Комментари хушас

22 Авăн, 2015

Пурнăçăн кашни самантне хаклама пĕлсе

Пÿлĕмре чăваш юрри итлесе ларакан арçын пурнăç çинчен шухăша путнăччĕ пулас - алăкран шакканине илтсе ыйхăран вăраннă евĕр пулчĕ те хăй ларакан кÿмене хăвăрттăн кăритур енне çавăрчĕ. "Иртсемĕр", - терĕ вăл йăваш сасăпа. Килнĕ хăна хăйне хăтлă туйтăр тесе тăрăшаканскер сăмах хушмассерен вăтанчăклăн йăл кулчĕ - умăмра çур ĕмĕр урлă каçнă çын та мар тейĕн. Шел, ку ÿсĕмре вашлаттарса-чупса кăна çÿремеллескер çирĕм çул ĕнтĕ - сусăрсен кÿмипе. Куçа курăнса килмен инкек хыççăн та чунпа хуçăлман чăваш арĕ хăйне май пур таран сывă çын пек туясшăннине пĕрре курсанах ăнлантăм. "Пуç вырăнтах, минремен, алăсем ĕçлеççĕ, хул-çурăм хускалать - мĕншĕн "ах, пултараймастăп" тесе нăйлас?" - хăй тин кăна кĕпе çуса пĕтернине систернĕн пуçне япалапа тултарнă чашăк енне сĕлтрĕ Николай Алексеевич.

Кÿкеçри сусăрсемпе ваттисен çуртĕнче пурăнакан Николай Максимовпа вулакана паллаштарма унăн спортра тунă çитĕнĕвĕсем хĕтĕртрĕç пулин те вăл пурнăçа юратни тата та ытларах илĕртрĕ. Хăйĕнпе кăсăкланса çывăх калаçакан тупăннăран хăй те хĕпĕртерĕ пулас. Эпĕ унăн стена çинче çакăнса тăракан медалĕсемпе паллашнă май: "Маттур та иккен эсир!" - тесен пĕчĕк ачалла савăнчĕ.

 

«Кÿршĕ ял ачисенчен йăрăрахчĕ!»

Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă /саккăрăн!/ çемьере çуралса ÿснĕ Коля. Шкул çулĕсенчех спортпа туслашнă.

- Пирĕн яла юнашарти тăватă-пилĕк ялтан вĕренме çÿретчĕç. Тантăшсене ăмсанса пăхаттăм - ара, кашни кун тренировка икĕ хутчен тăваççĕ вĕт: ирхине тата уроксем вĕçленсен çав çула утса-чупса тухаççĕ. Анчах та ăмăртусем çитетчĕç те - парăнмастăм, вĕсенчен те маларах çитеттĕм финиша, - аса илет чупса кăна çÿренĕ вăхăтсене Николай.

Ÿт-пĕвĕ пиçĕ, сывлăхĕ çирĕп йĕкĕте салтакра та йывăр килмен. Çарти тивĕçĕсене Саратоври аслă çар училищинче тĕрлĕ енчен тивĕçтерекен батальонра пурнăçланă вăл. Пулас летчиксене - курсантсене - автомобильпе ту çине илсе çÿренĕ. Хушнине сăпайлă чăваш каччи тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, хăйне хÿтĕлеме пултаракансене кÿрентерекен пулман - салтак аттипе иртнĕ çулсем, тен, çавăнпа ырăпа кăна асра юлнă.

Çартан таврăнсан Шупашкарти автобуссен паркне слесаре ĕçлеме вырнаçать вăл. Çамрăк, вăйпитти - чĕре тулли ĕмĕте пурнăçлама кăна ĕлкĕр мар-и! Анчах инкек пач кĕтмен чухне килсе тухать... Темиçе хутлă пурăнмалли çуртра çÿллĕ вырăнтан ăнсăртран ÿкни пурнăçри пысăк синкер пулса тăрать каччăшăн: урисем утми пулаççĕ.

 

Чун çăлăнăç тупатех

1995 çулта пулса иртнĕ çак инкек хыççăн Николай тăванĕсене хăйне пăхтарса нуша кăтартас темен - Кÿкеçри социаллă пулăшу центрне /ун чухне çавăн ятлă пулнă/ кайма килĕшнĕ. Чи пахи - кăмăл çирĕплĕхне çухатман, хуçăлса ÿкмен.

- Теприсем вара пурнăç йывăрлăхĕсене эрех-сăрапа çемçетме пăхаççĕ... - терĕм тÿррĕн "Эсир те малтанах черкке патне алă тăсрăр-и?" тесе ыйтма хăяймасăр.

- Эрехпе нихăçан та айкашман. Пирус та илĕртмен. Йывăр шухăшсем пуçа кĕресрен епле çăлăннă? Начарри пирки шухăшлас мар тесе илемлĕ литература хайлавĕсем вуланă, халĕ те вулатăп, телевизорпа интереслĕ кинофильм е передача пăхнă, кунта пулса иртекен кирек хăш мероприятие те хастар хутшăнма тăрăшнă. Чун киленĕçĕсенчен чи илĕртÿллисем вара малтан та, халĕ те - спорт. Паллах, йĕлтĕрпе е ахаль чупаймастăп ĕнтĕ текех. Шашка, шахмат, дартс - сусăрсен хушшинче йĕркелекен ăмăртусенчен ытларах çак енсем анлă сарăлнă, - каласа кăтартать Николай Алексеевич.

Çакна палăртса хăвармалла: республикăри социаллă учрежденисен хушшинче пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытас, ушкăнсемпе пĕрлехи мероприятисене тухса çÿрес ырă йăла пур. Ку вара обществăн пысăк пайĕнчен уйрăм пурăнакан çынсемшĕн темрен паха. Çапла, Хисеп хучĕсемпе медаль-кубоксенчен те пахи - хутшăну, эсĕ хăвăн инкекÿпе пĕччене пĕччен юлманнине туйни.

- Юлашки çулсенче инвалидсен тĕлĕшпе çĕршыв, республика ертÿлĕхĕ тимлĕрех пулни - куçкĕрет. Тĕрлĕ программа хута кайни, пурнăçланса пыни савăнтарать, - терĕ тĕрлĕ шайри хăтлăх çинчен каланă май хастар спортсмен. Çавăнтах вăл вырăнти, Шупашкар районĕнчи влаç органĕсем сывă пурнăç йĕркине сарас енĕпе пуçаруллăн ĕçленине те палăртрĕ.

 

Кăкăр туллин сывлама

- Чемпион ятне çуллен темиçе ăмăртура илтетĕр Эсир. Пĕрле пурăнакансем каланă тăрăх - шахматла выляссипе Сире çитекеннине районта тупма та çăмăл мар. Çулсем иртнĕçемĕн çамрăксен йышĕнче йăрăраххи тупăнмарĕ-и? - тĕпчетĕп наградăсемпе тĕплĕн паллашнă май.

- "Çук" тесе хуравлани эпĕ хама чи ăсли, чи çаврăнăçулли вырăнне хуниех пулĕ. Вăйлă выляканпа тупăшма тата кăсăклăрах. Савăнатăп кăна ун пеккисем пулсан.

Нумаях пулмасть пауэрлифтинг енĕпе ăмăртма тытăнтăм. Кăçал тăватă районтан хутшăннă хевтесĕр çынсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнни ырă кĕтменлĕх пулчĕ, - малашне ку спорт та чунĕшĕн çывăх пуласса систереççĕ хастар арçыннăн сăмахĕсем.

...Ватă ăшшин кунĕсем çитнĕ май ваттисемпе сусăрсен çуртĕнче пурăнакансем, кÿмепе хăйсем тĕллĕн çÿрекенсем, урамалла туртăнаççĕ. Йывăçлă вырăнта таса сывлăшпа кăкăр туллин сывлама Николай Максимов та ирхи апат хыççăнах васкать. Чун-чĕри çакнашкал вăхăтра тăван Ураскилт тăрăхне те чĕнет... Шел, тăванĕсене чăрмантарас килменрен сăпайлăскер ĕмĕтре кăна палланă уйсен ытамне лекет, хăйсен килĕпе юнашарах тенĕ пек вырнаçнă чиркÿ чанĕн сассине итлет.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.