Кĕр парни пасар тулли
Çулла çумăр çителĕклех çунăран кăçал пахчаçимĕç ăнса пулчĕ. Çанталăк тĕлĕнмелле лайăх тăнă пирки ялхуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çынсем уй-хирти, пахчари ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Купăста касма çеç васкамаççĕ-ха, ун валли сĕтекленмешкĕн кăштах сивĕ тата нÿрĕк кирлĕ. Ял çыннисем хĕл каçмашкăн сакайсемпе нÿхреп-путвалсене çĕрулмипе сухан-кишĕрне, кăшманне кирлĕ таран тултарса хунă. Хула халăхĕ валли кăçал çурлан 22-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 18-мĕшĕччен Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри, Сĕнтĕрвăрринчи, Етĕрнери ялхуçалăх пасарĕсенче «Кĕр парни-2015» ярмăркка йĕркеленĕ.
Пахчаçимĕç хакĕпе, суту-илÿ еплерех пынипе паллашма кĕçнерникун ятарласа Николаев урамĕнчи ялхуçалăх пасарне çитсе килтĕмĕр. Тĕлĕнмелле те, çын çук. Сутуçăсем апатчен халăх ытларах пулнине çирĕплетрĕç.
- Шăп ку пасарта, виççĕмĕш кун нимĕн те сутаймастпăр, ытти çул ку вăхăт тĕлне ярмăркка çинчен манса каяканччĕ. Вăхăта шел, ялта ытти ĕç те нумай. Туянас текенсене кÿрентерместпĕр, машина пур, чĕртавара килнех çитерсе паратпăр, - кăшт пăшăрханса калаçрĕ Красноармейски тăрăхĕнчен килнĕ арçын.
Хушаматне калама килĕшмен Надежда сутуçă çĕрулмине - 8-9, сухана 14-16, кишĕре - 13, хĕрлĕ кăшмана 10 тенкĕпе сутать.
- Кăçал çĕрулми питĕ шултра, вĕтти никамăн та çук. Ытлашши кулянмастпăр, çавах сутса пĕтеретпĕр. Кану кунĕсенче халăх пулатех. Çиме çеç мар, вăрлăх валли туянакан та пур, - терĕ вăл.
Николаев урамĕнчи пасара Етĕрне, Элĕк, Красноармейски, Вăрмар, Патăрьел районĕсенчен килеççĕ.
- Меллĕ мар ку тăрăха çÿреме. Хушăран автобус килет, анчах ăна ытла та вăрах кĕтмелле. Транспорт ыйтăвне хăçан та пулсан татса парĕç-ши? Çывăхра пурăнаканнисем çимĕçе урапапа турттараçĕ, - терĕ кунта чылайранпах пахчаçимĕç сутакан Галина Васильева.
Хĕвел çу кунĕнчи пек хĕртсех пăхнăран хăш-пĕр усламçăн çĕрулмийĕ симĕсленме те тытăннă. Унашкал çимĕçе никама та сутаймăн. Çавăнпах чылайăшĕ чĕртавара витсе тытать, пĕр енчен лайăх-ха, тепĕр енчен туянакансене часах çухатма пулать. Куç умĕнче пулни лайăхрах, вĕсем тытса пăхса пахалама хăнăхнă.
Пасар тавра темиçе те утса çаврăнтăм, çав хушăра пахчаçимĕç туянма килнĕ пĕртен пĕр хĕрарăма çеç асăрхарăм. Çĕрулми миххине енчен енне çавăркаларĕ те симĕсленнĕ чĕртавара курса тин çеç çитсе чарăннă тулли машина еннелле утрĕ.
Пур çимĕçрен те ытларах хальхи вăхăтра çĕрулми уйрăмах лайăх каять-мĕн. Пасарта çителĕклех вăл. Конкуренци те пысăк. Сутуçăсем каланă тăрăх, «гала», «ред-скарлет» сортсене халăх ытларах туянать. Ярмăрккара хăш-пĕр тĕлте çĕрулмие 7 тенкĕпе сутнине те асăрхарăм.
Ĕç хыççăн ятарласах Шупашкарти ялхуçалăх тĕп пасарне те кĕрсе тухрăм. Пахчаçимĕç кунта та çителĕклех, хаксем кăшт çеç пысăкрах. Çĕрулмин пĕр килограмĕ 8-9 тенкĕччĕ. Хĕрлĕ кăшманпа купăстана 10, кишĕре 15 тенкĕпе туянма пулать. Çимĕçĕ шултра та тасаччĕ.
Уяр çанталăкра суту-илÿ хĕрсе пымалла пек те, анчах та Николаев урамĕнчи пасарта сутакансем туянакансенчен ытларахчĕ. Тен, чăн та эрне варри пулнипе çыхăннă ку?
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.