Комментари хушас

1 Пуш, 2014

Пенси çумне - хушăм

Ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхма уйăрнă тапхăра 2014 çултан пысăклатнине тĕпе хурса ĕç пенсине çĕнĕрен шутлаççĕ.

Асăннă ирĕкпе ачана 1,5 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ ашшĕ-амăшĕнчен пĕри усă курать. Анчах унăн тăсăмĕ 4,5 çултан иртмелле мар. Урăхла каласан стажа виçĕ ачана пăхмашкăн илнĕ отпуск вăхăтне кĕртеççĕ - кашниншĕн 1,5 çул.

Çĕнĕ йĕрке хальхи тата пулас пенсионерсемшĕн вăйра тăрать. Кун пек чухне 2002 çул хыççăнхи çакнашкал отпусксен вăхăчĕшĕн амăшĕсене пурне те пенси виçине шутласа параççĕ, мĕншĕн тесен ĕçпе тивĕçтерекенсем ун чухне страховани взносĕ тÿлемен, апла тăк пенси ÿсĕмне те витĕм кÿмен.

Ачасене 2002 çулччен пăхнă вăхăта илес пулсан ĕç хутшăнăвĕнче тăман, урăхла каласан тĕрлĕ сăлтава пула ачасене пăхнă чухне ĕç вырăнĕ пулман амăшĕсене кăна хушса параççĕ. Тĕслĕхрен, кил хуçи хĕрарăмĕсене тата студентсене...

Ĕç хутшăнăвĕнче шутланнă ашшĕ-амăшĕнне - ачана 1,5 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнисенне - асăннă тапхăрсене пенси виçи шутлама кирлĕ стажа кĕртнĕ ĕнтĕ. Çавна май вĕсен Пенси фондне çак ыйтупа пымалла мар.

Нумай ачаллă çемьесен пенси прависене Пенси фондĕнчи кăтартусем тăрăх пăхса тухаççĕ. Ача çурални çинчен ашшĕ-амăшĕ документ çитермен пулсан кирек хăш вăхăтра пырса пама юрать, кун пек чухне пенсие 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутлаççĕ.

Чăваш Республикинче çулталăк пуçланнăранпа йышлă çемьеллĕ 2,3 пин ашшĕн е амăшĕн пенсине виççĕмĕш ачине пăхнă тапхăра кĕртсе шутласа панă. Страхланă çулталăкăн хакне тата отпуск тапхăрне кура ÿсĕм вăтамран 55 тенкĕпе танлашнă. Страховани стажне çак тĕллевпе илнĕ отпускăн 4,5 çулне кĕртнĕ.

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ача пăхнă тапхăрăн 6 çулне шута илеççĕ. Çавна май йышлă çемьесен ашшĕ-амăшĕн ачисем çуралнин докуменчĕсене Пенси фондне маларах çитерсе памалла.


В.ИЛЬИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.