Комментари хушас

4 Пуш, 2014

Кун хыççăн кун. Пуш 4, 2014,

Чăваш кĕввипе поэзийĕн уявĕ

Çĕнĕ Шупашкарти Ачасен искусство шкулĕнче Культура çулталăкĕпе килĕшÿллĕн «Илемлĕ кĕвĕ» мероприяти иртнĕ.

Унăн тĕллевĕ - çамрăк ăрăва чăваш наци искусствине юратма, хаклама вĕрентесси. Чăвашлăх уявне асăннă шкул директорĕн çумĕ Светлана Иванова йĕркелесе ертсе пынă.

Концерт залĕнче çамрăк пианистсем чăваш композиторĕсен кĕввисене шăрантарнă. Театр уйрăмĕнче пĕлÿ илекенсем Петĕр Хусанкайăн, Ваçлей Давыдов-Анатрин, Раиса Сарпин, Лидия Кубашинăн сăввисене вуланă. Уяв тĕлне кунта РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Раççей тата Чăваш Ен Художниксен союзĕсен членĕн Татьяна Шарковăн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Тĕслĕх вулавăшăн аслă библиотекарĕ Людмила Александрова хатĕрленĕ «Чăваш музыки» кĕнекепе, иллюстраци выставкипе те пухăннисем хаваспах паллашнă. Мероприятире чăваш искусствине халалланă мультимеди презентацийĕ те пулнă.

А.ГРОМОВА.

 

Чиперуксем ăмăртнă

Йĕпреçри культура çуртĕнче «Чăваш пики - 2014» район конкурсĕ иртнĕ. Унта тăван ен культурине юратакан 6 ял тăрăхĕнчи 9 чиперук хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Вĕсем 5 конкурсра тупăшнă.

Малтанах хĕрсем хăйсемпе паллаштарнă. Унтан чăваш наци апатне хатĕрлеме пултарнине кăтартнă. Ку çеç-и/ Илемлĕ сăн-питлисен кăткăс ыйтусене те хуравлама тивнĕ. Çавăн пекех вĕсем чăваш чĕлхине аван пĕлнине те уçса панă. Чăваш хĕрĕсем хăйсен тыткаларăшĕпе, çăмăл уттипе, чун-чĕре илемлĕхĕпе жюри членĕсене кăна мар, куракансене те тыткăнланă. Хĕрÿ тупăшура Диана Козлова «Чăваш пики - 2014» ята тивĕçнĕ. Эльвира Бронникова - «Вице- чăваш пики», Анжела Анисимова «Çутă кулăллă пике» номинацисенче çĕнтернĕ. Диана вара Шупашкарта иртекен «Чăваш пики - 2014» республика конкурсне хутшăнĕ, Йĕпреç районĕн чысне хÿтĕлĕ.

Р.ИВАНОВА.

 

Олимп çулăмĕпе сыв пуллашнă

Сочире икĕ эрне ытла кĕрленĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Олимп вăййисем шăпланчĕç. Пысăк çак пулăма халалланă республикăри «Олимпиадăпа çывăхлан» акци те вĕçленчĕ.

Юлашки тĕл пулу - сыв пуллашу каçĕ - Шупашкарти «Юмах» садикре иртнĕ. Шăпăрлансем патне уява ЧР фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçи Оксана Вербина пынă. 2013 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ Олимп çулăмĕн эстафетине хутшăннăскер вĕсене факелпа паллаштарнă, пĕчĕк чухнех спортпа туслă пулни çинчен каласа панă. Спортсменка ачасене парнесемпе те хавхалантарнă, фитнес-аэробика хусканăвĕсене тума вĕрентнĕ. Садикри çамрăк артистсем те хăнана хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ, юлашкинчен пурте зарядкăна тăнă.

О.МАСЛОВ.

 

Дмитрий Ефимов - чемпион

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче акватлон енĕпе çĕр-шыв чемпионачĕ иртнĕ. 15 регионтан пынă спортсменсем ишес тата чупас енĕпе тупăшнă.

Пирĕн ентешсенчен унта Раççейри шкул ачисен спартакиадин çĕнтерÿçине, Олимп резервĕсен училищин вĕренекенне Дмитрий Ефимова уйрăмах ăннă. Çĕмĕрле тăрăхĕн каччи икĕ енлĕ ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе 1997-1999 çулсенче çуралнă яшсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Училищĕре ăсталăха туптакан Алена Севастьяновăна призерсен йышне кĕме пĕр утăм кăна çитеймен. Çамрăксен чемпионатне пĕрремĕш хут хутшăннă Евгений Степанов та лайăх кăтартупа палăрнă. Çав кунах РФ триатлон федерацийĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта Чăваш Ен спортсменĕсенчен Çĕрпÿ хĕрĕ Алина Григорьева тата 3-мĕш спорт шкулĕнчи Полина Козина пиллĕкмĕш вырăна тухнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.