Комментари хушас

1 Юпа, 2015

Çĕр çырли мĕншĕн чечек çурчĕ?

Çĕр çырлине хĕле хатĕрлесе йĕркелерĕм, тислĕк сапса кăпкалатрăм. Халĕ вăл сентябрь ăшшине туйса çĕнĕрен чечеке ларчĕ, йăранĕпех çеçкере темелле. Мĕн тумалла унпа? Кĕркунне чечекленнĕскертен тепĕр çул çимĕç илейĕп-ши?

Петр Степанов.

Шупашкар хули.

Çак ыйтăва Шупашкарти Ботаника сачĕн тĕп агрономĕ Антонина ВАСИЛЬЕВА хуравларĕ.

Вулакан çырла йăранне «тĕплĕн» хĕле хатĕрлени пирки калать. Паллах, çырлана пăхни аван. Анчах кăçалхи çанталăкăн хăйнеевĕрлĕхне палăртмалла. Çырла çимĕç парса пĕтернĕ хыççăн, июльпе августра çанталăк самаях уçă тăчĕ. Август вĕçĕнче, сентябрь пуçламăшĕнче нÿрĕк аванах ÿкрĕ. Çырла çав вăхăтра канчĕ. Тислĕк сапса кăпкалатни - çырлашăн паха апатлану. Тислĕк - комплекслă удобрени, унта азот нумай. Азот ÿсен-тăрана ÿсме пулăшать. Сивĕрех çанталăк хыççăн тăруках ăшăтса яни, тымар тутлăхлă япаласемпе пуянланни çырла тĕмĕсемшĕн чечекленмелли сăлтав пулса тăнă та.

Вăхăтсăр çурнă чечек çеçкисе­не татса пăрахмалла. Вĕсем, çырла ахаль йышши - çулла пĕр хутчен çимĕç параканни пулсан, кĕркунне пулса çитеймеççĕ. Тепĕр çулхи çимĕç пирки калас-тăк, кĕркуннехи чечекленÿ тухăçа çухату питех кÿмелле мар. Çырла аванах çеçкеленсе çимĕç парасса шанма пулать.

Тепĕр саманта палăртас килет. Халĕ çĕр çырлин тĕрлĕ сорчĕ пур: ремонтантнăй, çурма ремонтантнăй. Вулаканăн ремонтантнăй çырла марри паллă-ха. Кун йышши çырла çуркуннерен пуçласа кĕр сиввисем пуçланичченех чечек çурать, çимĕç парать. Тепĕр йышши - çурма /полуремонтантнăй çырла. Кусенчен вара çу каçипе икĕ ăстрăм çырла пуçтарса илме пулать. Вĕсем июльте çимĕç парса пĕтернĕ хыççăн кăштах канса илеççĕ те августра тепĕр хутчен çеçкене ларма пикенеççĕ. Çурма ремонтантнăй çырлан чечекĕ хунав çиппи /усик/ çинче пулать. Хунав çип каймасть, ун вырăнне çырла парса савăнтарать. Ыйтаканăн çак йышши çырла мар-и? Тĕмсене тĕрĕслесе тухма сĕнетĕп. Ремонтантнăй тата çурма ремонтантнăй çырла тĕмĕсем нумай çул çимĕç кÿреймеççĕ. Вĕсене икĕ-виçĕ çултан çĕнетсе тăмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.