Комментари хушас

1 Пуш, 2014

Çивĕч ыйтусем татăлĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку эрнере республикăри пилĕк хулана çитсе пĕлтĕрхи социаллă пурнăçпа, экономика аталанăвĕпе тата 2014 çулхи тĕллевсемпе паллашма палăртнă.

Юн кун Канашра пулчĕ. Малтан «Эмаль» ăслăлăх-производство фирмине çитсе курчĕ. Предприяти инноваци çул-йĕрĕпе вăй илсе хăйĕн продукцине Казахстанпа Беларуç Республикине çитиех ăсатать. Пĕлтĕр 4,2 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă, промышленноç валли 1160 тонна паха сăрă туса кăларнă. «Кăçал кăтартăва 10-15% лайăхлатасшăн», - терĕ Юрий Никоноров директор.

Унтан Михаил Игнатьев Хĕвел тухăç микрорайонне çул тытрĕ. Кунта пурăнма юрăхсăр çуртсенчи çынсене 2013-2017 çулсенче хăтлă хваттерсемпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн çурт çĕкленет. ЖКХ тытăмне çĕнетме пулăшакан фондран - 43 млн, республика бюджетĕнчен 24 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Çурт кĕркунне пуçламăшĕнче хута каймалла, 189 çын пурăнма куçмалла.

Канаш хула администрацийĕнче канашлу иртрĕ. Ĕçлĕ калаçу йĕркелениччен Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ йĕркепе тăрăшулăхпа палăрнисене чысларĕ. Андрей Дьячков врач-невролога, Александр Константинов тренер-преподавателе, Екатерина Пичуркина налук инспекторне, ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогне Ольга Светловăна, ача-пăча музыка шкулĕн директорне Лиана Андреевăна, 3-мĕш шкулăн учительне Ирина Захаркинăна ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе алла çыхмалли сехет пачĕ. Хула администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Искандер Мингалеев РФ Спорт министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Иванова Канашăн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе паллаштарнă май «Промтрактор-вакун» АХО пĕлтĕр япăх ĕçленине палăртрĕ, кăçал производство унчченхи çулсенчи шая çитес, ĕç тухăçлăхĕ ÿсес тĕллевлĕ терĕ. Йывăр промышленноç уксахланă пулсан та суту-илÿре, общество апатланăвĕнче, тÿлевлĕ пулăшу тытăмĕнче ÿсĕм самаях.

Пĕлтĕр хула бюджетне нухрат 2012 çулхинчен 35,4% нумайрах - 690,7 млн тенкĕ - хывнă. Уçă аукционсем ирттерсе çеç 14282,7 пин тенкĕ пуçтарнă. Çĕр налукĕнчен 23,1% ытларах укçа кĕнĕ.

Людмила Петровна ырă тĕслĕх чылай илсе кăтартрĕ, çитменлĕх те самаях иккен. Республика Пуçлăхĕ Канашра пурăнакансен вăтам шалу виçи чылай район-хула кăтартăвĕнчен пысăкраххине çирĕплетрĕ пулин те 29 предприятире ĕç укçи çынна пурăнма кирлинчен те пĕчĕкрех иккен. «Вĕсене ертсе пыракансемпе кашнинпех калаçрăм, мерăсем йышăнма хушрăм», - терĕ Людмила Иванова.

Канаш 2015 çулта 90 çул тултарать. Людмила Петровна ĕç коллективĕсем юбилее чыслăн кĕтсе илме хатĕрленнине, çавна май нумай ыйту татăласса пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр çурт-йĕр тăвассипе строительсем плана 102,2% тултарнă. Кăçал та тĕллев пĕчĕк мар. Ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенчен 68 çемьене куçармалла, нумай ачаллă пĕр кил-йыша, 11 тăлăх ачана хăтлă хваттерсем памалла...

Хулара шкул ÿсĕмне çитменнисен 15 учрежденийĕ ĕçлет. 2013 çулта 292 ача валли çĕнĕ сад хута кайнă.

- Кĕçĕн çулхисем валли учреждени çурчĕсем тата 3 кирлĕ. Вĕсене хула варринче, Хĕвел тухăç микрорайонта тата вакунсем юсакан завод çывăхĕнче тума палăртнă, - терĕ Людмила Иванова.

Канашра 3 çултисен ыйтăвне татса панине, 2015 çулта çак ÿсĕмрен кĕçĕннисем те садике çÿреме тытăнасса çирĕплетрĕ Михаил Васильевич.

Пухăннисем республика Пуçлăхне чылай ыйту пачĕç. Шупашкарти биатлон центрĕ, хытă каяшсен полигонĕ, ЖКХ, подъездсен умне автомашинăсем лартни...

Республика тĕп хулинче биатлон центрĕ çĕкленет, анчах вăл çĕр-шыври самаях хăтлисемпе танлашаймĕ. Лайăххине тума 1 млрд тенкĕ таранах кирлĕ. Полигон хула тулашĕнче пулмалла. Вăл ялсенче пурăнакансен кăмăлне те тивĕçтерĕ. Малтанах халăхпа канашламалла, хирĕç ан пулччăр.

Подъездсен умне е çывăхне автомашина лартни илемсĕр çеç мар, газонсене, ача-пăча валли тунă вăйă лапамĕсене çĕмĕрет, çынсене иртсе çÿреме чăрмантарать. Ку ыйтăва администраци, влаç шайĕнче татса памалла.

Доклада сÿтсе явма, ыйтусене хуравлама ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский, строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров хутшăнчĕç.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.