Комментари хушас

10 Авăн, 2015

Чăваш ачин ăвашах пулмалла…

Чăвашсем - авалхи халăх. Йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ паянхи куна çити упранса юлма пултарнă. Чăваш сăмахлăхĕ пуян та иксĕлми. Сăпка юрри юрлатпăр-и, юмах-халап калатпăр-и - хамăр чăваш иккенне палăртатпăр. Халăх хушшинче пулса иртекен пĕр пысăк ĕç те сăвă-юрăсăр, кĕлĕ сăмахĕсĕр, шÿтсĕр иртмен. Ватти çамрăккине вĕрентсе хăварма тăрăшнă. «Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă…» - тенĕ-çке аслă педагогăмăр И.Я. Яковлев та. Ачасене халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем урлă чăвашлăха туйма вĕрентнĕ.

Кирек хăш вăхăтра та ача-пăча çуратса ÿстересси, тĕрĕс воспитани парасси чăваш çыннишĕн тĕп вырăнта пулнă. Ахальтен мар пуль ĕнтĕ çемье çавăрма шут тытнă çамрăксене: «Сирĕн килте пÿрт тулли ача-пăча пултăр», - тесе пилленĕ. Чăваш çыннишĕн çемье пысăк вырăн йышăннă. Килте ача-пăча сасси янăрамасан пÿрт те пушă, унăн хăтлăхĕ те илĕртмест. Ача - çемье пуласлăхĕ, йăх-несĕле упраканĕ. Ахальтен мар пуль ватă çынсем: «Ача-пăчасăр пурнăç малалла каймасть», - теççĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн тем тума та хатĕр. Мĕн кирлĕ, çавна илсе параççĕ. Мĕн çиес тени яланах хатĕр. «Ачана çитĕнтернĕ чух пĕр ури шывра, тепри вутра», - тесе калани тĕрĕсех. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса ÿстерме çăмăл мар. Хăшĕ ачине çирĕпрех тытать, ытлашши иртĕхтермест. Хăшĕ вара виçесĕр ачашлать, хăй тĕллĕн утăм утма памасть. Пĕчĕклех ачаш ÿсекен ача пурнăç йывăрлăхне тÿссе ирттерме вĕренеймест. Ашшĕпе амăшĕ ăна тумлантарас, тутлă çитерес тесе тăрмашнине хаклама та пĕлмест.

Чăваш ачин чăвашах пулмалла. Çакна нихăçан та манмалла мар. Тăван чĕлхерен хакли çук. «Анне сăмахĕ - Турă сăмахĕ», - теççĕ. Анне чĕлхине пĕлмен çынна кам хисеплĕ? Чăн-чăн чăваш пулас тесен тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине, сăмахлăхне, историне пĕлмелле, тăван çĕре, тавралăха юратмалла. Хамăр чăваш пулнинчен вăтанмалла мар. Чăваш хăйне тепĕр чух ыттисенчен пĕчĕкрех, уйрăмрах тытать. Хăшĕсем харсăртарах çав, хулара пурăннăран тислĕкрен тасалса çитмен чăвашран йĕрĕнет, хăйне чăваш пек хресченех çăкăр çитернине манать. Чăваш ачи те кулач çиме тытăнсан тăван чĕлхене манас туртăм енне сулăнать. Çемьеленсен вара ачи-пăчине вырăслатать. Мăнукĕсем яла килсен хитре кăна асанне, кукамай тесе чĕнес вырăнне «баба», «бабушка», «бабуля» теççĕ. Ачасем пĕчĕклех шăкăр-шăкăр вырăсла калаçни япăх мар ĕнтĕ. Ялта пурăнакан çамрăк çемьесем те ачисене вырăсла пуплеме хăнăхтараççĕ. Çынран юласшăн мар. Пурнăçпа тан утса пыни питĕ лайăх. Анчах мĕн патне çитĕпĕр-ха малашне? Кун пирки сахал мар калаçаççĕ. Вĕçне-хĕрне тухма çук. Темле килсен те, чăваш ачин чăвашах пулмалла. Мĕн пĕчĕкрен тăван халăх юмах-халапне, сăвви-юррине итлесе ÿсмелле. Ваттисем каланă тарăн шухăшсене пуçрах тытмалла.

Анчах тепĕр чухне тÿнтерле ÿкерчĕк те куратпăр. Чăваш çынниех тепĕр чăваша такăнтарать, хăйĕнчен ирттерсе ярасшăн мар. Кирлĕ çынпа яланах япшар калаçать, сана вара ним вырăнне те хумасть. Юнашарах утса çÿретĕн çав çынпа, пĕр сывлăшпах сывлатăн. Тĕлĕнмелле япала мар-и? Мĕнрен килет ку, пĕлместĕп. Чипер, шăкăл-шăкăл пурăнни килĕшмест-и? Кĕвĕçÿ-и, курайманлăх-и? Кам пĕлсе çитерĕ? Ĕлĕкхи сăпайлă та йăваш чăваш чунĕ йÿнелсе пырать. Хаярланать чăваш. Усалли ыррине çĕнтерсе пырать. Шел. Питĕ шел!

Зоя ГРИГОРЬЕВА.

Çĕмĕрле районĕ,

Юманай.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.