Комментари хушас

1 Юпа, 2015

Ачасен ĕç бригадисен фестивалĕ

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче Ачасен ĕç бригадисен республика фестивалĕ иртнĕ. Унта республикăри вунçичĕ муниципалитет учрежденийĕнчен ачасен ĕç бригадисем вунтăххăррăн хутшăннă, пурте вĕсем - муниципалитет çĕнтерÿçисем.

Фестиваль уçăлнă май уява пуçтарăннисем ĕç бригадисен çуллахи вăхăтри çитĕнĕвĕсене сăнлакан куравпа паллашнă. Савăнăçлă линейкăна ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов хутшăннă, ачасене саламласа малашне те çĕнтерме, пысăк кăтартусемпе савăнтарма суннă.

«Манăн хаваслă çемье» вăйăпа мероприяти малалла тăсăлнă. Ăна республикăри «Çулталăк вожатăйĕ-2015» конкурса хутшăнакансем ирттернĕ. Вĕçĕнче вара ĕç бригадисем хăйсен пултарулăх хăтлавĕсемпе паллаштарнă.

Фестиваль тапхăрĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн 3 номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

«Курав стенчĕ»:

1 вырăн - «Ĕç хуралĕ» /Пăрачкав районĕ/;

2 вырăн - «Шăмăршă.ru» /Шăмăршă районĕ/;

3 вырăн - «БЭМС» /Патăрьел районĕ/.

«Станцисенчи вăйă»:

1 вырăн - «Çăлавçăсем» /Шупашкар районĕ/;

2 вырăн - «Патриот» /Йĕпреç районĕ/;

3 вырăн - «Актив» /Шупашкар/.

«Пултарулăх хăтлавĕ»:

1 вырăн - «Кăткă» /Улатăр/;

2 вырăн - «Шăмăршă.ru» /Шăмăршă районĕ/;

3 вырăн - «Ĕç десанчĕ» /Етĕрне районĕ/.

Çĕнтерÿçĕсене ЧР Вĕренÿ министерствин дипломĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.