Комментари хушас

4 Пуш, 2014

Улатăрăн аталану малашлăхĕ пур

Нарăсăн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Улатăр хулинче пулнă.

Михаил Васильевич 70 çул каялла туса лартнă ача сачĕ вырăнне 240 вырăнлăх садик строительстви /ăна 2013 çулта пуçланă/ мĕнле пынипе паллашнă. Хальхи вăхăтра графикпа килĕшÿллĕн пуçламăш тапхăрти ĕçсене пурнăçланă, çуртăн пĕрремĕш хутне вĕçлесе пыраççĕ. Ача садне 2014 çулхи юпа уйăхĕнче хута яма пăхнă. Ăна ĕçе кĕртнĕ май Улатăрсемшĕн ача сачĕсен черечĕн ыйтăвĕ туллин татăлать.

Ун хыççăн Михаил Игнатьев "Электроприбор завод" акционерсен обществинче пулнă. Предприятире авиаципе космос техники, электротехника оборудованийĕ серипе кăлараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ производствăпа паллашнă. Предприяти ĕç-хĕлне вăл пысăк хак панă, заводра Раççейри предприятисем хаваспах туянакан продукци туса кăларнине палăртнă. "3 çул каялла эпир хамăрăн электротехника промышленноçĕн предприятийĕсене, микропроцессорсем, реле хÿтĕлевĕн пайĕсем туса кăларакансене пĕр чăмăра пĕрлешме сĕнсе питĕ тĕрĕс турăмăр. Пĕр ушкăна кĕрекен 30 яхăн предприяти рынокра хăйсен интересĕсене тивĕçлипех малти вырăна кăларса тăратать, çакă республика экономикишĕн те, Улатăр экономикишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев депутатсемпе тата хула активĕпе канашлу ирттернĕ. Вăл палăртнă тăрăх - çакнашкал канашлусене ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем хутшăнни питех те усăллă, мĕншĕн тесен муниципалитет йĕркеленĕвĕсен депутачĕсем халăхпа хутшăнаççĕ, ăна мĕн хумхантарнине пĕлме майсем тупăнаççĕ. Михаил Игнатьев хула пĕрмаях аталаннине, халăх пурнăçĕнче нумай енĕпе ырă улшăнусем пулнине хавхаланса пĕлтернĕ.

"Улатăр Правительство шайĕнче чăн-чăн экзамен тытнă - çĕр-çĕр монохула хушшинче конкурсра çĕнтернĕ, 2010 çултан пуçласа общество инфратытăмĕн объекчĕсене аталантарма, территорие тирпей-илем кĕртме 1 млрд та 125 млн тенкĕ илнĕ", - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин доклад тунă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сÿтсе явма Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ефремовпа Юрий Кислов, Улатăрсем хăйсем хутшăннă, тĕрлĕ ыйту панă, хула влаçĕсен ĕçне лайăхлатмалли майсене сĕннĕ.

"Хамăрăн обязательствăсене пурнăçласа пырăпăр, кунта пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ лайăхлантăр. Улатăрăн ырă улшăнăвĕсем куç кĕрет, аталану малашлăхĕ пур", - пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

Вăл ĕçре малта пыракансене наградăсем, пултарулăхра палăрнă çамрăксене стипендисем, çавăн пекех республикăри амăшĕн /çемье/ капиталне илме сертификатсем, кунта пурăнакансене çĕнĕ хваттер уççисем панă.


А.ВАСИЛЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.