Комментари хушас

9 Авăн, 2015

Инçетре çуннă чăваш çăлтăрĕ

Мюнхен. 1913 çул. Июнĕн 1-мĕшĕ. Хрусталь кермен. Кунта Бавари Королĕ çул уçса пынипе Пĕтĕм тĕнчери художество куравĕ - тĕнчери чи чаплă, вунпĕрмĕш - уçăлнă. И.Е.Репин каланă тăрăх - вăл «пĕтĕм тĕнчери чаплă япаласене» пухнă. Раççейри «хăйнеевĕрлĕ япаласене» те. Вĕсене И.И.Бродский, А.М.Васнецов, К.И.Горбатов, Н.Н.Дубовский, А.В.Маковский тата ытти художниксем çырнă. Çак паллă коллекцире «Чайная» картина та пулнă. Унăн авторĕ - Петербург Ÿнер академийĕнчен питĕ лайăх вĕренсе тухнă Алексей Афанасьевич Кокель /Афанасьев/. Çамрăк чăваш художникĕн çак ĕçне искусствăна хаклама пĕлекенсем кăна мар, Германири ÿнер критикĕсем те пысăка хунă. Çакна эпĕ нумаях пулмасть тĕпчесе пĕлтĕм.

Критиксем ăна вырăс ÿнер шкулĕн чи лайăх представителĕсен йышне кĕртнĕ. Вăл паллă çын пулса тăнине вырăс публицисчĕ тата поэчĕ А.В.Жиркевич «Архангельск мушикĕн» Михайло Ломоносовăн историйĕпе танлаштарать: «Ломоносовăнни евĕрлĕ юмах».

Хăйĕн пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕпе вăл чăваш, вырăс тата украин ÿнер искусствин аталанăвне палăрмаллах витĕм кÿнĕ. «Кĕмĕл ĕмĕрĕнчи» тата авангард тапхăрĕнчи Раççей ÿнер искусствин аталанăвĕ унăн ячĕпе çыхăннă.

Анчах, шел те, чăвашран тухнă Кокель художникăн чăваш культуринчи вырăнĕ пирки калас-тăк - кунта чăннипех те ăнланмалла мар: «А.Кокель чăваш художникĕ мар, эппин, чăваш професси ÿнер искусствине никĕслекенĕ мар» иккен.

Çакнашкал шухăша пуçласа 1928 çулта чăвашсен паллă композиторĕ Ф.П.Павлов каланă. «Картинăсен куравĕнче» статйинче вăл çапла çырнă: «Кокель художника та пĕлеççĕ. Ăна Раççейĕпех пĕлеççĕ ахăр. Анчах та вăл хăйĕн Тăван çĕршывне маннă, ытти вырăнсенче паллă пулма кăмăллать. Унăн картинисенче чăвашсен сăнарĕсем вырăн тупайман. Эпир вăл чăваш художникĕ пек усă кÿни çинчен мĕнле калаçма пултарăпăр ĕнтĕ? Ниепле те». Тепĕр 2 çултан çак шухăша чăваш художникĕ М.Спиридонов та «ырланă». 1930 çулхи июньте «Сунтал» журналта вăл çапла çырать: «Революциччен 5-6 çул маларах Ÿнер академийĕнчен Кокель чăваш вĕренсе тухнă, анчах та вăл чăвашсен хушшинче пачах та ĕçлемест, чăвашсен пурнăçне уçса паракан картинăсем пачах та çырмасть».

Вĕсем çирĕплетни тĕрĕс мар. Çакнашкал шухăшсем паян та тĕл пулаççĕ, вĕсем А.Кокель пултарулăхне туллин пĕлменнине çеç палăртаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем иртнĕ тĕле вăл наци темипе сахал мар картина çырнă, çав шутра - «Чăваш хĕрĕн портречĕ» тата «Чăваш сюити» ярăмри картинăсем. Хальхи вăхăтра вĕсем Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче упранаççĕ.

Наци професси ÿнер искусствин ăстисенчен пĕри Н.Сверчков «А.А.Кокель пирĕншĕн пĕрремĕш наставник пулнă» тесе палăртнă. Чăвашсен живопиç ăсти Ю.Зайцев та А.Кокеле хăйĕн учителĕ тесе шутланă, çакăнпа ĕмĕр тăршшĕпех мухтаннă.

Документсем çирĕплетнĕ тăрăх - Алексей Афанасьевич Тăван çĕршывне таврăнма ĕмĕтленнĕ, кунта вырăс тата тĕнче ÿнер искусствин чи лайăх традицийĕсене тивĕçлипех малалла тăсакан художество шкулĕ йĕркелесшĕн пулнă. 1935 çулхи июльте унăн ячĕ республика хаçачĕсенче пуçласа курăнать. Анчах та чрезвычайлă лару-тăру /ăна эпир хальлĕхе пĕлместпĕр/ А.Кокеле Чăваш Совет художникĕсен союзне йĕркеленĕренпе 2 çул çитнине уявлас умĕн Шупашкартан васкасах тухса кайма хистет. Яланлăхах каять вăл.

1943 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар Харькова фашистсенчен ирĕке кăларать. А.Кокель хваттерне шăнкăртаттараççĕ. Алăкне уçса ярсан художник офицер тăнине курать. Ку вăл фронт журналисчĕ, чăваш поэчĕ Ухсай Яккăвĕ пулнă. Художник-ентешне тăрăшсах шыранă вăл. «Эпĕ Сирĕн çинчен Шупашкара çырса ятăм», - пĕлтерет Ухсай Ужгородран янă çырăвĕнче 1945 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче. Анчах та Кокель тăван тăрăха килессе кĕтни кăлăхах пулнă.

Чăваш халăхĕ хăйĕн паллă ывăлĕ 1956 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче вилни çинчен те пĕлмен.

Кокель ятне чĕрĕк ĕмĕр ытла манăçа кăларнă. Живопиç ăстин мăшăрĕ Анна Афанасьевна аса илме хистет. 30-мĕш çулсен варринче вăл упăшкипе пĕрле Чăваш Ене килме пуçтарăннă, чăваш чĕлхине те вĕренме пуçланă. Анна Афанасьевна художник ятне унăн пултарулăхĕ урлă кунта илсе килме шутланă. Вăл пуçарнипе Украина Художниксен союзĕн Харьковри организацийĕ республика влаçĕсене Чăваш Енре А.Кокель картинисен куравне йĕркелеме чĕнсе каланă. Ăна 1964 çулхи февральте Чăваш художество галерейинче уçнă. Чăваш Енри хаçатсем 98 живопиç тата графика пуянлăхĕ хамăр патран тухнă паллă художника паян çеç пире уçса пани çинчен çырнă.

Анна Афанасьевнăна палăртнине туллин пурнăçа кĕртме май килмен. А.Кокель тăван тăрăхне таврăнать, анчах та нумайлăха мар. Пирĕн шутпа, республикăри художниксен аслăрах йышĕнчи çынсем ăстана йышăнманни чăрмантарнă. Вĕсем официаллă влаçăн культурăри политика çул-йĕрне палăрмаллах витĕм кÿнĕ. Çакна выставка хыççăн 6 çултан пичетленсе тухнă «Чувашской АССР 50 лет» кĕнеке те çирĕплетет. Унта Кокель пирки пĕр сăмах та çук.

Каллех - «чĕмсĕрлĕх» вăхăчĕ. Çак условисенче Анна Афанасьевна Кокелĕн пархатарлă пуçарăвне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультечĕн пĕрремĕш деканĕ А.Григорьев искусствовед малалла тăсать.

1980 çулта А.Кокель çуралнăранпа 100 çул çитет. Республика влаçĕ тăрăшнипе паллă художникăн, талантлă педагогăн тата общество ĕçченĕн юбилейĕ Чăваш Енпе Украина культура пурнăçĕн пысăк пулăмне çаврăнать. Кокель çуралса ÿснĕ Турхан ялĕнче асăну хăми, музей-усадьба, А.Кокель ячĕллĕ ачасен ÿнер шкулне уçнă. Харьковра, Киевра тата Шупашкарта конференцисем, Кокель картинисен куравĕсем иртнĕ.

Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ Турхансем ĕмĕтленме пултарайман ĕçе пурнăçланă - Украинăран живопиç ăстин мĕнпур картинине тенĕ пекех тăван çĕрне илсе килнĕ.

А.Кокель Раççейре тата Украинăра унăн 125 тата 130 çулхи юбилейĕсене анлăн уявланипе те манăçа кăларнă тапхăртан Чăваш Ене таврăнма пултарнă. Чăваш телевиденийĕ ÿнерçĕ çинчен 2 фильм кăларнă. Украина реставраторĕсем Е.Панченко, М.Коряковцева, Н.Титова тата ыттисем Кокелĕн шупкаланса, тĕсне çухатса пыракан 21 картинине тÿлевсĕрех çĕнетнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче А.Кокель ячĕллĕ Художество музейĕ уçнă. Ăна В.Путин Чăваш Ене килсен пысăк хак панăччĕ.

2007 çултанпа Турханта А.Кокель ячĕпе ÿнерçĕсен пленэрĕсем иртеççĕ. Вĕсене Раççейри тата Украинăри 93 киçтĕк мастерĕ хутшăннă. Украинăн тава тивĕçлĕ художникĕ, паллă живописец Александр Чередниченко калашле пленэр «Чăваш Енĕн сăнарлă искусство тĕнчинчи бренчĕ» пулса тăчĕ. Ку мероприятин хăйнеевĕрлĕхĕ - ăна халăх хавхаланăвĕпе /чăвашсем «ниме» теççĕ/ ирттерни.

2014 çулхи июль уйăхĕнче пленэра Турхана Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.В.Игнатьев та пырса курнăччĕ. Тĕлпулу чуна пырса тивмелле ăшшăн иртрĕ. Вăл ÿнерçĕсен пултарулăхĕпе паллашрĕ, чей ĕçнĕ хушăра калаçу искусствăн хальхи обществăри пĕлтерĕшĕ, культура ĕçченĕсемпе влаç хутшăнăвĕсем çинчен пычĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулнă хыççăн Кокель ячĕллĕ пленэрăн çĕнĕ статус хушăнчĕ - ăна ЧР Культура министерствин тĕп проекчĕсен программине кĕртрĕç.

Турхан ял тăрăхĕн ертÿçин Александр Сымовăн /сăнÿкерчĕкре/ шухăшĕпе, ку пленэр - ялăн пĕтĕм культурине «туртса кăларакан» локомотив.

Александр Николаевичăн ĕмĕчĕ - Турхан культура çуртĕнче Чăваш Ен, Раççей, Белоруçпа Украина хальхи художникĕсен картинисен Ялти галерейине туса хурасси.

XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Кокель ячĕ тата унăн пултарулăх еткерĕ аслă икĕ художникăн - А.А.Кокельпе И.Е.Репинăн - тăван кĕтесĕсем - чăваш ялĕ Турхан тата Украина хули Чугуев - çине тайăнса тăракан туслăх асамат кĕперĕ пулса тăнă. Паян çак асамат кĕперĕ хура тата юн тĕссемлĕ. Тăвансем пĕр-пĕрне вĕлерекен вăрçă тĕсĕсем. Çапах Александр Николаевичпа унăн ентешĕсем Турханпа Чугуев хушшинчи асамат кĕперĕ çутçанталăкри хăйĕн 7 тĕсне каялла тавăрассине питĕ çирĕп шанаççĕ. Çак вăхăт çитетех! Çапла пултăр!

Владимир ВАСИЛЬЕВ,

Раççей Журналистсен союзĕн членĕ,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ,

культурологи докторĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.