Комментари хушас

25 Авăн, 2015

Чăваш кĕнекишĕн пит хĕретмелле ан пултăр

Хăшĕсем, тен, Правительствăн çĕнĕ йышĕ пирки сăмах пулма пултарасса та кĕтнĕччĕ пуль, çук, апла пулмарĕ, Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче шучĕпе пысăк мар кулленхи ыйтусене пăхса тухрĕç.

Вице-премьер - строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Марков республикăри ял-хулара йывăç-тĕм лартмалли, вĕсене тирпейлемелли çулленхи смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Тупăшăва пилĕк енĕпе йĕркеленĕ. Малти 1-3-мĕш вырăнсене йышăннисене палăртнă, вĕсене укçан хавхалантарĕç. Пурне те асăнмăп, анчах чи мала тухнисем пирки пĕлтермеллех. Социаллă учрежденисен хушшинче Çĕмĕрлери 16-мĕш «Рябинушка» ача сачĕ çĕнтернĕ. Кану вырăнĕсенчен комисси чи лайăххи тесе Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнчи ачасен паркне суйласа илнĕ. Чи симĕс тата хăтлă урам - Пăрачкаври Подзаходников урамĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен çумĕнчи территорисен тупăшăвĕнче Улатăрти «Стрелка» микрорайона çитекенни çук. Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем пирки каланă май Олег Иванович конкурса хутшăннисем пурте пысăк хака тивĕççи çинчен каларĕ, çапах вĕсен хушшинче те чи лайăххи пур - Куславкка районĕнчи Энтри Пасарти Н.Петрова хуçалăхĕ.

Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарма бюджетран 582 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Михаил Игнатьева вара конкурса хутшăнакансен йышĕ пысăк пулманни кăмăлсăрлантарчĕ: «Ыттисен те кăтартмалли, илемли пурах ĕнтĕ...» Строймин ертÿçи çитес конкурса хутшăнмашкăн ыттисене те хистеме шантарчĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин коммерципе çыхăнман организацисене бюджет укçипе пулăшасси пирки сăмах пуçарнă май ЧР Пуçлăхĕ асăннă тытăмсенчен нумайăшĕ хут çинче кăна шутланса тăни пирки каларĕ. Чăнах та, шута илнисем - пин ытла. Чăннипех ĕçлекеннисем, хастарлăхпа палăраканнисем вара - 200 патнелле кăна. Çавна май, Михаил Васильевич шухăшĕпе, вĕсен списокне çĕнетмелле-тĕр - ĕçлеменнисем ахаль «çакăнса» ан тăччăр. Паллах, ку çав организацисен ертÿçисенчен хăйсенчен килет. Премьер-министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторин унччен организацисем тĕрлĕ ведомство «картинче» пулнине аса илтерчĕ, халь пурте - Экономика аталанăвĕн министерстви «çумĕнче». Çавна май вĕсем валли укçа уйăрас енĕпе çирĕп йĕрке тунă, ĕçлемесĕрех кĕмĕл илекенсем çук.

Республикăн 2014-2020 çулсенчи «Чăваш Енĕн информаци обществи» патшалăх программине кĕртме хатĕрленĕ улшăнусемпе вице-премьер - информполитика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Иванов паллаштарчĕ. Чăвашла кĕнекесем пичетлесе кăларас ыйту çинче вăл пайăррăн чарăнса тăчĕ. Укçа çителĕксĕр­рине кура пичетлесе кăларакан литература калăпăшĕ чакас хăрушлăх пур. Александр Степанович шухăшĕпе, «ку ырри патне илсе çитермĕ», çавăнпа - пичет продукцийĕн калăпăшĕ 2014 çулхинчен кая ан пултăр тесе - 2016 çул валли тата 2 млн тенкĕ укçа тупмашкăн ыйтрĕ.

«Финминпа тавлашатăр-и?» - ыйту çуралчĕ Михаил Игнатьевăн. Вице-премьер - финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Енилина Информполитика министерствин çитес çулхи бюджетне çирĕплетнипе сăлтавласа хушма укçана ведомствăн хăйĕн шалти ресурсĕсен шучĕпе тупма сĕнчĕ. Александр Степанович хăйĕн позицийĕнчен чакмарĕ: кĕнекесен тиражĕ пĕчĕк пулсан вĕсен сутлăх хакне ÿстерме тивĕ - хаклă литературăна вара çынсем туянас темĕç...

ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн Председателĕ Петр Краснов та сăмах хушрĕ: «Ку енĕпе депутатсен хушшинче те пăшăрхану пуррине палăртатăп. Пирĕн кĕнекесен пахалăхĕ япăх мар. Калăпăр, «Чăваш Енĕн чаплă çыннисем» ярăм, ытти кăларăм... Вĕсен пахалăхне тĕнче шайĕнче палăртаççĕ, пирĕн кĕнекесем сумлă куравсенче çĕнтереççĕ. Пирĕн кăтартмалăх пур. Литература - республика сăнĕ».

Республика Пуçлăхĕ пăнчă лартрĕ: «Чăваш Енре чăвашсен йышĕ пысăк - халăхăн 68: чухлĕ. Ку енĕпе пире лайăх. Асăннă ыйтупа укçа тупмаллах. 3-4 млн тенкĕ - ытла нумай мар. Алкоголь рынокĕнче йĕрке туса, ытти çĕртен илме пулать. Мĕншĕн тесен ку тема - питĕ «ачашскер». Çитес çул - политика çулталăкĕ, Патшалăх Думин депутачĕсене суйламалла пулать. Çавăнпа та çак тапхăрта пушшех мана чăваш литературине сахал пичетлетĕр тесе айăпламалла ан пултăр».

Информаци анлăшĕн темине хускатнă май Наци телекуравĕ, Наци радиовĕ йĕркеленни пирки те сăмах пулчĕ. Вĕсем ĕçлеççĕ, анчах наци телекăларăмĕсене республикăн кăнтăр енчи районĕсенче çав-çавах пăхаймаççĕ. «Хăçан пăхма пуçлĕç?» - ыйтрĕ Михаил Васильевич. «2018 çулта Чăваш Ен территорине туллин «хупăрлăпăр», - шантарчĕ Александр Иванов асăннă ĕç йÿнĕ пулманнине палăртнă май.

Темăна тăсса ЧР Пуçлăхĕ райхаçатсен шăпипе кăсăкланчĕ: «Эпир вариантсем пирки калаçнăччĕ - Воронежсен практики ку енĕпе чи лайăххи пулнине пĕлетпĕр...» Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан «холдинг туса хуни финанс енĕпе чăрмавсем çуратмĕ» терĕ-ха, çапах калаçу мĕн пирки пыни журналистсемшĕн пурпĕр уçăмсăр юлчĕ. Райхаçатсене пĕрлехи пĕр холдинг «картине» хупасшăн-ши вара? Пур енĕпе те перекетлеме ăнтăлнине шута илсен - пулĕ те... Хăй вăхăтĕнче республикăри чăвашла тухакан мĕнпур кăларăма «Хыпар» ИÇ «айне» турĕç те - Издательство çурчĕ паян кунчченех нушаланать...

Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕскерсем тееймĕн - вак-тĕвек. Михаил Игнатьевăн пĕр самант тĕлĕшпе кăна асăрхаттару пулчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерствин тытăмĕнчи темиçе учрежденин ячĕсене улăштарассине кун йĕркине кăларнă та - Михаил Васильевич çакă мĕн хака ларассипе кăсăкланчĕ. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова «тăкаксем пысăк мар, пичетсене çеç улăштармалла пулать» теме пăхрĕ те - Михаил Васильевич çакă та хушма чăрмав пулнине палăртрĕ: «Пичетсене улăштармалла - тÿлевлĕ. Çийĕнчен учрежденисен ячĕсене улăштарнă май вĕсен укçи-тенки вăхăтлăха банксенче лакса ларма пултарать. Астăватăр-и, эпир пĕр вăхăтра чылай учреждение çĕнĕлле йĕркелерĕмĕр - пичет-документацие улăштарма тиврĕ. Унтан эпир тĕрĕсех туманни палăрчĕ те - вĕсене каллех çĕнĕлле йĕркелеме тиврĕ. Татах - пăтрану, тăкаксем... Çакна шута илĕр».

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.