Комментари хушас

8 Авăн, 2015

Пĕтĕмпех Ун çинчен, пĕтĕмпех Ун ячĕпе е Кăйкăр çуначĕ айĕнче

Кун пек çумăр, яра кун тенĕ пек, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар таврашĕнче тахçанах çуманччĕ-тĕр. Сивĕ мар хăй, усал та мар, анчах...

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаçат Андриян Николаев космонавтăн çуралнă кунне халалласа çулсерен ирттерекен эстафетине уçнă хыççăн пуçланчĕ вăл, ашкăнчăкскер. Малтан ерипен, хăюсăррăн çурĕ, кайран хĕрсех кайрĕ пулас - чарăнма та пĕлмерĕ.

Çумăр-и, çумăр мар-и - иртнĕ шăматкун чăваш халăхĕн аслă ывăлĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 86 çул çитнине халалланă пысăк та сумлă мероприятисем пурте питех те çÿллĕ шайра иртрĕç. "Советская Чувашия" çулсерен ирттерекен спортпа туслăх уявĕ те /эпĕ унта пĕрремĕш хут пĕтĕм тĕнче пĕлекен Юрий Борзаковский спортсменăн шăнăрлă аллине чăмăртаса куртăм/, А.Г.Николаевăн тĕп хуламăрти палăкĕ умĕнчи савăнăçлă митинг та, пĕтĕм Шуршăл халăхĕн ял уявĕ те...

Нумай пулăм, нумай курăм яланлăхах ман асăмра юлчĕ çав кун. Пурне те асăнса та пĕтереймĕп. Çапах та... Мĕнле, епле асăнмасăр хăварас-ха манăн А.Г.Николаева халалласа, ăна чунтан-чĕререн юратса та хисеплесе ирттерекен ăмăртăва, спорт уявне, халăх питĕ йышлăн пуçтарăннине, çав уявра пурте - ватти те, вĕтти те - питĕ хаваслă та çутă сăнлă пулнине? Еплерех хавхаланса та çĕкленÿллĕн каларĕ хăйĕн салам-сăмахне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев /кун пек сăмахсене илтнĕ-итленĕ хыççăн такамăн та спортпа туслашасси килĕ!/ Еплерех чупрĕç тата VIP-персонăсем - хамăрла каласан, пĕтĕм республика, пĕтĕм чăваш халăхĕ пĕлекен, хисеплекен пултаруллă çынсем! Депутатсем те пулчĕç ку йышра, Правительство членĕсем те, предприятисемпе учрежденисене ертсе пыракансем те /питĕ шел, эп чупаймарăм - Шуршăла кайма палăртнăран спорт тумтирне тăхăнса пымарăм стадиона* чупнă пулсан, тем тесен те, финиша чи малтан çитеттĕм! Шÿтлетĕп, паллах/.

А.Г.Николаевăн Шупашкарти палăкĕ умне вара М.В.Игнатьевпа ытти официаллă çынсем чĕрĕ чечексем юхтарса çăвакан çумăр айĕнчех хучĕç. Михаил Васильевич, ăна-кăна пăхмасăр, палăк умне пуçтарăннă хисеплĕ кинемейсемпе мучисене, яштака çамрăксемпе чипер пикесене /вĕсем юнгăсен шкулĕнчен пулчĕç-тĕр/ алă тытса ăшшăн саламларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Çак палăк умĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем Виктор Горбаткопа Виктор Савиных еплерех ăшшăн аса илчĕç тата хăйсен çывăх тусĕ пулнă чăваш Кăйкăрне! "Паянхине шутласан, - терĕ Виктор Васильевич Горбатко, - эпĕ Чăваш Енре 25-мĕш хут! Мана питĕ килĕшет Чăваш Ен, чăваш халăхĕ Андриян ятне, сăнарне еплерех асра тытни, еплерех упрани! Маттурсем эсир! Тавтапуç сире!"

Шупашкартан Шуршăлалла çул тытнă чух Кăйкăрăмăрăн ялĕнче çумăр чарăнасса кăштах шаннăччĕ - çук, шанни тÿрре тухмарĕ, Шуршăлта та çав пуçтах çумăр хăйĕн хура ĕçне тума чылайччен пăрахмарĕ, çурĕ те çурĕ, лÿшкерĕ те лÿшкерĕ. Анчах пире, Андриян Григорьевича чунтан-чĕререн юратакансене, сума сăвакансене, çумăр хăратаять-и? Çук, паллах! Шуршăла вĕçтерсе çитсен чи малтан чăн-чăн паттăрсене - велосипедистсене - куртăмăр. "Хурçă учĕсене" вĕсем Космонавтика музейĕ тавра тăратса е вырттарса хунă. Хăйсем - йĕп-йĕпе! Юхтарса çăвакан çумăр айĕнче велосипедпа Шупашкартан Шуршăла çитсе курăр-ха эсир! Кун пек паттăрлăха кашниех тăваймасть!

...Палăртнă вăхăт çитсен, Шуршăлти Космонавтика музейĕ умĕнче А.Г.Николаев çуралнăранпа 86 çул çитнине халалланă савăнăçлă митинг пуçланчĕ /калас пулать, çумăр чарăнмасăр çунине пăхмасăр уява пуçтарăннисем саланмарĕç, таçта тарса пытанмарĕç* çакна, сăмах каланă чух, Мускавран килнĕ хаклă хăнасем те палăртса хăварчĕç/. Халăх умне тухсан, Михаил Васильевич Игнатьев яланхи пекех хумханса та хавхаланса каларĕ хăйĕн сăмахне. Уншăн, шкул ачи чухнех "чĕрĕ Андрияна" хăйĕн куçĕпе курнă, Виççĕмĕш космонавт чăваш ачисемпе чăвашла калаçнине итленĕскершĕн, Андриян Григорьевич Николаев - чи хаклă, чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Çавăнпа та Михаил Васильевич Шуршăлти музее аталанма та капăрланма пулăшас, Чăваш Енри çамрăк космонавтсен юхăмне сарăлма та вăй илме май парас тĕлĕшпе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать. Ахальтен мар ăна Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Виктор Горбатко çав митингра пĕтĕм халăх умĕнче Раççей Космонавтика федерацийĕн "Дважды Герой Советского Союза, летчик-космонавт СССР Николаев Андриян Григорьевич" ылтăн медальне парса чысларĕ. Çавăн пекех В.В.Горбатко çак медальпе медицина наукисен докторне, Раççей Писательсен союзĕн членне Николай Григорьева, "Комплекс" строительство фирмин директорне, ЧР тава тивĕçлĕ строительне, паллă мецената Валерий Гордеева тата çак йĕркесен авторне чысларĕ...

...Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш пулăм пулса иртрĕ Шуршăлта иртнĕ шăматкун. Мĕнле пулăм тетĕр-и? А.Г.Николаевпа унăн хĕвел пек çутă сăнарлă амăшĕ Анна Алексеевна çуралнă кун /Анна Алексеевна çуралнăранпа кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче 115 çул çитрĕ/ пĕрремĕш хут Шуршăла тĕрлĕ районсен ентешлĕхĕсен /пурĕ 19 ентешлĕх!/ ертÿçисем пуçтарăнчĕç. Пуçтарăнчĕç кăна мар, вĕсем музейпа паллашнă хыççăн савăнăçлă митинг ирттерчĕç, унта виççĕмĕш космонавт пирки чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕç, Кăйкăрăмăрăн вилтăприйĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç /ентешлĕх ертÿçисем Шуршăла килсе çитес умĕн... çумăр чарăнчĕ! Тĕлĕнмелле! Ăнать-çке пĕрисене!/

Унтан эпир - тĕрлĕ районсенче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан чăвашсемпе вырăссем тата тутарсем - Шуршăлти Космонавтика музейĕн çулсерен те кунсерен илемленсе пыракан паркĕнче пурсăмăр та пĕрле йывăç лартрăмăр /йывăçĕ - туя ятлăскер/. Çапла вара, асăннă паркра çĕнĕ аллея уçăлчĕ - ентешлĕхсен аллейи.

Йывăç лартнă, тума палăртнине хавхаланса тунă хыççăн эпир Çавал тăрăхĕнче пурăнакансен Шуршăлта ирттерекен чаплă уявне /кун пек уяв-фестиваль те пур иккен - пĕлменччĕ/ хутшăнтăмăр. Кунта та, сцена çинчен сăмах калакансем хăйсем А.Г.Николаевăн вилĕмсĕр çутă сăнарне яланах асра тытни çинчен каларĕç, паттăр ывăл çуратса ÿстернĕшĕн Шуршăла тав турĕç, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.В.Игнатьев юлашки çулсенче Чăваш Ене малалла аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленине палăртрĕç, суйлавçăсене çитес суйлава хастаррăн хутшăнма чĕнсе каларĕç.

...Çапла иртрĕ маншăн иртнĕ шăматкун - 2015 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕ - ăшă çумăрлă кун, вăрăм кун, ирех çĕнĕ сăвă çырнă кун, хавхаланупа та мăнаçлăхпа тулнă кун, аслă та мухтавлă Андриян Николаев космонавтпа унăн асран кайми амăшĕ Анна Алексеевна çуралнă кун.

Валери ТУРКАЙ

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.