Комментари хушас

1 Пуш, 2014

Çынсем - химиксен хулин тĕп пуянлăхĕ

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пулнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хулари перинаталь центрĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Кунта регионăн сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программи пулăшнипе тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттернĕ, пепкесен патологи уйрăмне уçнă, ытти çĕнĕлĕх те пур. Медицина центрĕн тĕп врачĕ Алексей Кизилов палăртнă тăрăх - медиксен профессионализмĕ, çĕнĕ диагностика тата реанимаци оборудованийĕ ача амăшĕсене, тин çуралнисене çÿллĕ шайра медпулăшу кÿме май параççĕ. Çавна май кунта халь хула çыннисем кăна мар, кÿршĕ регионсенчен те килеççĕ. М.Игнатьев центр сотрудникĕсене тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав тунă, çамрăк хулан демографи лару-тăрăвне, пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли майсем пысăккине палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ «Леспром-2000» компанисен ушкăнĕн производствипе паллашнă. Кунта паха чÿречесем, алăксем, сĕтел-пукан туса кăлараççĕ. Пĕлтĕр компани патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Производствăна çĕнетме илнĕ кредитсен проценчĕсен пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен 408 пин тенке яхăн парса пулăшнă. Кунта 9,9 млн ытла тенкĕлĕх оборудовани туянса вырнаçтарнă. 2013 çулта «Леспром-2000» потребительсене 63,5 млн тенкĕлĕх продукципе тивĕçтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ производство йĕркелĕвне, продукци пахалăхне пысăка хурса хакланă.

«Химик» культура çуртĕнче Михаил Васильевич Çĕнĕ Шупашкарти предприятисен экспозицине пăхса çаврăннă, канашлăва хутшăннă. Унта хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă.

Канашлура сăмах илнĕ май М.Игнатьев çакнашкал тĕл пулусем халăхпа тÿрĕ çыхăну йĕркелессине тĕпе хуни çинчен каланă. Çавна май çынсем панă сĕнÿсене шута илсе тĕллевлĕ программăсене тÿрлетÿсем кĕртме пулать.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Сироткин хăйĕн докладĕнче Çĕнĕ Шупашкар аталанăвĕпе паллаштарнă. Пĕлтĕр хула бюджетне 1,3 млрд тенке яхăн тупăш кĕнĕ. Çивĕч ыйтусен шутĕнче - пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ пĕчĕкки, управляющи компанисен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕ ÿссе пыни, медицина учрежденийĕсенчи кадрсен дефицичĕ тата ыт.те. Халăх хула влаçĕсене чи малтанах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тĕлĕшпе ÿпкелет. Çынсен сăмахне итленĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ мэрин вĕсен ыйтăвĕсене татса парассинчен пăрăнма юраманни пирки асăрхаттарнă.

Хула çыннисен ыйтăвĕсене Сывлăх сыхлавĕн, Строительство, Экономика аталанăвĕн министерствисен ертÿçисем хуравланă. Канашлура палăртнă тăрăх - 2010 çултан тытăнса Çĕнĕ Шупашкара пулăшма федераци тата республика бюджечĕсенчен 2,6 млрд тенкĕ ытла уйăрнă. Çак укçапа ача сачĕсем тума, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерме, спорт, ЖКХ объекчĕсене çĕнетме, çулсем тума усă курнă. Хулари кашни тăваттăмĕш çемье ЖКХ пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме бюджет субсидине илет.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май М.Игнатьев хула çыннисем Çĕнĕ Шупашкарăн тĕп пуянлăхĕ пулнине палăртнă, вĕсем тăван хулашăн, унăн хăтлăхĕшĕн тăрăшса пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕл пулура çĕкленĕ мĕн пур ыйтăва шута илме шантарнă.

Тĕл пулу хулан тава тивĕçлĕ çыннисене патшалăх наградисене панипе вĕçленнĕ. Вĕсене тивĕçнисен шутĕнче - Валерий Благочиннов педагог, муниципалитет службинче нумай çул ĕçлекен Анатолий Кадеев, Маргарита Смирнова повар тата ыттисем. Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендие тивĕçнĕ çамрăксене саламланă, нумай ачаллă çемьесене амăшĕн капиталне тата çĕр лаптăкĕ илмеллине ĕнентерекен сертификатсем панă.


К.АВДЕЕВ

cap.ru сайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.