Комментари хушас

22 Авăн, 2015

Тĕрре пикенсен апат çимесĕр те кун каçма пултарать

Ĕçченлĕхне, правурлăхĕпе çаврăнăçулăхне кура манăн ăна пăрчăканпа танлаштарас килет. Комсомольски районĕнче Йÿç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Елена Шикова тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те нихăçан та пушă лармасть. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать, пахчара тĕрмешет, вăрмана çырлана, кăмпана, сиплĕ курăк пухма кайма та вăхăт тупать. Ку çеç-и? Тĕрлеме те питĕ ăста вăл. Ун патне кÿршĕ ялсенчен те саккас пама килеççĕ. Чылайăшĕ турăш кĕтесне çакмалли питшăлли, тутăр тĕрлеттерет. Вăл тĕрлесе панă шурă тутăрсене ялти хĕрарăмсем тăтăшах чиркĕве çыхса каяççĕ.

- Эпĕ Шурут шкулĕ хыççăн Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри училищĕре бухгалтера вĕрентĕм. «Урожай» колхоз правленийĕнче /вăл Шурутра вырнаçнăччĕ/ 13 çул бухгалтерта ĕçлерĕм. Ĕçе питĕ юрататтăм. Паян та хатĕр унта вăй хума. Ачасем пĕчĕк пулнипе, пăхакан çуккипе тăван яла, Йÿç Шăхале, райпо лавккине ĕçлеме куçрăм,- аса илет Елена Ананьевна иртнине.

- Бухгалтер ĕçне интереслĕ тетĕр. Маншăн вара вăл темшĕн кичемрех пек туйăнать, - калаçăва малалла тăсма тăрăшрăм эпĕ.

-Çук-çук, пĕрре те кичем марччĕ. Пĕр цифрăна пĕр çĕртен тепĕр çĕре çырасси маншăн асамлă пек туйăнатчĕ. Колхоз председателĕпе тĕп бухгалтер питĕ ырă кăмăллăччĕ. Юлташсем те лайăхчĕ. Каярах сутуçă ĕçĕ те кăмăла килекен пулчĕ. 23 çул иртнине сисмерĕм те. Ĕç ветеранĕ пулса та тăтăм, - темшĕн ассăн сывласа илчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.