир хамăр ĕмĕре ирттеретпĕр. Пĕр-пĕрне хисеплетпĕр, юрататпăр, пулăшатпăр.

Альбина МАКЕЕВА.

Шупашкар хули.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.