Комментари хушас

29 Авăн, 2015

Сĕт - сывă апатлану культурине йĕркелет

ФОТРЕПОРТАЖ

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хулари «Шупашкар-Арена» Пăр керменте ирнĕ Сĕт фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕ. Унта çавăн пекех РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР ялхуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов, Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ, Чăваш Енри сĕт союзĕн председателĕ Николай Малов, республика парламенчĕн вице-спикерĕ, комитет председателĕ Олег Мешков, Сĕт туса илекенсен наци союзĕн правленийĕн председателĕ Андрей Даниленко тата ыттисем пулчĕç.

Сăмах илнĕ май Михаил Игнатьев сĕт усси çинчен каларĕ, «фестиваль сĕт продукцийĕн хисепне çĕклеме, сывă апатлану культурине çирĕплетме пулăшнине» палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх - паян Раççейре сĕт дефицичĕ 8 млн тоннăпа танлашать. Чăваш Ен вара сĕт продукцийĕпе хăйне туллин тивĕçтерет кăна мар, ăна ытти региона та ăсатать. Ăна туса илессине ÿстермелле, мĕншĕн тесен отрасль валли халь укçа уйăраççĕ, республикăра сĕт тирпейлекен предприятисене патшалăх пулăшать, инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ.

Андрей Даниленко Михаил Игнатьева çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти йĕркеленĕшĕн тав турĕ. «Чăваш Ен тĕслĕхĕпе çĕршывăн ытти регионĕнче те усă кураççĕ», - терĕ.

Фестивальте Чăваш Ен Пуçлăхĕ агропромышленноç комплексĕнче тÿрĕ кăмăллă ĕçпе палăрнисене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Вĕсене тивĕçнисем - Шупашкар тата Вăрнар районĕсенчи дояркăсем Роза Маркитановăпа Ираида Сергеева. Михаил Васильевич сĕт тирпейлекен предприятисен продукцийĕн куравĕпе паллашрĕ, хăшпĕр ĕçме-çимене астивсе хакларĕ.

Кăçалхи Сĕт фестивалĕ - шучĕпе тăваттăмĕш. Виçĕ çулта ку мероприятие 20 пин ытла çын килсе курнă, пĕтĕмпе 13 пин тонна ытла сĕт продукцийĕ сутнă. Палăртни вырăнлă: 2014 çулта Чăваш Енре сĕт суса илесси 7,5: хушăннă. Ÿсĕм туртăмĕ кăçал та палăрать. Хальхи вăхăтра регионта сĕт тирпейлекен 17 предприяти ĕçлет, çулталăк пуçланнăранпа вĕсем 120 пин тонна ытла сĕт тирпейленĕ, 73 пин тонна сĕт, 1,6 пин тонна услам çу, 800 тонна ытла сыр туса кăларнă.

Çав кунах Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн агропромышленноç политикин комитечĕн ертÿçипе, Сĕт туса илекенсен наци союзĕн правленийĕн председателĕпе Андрей Даниленкăпа, Чăваш Ене официаллă визитпа тата «Сĕт фестивалĕ-2015» мероприятисене хутшăнма килнĕскерпе, ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулура сĕт отраслĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин сентябрĕн 24-мĕшĕнче ялхуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлура çĕршывра сĕт дефицичĕ пысăкки çинчен каланине аса илтернĕ. «Сĕт туса илекенсен, унран тĕрлĕ продукци хатĕрлекенсен аталану малашлăхĕ лайăх», - тенĕ вăл.

Андрей Даниленко Михаил Васильевич шухăшĕпе килĕшнĕ, сĕт отраслĕн аталанăвĕ стратеги пĕлтерĕшлĕ ыйту пулнине палăртнă: «Чăваш Ен - сĕт регионĕ. Сĕт, унран хатĕрленĕ юр-вара çиессин культури республикăра яланах çÿллĕ шайра пулнă. Сĕт фестивальне йĕркелессипе çыхăннă йăла вара регионшăн та, çĕршывшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ».

Михаил Игнатьев фестиваль тĕллевĕ шăпах сывă апатлану культурине йĕркелессипе çыхăнни çинчен каланă. Сывă пурнăç йĕрки, шайлашуллă апатлану - вăрăм пурнăç никĕсĕ. «Чăваш Енре ачасен апатланăвне йĕркелес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлетпĕр. Вĕренÿ учрежденийĕсенче столовăйсенчи оборудование туллин улăштарнă, шкул ачисен 99: яхăн йышне вĕри апат çитеретпĕр», - тенĕ регион ертÿçи. Çавна май юлашки виçĕ çулта ачасем чирлесси чакнă, сывлăх енĕпе çитменлĕх çук, пур енĕпе те сывă шăпăрлансен йышĕ 18-тан 30: таран пысăкланнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Андрей Даниленко çапла палăртрĕ: «Республикăна ăннă тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен унăн Пуçлăхĕ ялхуçалăх, сĕт темине лайăх пĕлет. Чăваш Енри ялхуçалăх предприятийĕсенче сĕт туса илесси ÿссе пырать». Вăл уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче суса илекен сĕт калăпăшĕ чакнине саплаштарас тĕллевпе шăпах ялхуçалăх предприятийĕсене пулăшмалла тесе шухăшлать. Сĕт союзĕн ертÿçи Раççей ялхуçалăх министрĕ Александр Ткачев сăвакан ĕнесем ĕрчетессине патшалăх енчен пулăшассине ÿстермелли пуçару тунине аса илтернĕ, çак мерăсем аграрисен наци рынокĕнчи позицийĕсене çирĕплетессе шаннине палăртрĕ.

Н.КОВАЛЕВ

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.