Юррăмсемпе халăх шăпине уçса патăм
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш студенчĕсен хушшинче эпĕ ыйтăм ирттертĕм: «Эсир тăван халăхăн миçе юррине пĕлетĕр?» 103 студентран 5-шĕ çеç виçшер юрă пĕлет... Çав тери пăшăрхантаракан тĕслĕх.
Çĕр çинче 6 пин ытла халăх пурăнать. Пĕр-пĕр çын хăйĕн йăхташĕсен пине яхăн юррине асра тытма пултараять-и? Хуравĕ - паллă: «Пулма пултараймасть!»
Çук, çук! Пур çакăн пек халăх. Чăвашсем кусем! Шăпах чăвашсен çакнашкал гениллĕ юрăç пур. Ăна Гаврил Федоров теççĕ.
Гаврил Федорова хăйĕн ялĕн çынни - Петр Скачков вĕрентекен чапа кăларнă. «Пĕррехинче эпĕ хамăн юррăмсене «йĕркене кĕртме» шут тытрăм. Çĕнĕ юрăсемпе пĕрлех маларахрисене те, ачалăхра илтнисене, аса илме пуçларăм. Вĕсенчен пĕрне те асăмран кăларас мар тесе тăрăшрăм. Юррăмсене шутласан ялти вĕрентекенĕме Петр Скачкова каларăм, «мухтантăм» ун умĕнче...» - çапла каласа кăтартнă Гаврил Федорович хăй. Вăл «мухтанни» çинчен «Вырăнти тăрăха тишкерекен обществăн музыкăпа этнографи секцине» çыру çырса янă. Унта вăл Томаккассинче хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăç Гаврил Федорович Федоров пурăннине, чăваш халăхĕн 400 юррине асра тытнине пĕлтернĕ. 1929 çулхи хĕлле юрăçа Шупашкара чĕнсе илнĕ. Чăваш композиторĕсем Ф.П.Павлов, С.М.Максимов, В.П.Воробьев, Т.П.Парамонов унран малтанхи 235 юррине çырса илеççĕ.
«Музыка специалисчĕсем вĕсемпе хытă кăсăкланни мана çĕнĕ кĕвĕсем «шырама» хавхалантарчĕ, - тенĕ Г.Федоров. - Çак вăхăтранпа пĕртен-пĕр шухăшпа çунатланаттăм: ăçта та пулин е камран та пулин илтме тивнĕ юрăсене май килнĕ таран пурне те аса илмелле, «тупмалла». Гаврил Федоров чăвашсен çĕршер кĕввине сăмахсемсĕр асĕнче хăварнă: хăна юррисем - 134, çамрăксен - 52, туй - 32, салтак - 5, ĕçкĕ-çикĕ юррисем - 4. Ку е унран каярах çырса юлнă юрăсем манăçа тухма пултарнă.Гаврил Федорова Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне те паман. Тĕрĕсмарлăх мар-и çакă?Шел те, паян та çаплипех ăна асăнса нимĕн те туман-ха. Чăваш халăхĕн тĕлĕнмелле талантне хисеп туса ку таранччен палăк та лартма юратчĕ-тĕр.
Гаврил Федоровăн пултарулăхĕ ÿссе çĕкленнĕ тапхăрта республика ертÿçисем «национализмшăн» айăпласран сехĕрленнĕ пулмалла, «партире тăман» талантсемпе ĕçлеме ерçÿ çитермен. Гаврил Федорович пухнă халăх юррисем çинчен нумайлăха маннă.
1982 çулхи май уйăхĕнче «Ялав» журналта «Ăçта-ши халăх юрри, ăçта пирĕн шăпăр?» статья пичетлесе кăлартăм. «Советская Чувашия» хаçатра чăваш халăх юррине хÿтĕлесе калаçу пуçарнине Чăваш Республикин радиокомитечĕн ун чухнехи председателĕ Павел Крысин ырласа йышăннăччĕ, çавăн хыççăн радиопа тепĕр чухне халăх юррисене итлеме май пурччĕ. Халăх пултарулăхĕн çурчĕ çумĕнчи комисси вара эпĕ илемлетсе хатĕрленĕ чăваш халăх юррисене йышăнмарĕ. Мĕн тумалла-ши ĕнтĕ тесе шухăшлаттăм: классика произведенийĕсене, «официаллă» кĕвĕсене, композиторсен юррисене юрламалла-и е репертуара халăх юррисене ытларах кĕртмелле? Мана Гаврил Федоров пулăшрĕ. Унăн çĕршер юрринчен эпĕ чăваш халăх пурнăçĕн мĕнпур енĕ çинчен каласа кăтартаканнисене суйласа илтĕм. Профессионал юрăçсем çав тери кăмăлсăр пулчĕç пулин те мана «правительство» концерчĕсене чĕнме пуçларĕç.
...Юрăçăн ачалăхĕ йывăр килнĕ. Çемье йышлă пулнă - 10 ача: 4 ывăлпа 6 хĕр. Пурте ача чухнех вилнĕ. Г.Федоров хăй каласа кăтартнă тăрăх - ашшĕпе амăшĕ чăвашсен авалхи йĕркине тытса пырса ачисем вилесрен вĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне «Анна» тата «Иван» ятсем хунă. Анчах та мĕскĕнсем пурпĕрех вилнĕ. Пĕр хĕлте кăна Гаврилпа пĕртăван 3 хĕр вилнĕ. Гаврил - пиллĕкмĕш ача - пĕчченех юлнă. Вăл 1878 çулхи мартăн 17/29/-мĕшĕнче çуралнă. Чуна сиплĕх кÿрекен кĕвĕсемех çăлса хăварнă пулмалла ăна. Пĕлÿ илме, паллах, пултарайман. Ашшĕ те йывăр чирлесе вилнĕ. Гаврила пĕве кĕричченех тĕрлĕ çĕре çитме пÿрнĕ. 14 çултах Хусан хулине лекнĕ, Чикме, Шупашкар хулисенче, Тĕрлемесре, Чăваш тăрăхĕнчи нумай ялта пулнă. Кашни хутĕнчех тăван ялне çĕнĕ юрăсемпе таврăннă. Килĕнче карçинкка çыхнă, платник ĕçĕпе аппаланнă. Атăл çинче грузчикра, Ехрем купсан хăма çуракан заводĕнче поденщикра тăрмашнă, бурлакра çÿренĕ. Яланах - юрăпа. Сывлăхĕ те çирĕп пулнă курăнать - 1962 çулхине 88 çула çитсе çĕре кĕнĕ.
Хăй каланă тăрăх - амăшĕ Ирина Михайловна хуйхăрса асаплансан та юрăсăр пурăнман. Арçын ача хурлăхлă кĕвĕсене мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿснĕ, каярах çапла аса илнĕ: «Унăн юррисем кăмăла каятчĕç, манăн репертуарта вĕсем чи авалхисем». Гаврила вăхăтсăр çĕре кĕнĕ аппăшĕ-пиччĕшĕсемшĕн, йăмăкĕ-шăллĕсемшĕн хурланнине юрра юратнипе çĕнтерме пултарнă. 4 çулта чухнех туй юрри пĕлнĕ. Хăй çапла каласа кăтартнă: «Туй юррине эпĕ кăштах çеç астăватăп. Çуллахи шăрăх кун урам тăрăх лав унталла-кунталла çÿрет, ун çинче илемлĕ тумланнă хĕрарăмсем ларса пыраççĕ, тутăрсене вĕлкĕштерсе çак юрра шăрантараççĕ. Çапла эпĕ ăна ĕмĕрлĕхех астуса юлнă. Çăварни тата туй юррисене 1884 çултанпа астăватăп».
Хăй аса илнинченех: 5-6 çулта кÿршĕллĕ Арккасси ялĕнчи хресченсенчен илтнĕ кĕвве ĕнĕрлесе çÿренĕ, 7 çулта Чучукасси салине туй юррисене итлеме кайнă, 9-та ватă Çтаппан кĕсле каланине тăнланă, 10 тултаричченех хăйсен ялĕнчи Элекçей Пайкушран вĕреннĕ шÿтлĕ юрăсене - «Мăнаç Макçăм хĕрне качча парать» тата «Кам эсĕ?» - шăрантарнă. Вăл юрă тĕнчинче ÿснĕ. Амăшĕ юрланине, ашшĕпе куккăшĕ кĕсле каланине илтсе, юрă уявĕсене çÿресе чăваш юрри патне чун-чĕрипе туртăннă. Чăваш ялĕсенче кирек камăн туйĕ пуриншĕн те уява çаврăннă. Ялĕпех туй курма çÿренĕ. Гаврил Федоров та хăйĕн ялĕнче пĕр туйран та юлман. Степан Максимов композитор Гаврил Федоров ача чухне кÿршĕри ялсенче Апашра, Тренкассинче, Кÿкеçре тата ытти çĕрте илтнĕ юрăсене çырса илнĕ. Юрăç хăй каланă тăрăх - вĕсене 4-5 çулта чухнех астуса юлнă. Пурĕ вăл чăвашсен 64 туй юррине пĕлнĕ. Вĕсенчен пĕрне - «Ой, милăй Чутикас» - эпĕ хам валли суйласа илтĕм. Вăл манăн шăпана улăштарчĕ. Пурнăçăм тăршшĕпех тĕп юрă пулса тăчĕ.
Гаврил Федоров упраса хăварнă кĕреке юррисен ушкăнне «Аки-сухи юрри» ятпа икĕ кĕвĕ кĕрет. Вăл тăрăшнипе кун çути курнă çак юрăра чăвашсен пурнăçĕн тĕп никĕсĕсене палăртнă: пĕрремĕшĕ - «Асран кайми аки-сухи», иккĕмĕшĕ - «Асран кайми атти-анни», виççĕмĕшĕ - «Виличчен пĕрле, ай, пурнар-и». Степан Максимов «Алран кайми аки-сухи» юрра хорпа юрлама илемлетсе хатĕрленĕ. Сцена çинче эпĕ ăна пĕччен юрлатăп. Юрлама пуçличчен яланах пĕр шухăш пуçра тăрать: çак юрра миçе ĕмĕр каялла шухăшласа кăларнă-ши? Кашни чăвашшăн гимн пекех янăрать вăл. Раççей Культура министерстви мана Мускава Пĕтĕм Союзри «Мелодия» фирмăна юррăмсене çырма чĕнсе илнĕччĕ. Эпĕ юрлакан чăваш юррисен пысăк пластинкине хатĕрлеççĕ. Тăхтав. Ун хыççăн çак юрра çырмалла. Пăхатăп, музыка инструменчĕсем тăраççĕ. Аппаланса пăхатăп: чиркÿ чанĕн сассипе кăларма пулать-и кĕвве? Май килтертĕм! Ĕмĕрсен юррисене чан сассипе çыртăмăр. Грампластинкăна /унта чăваш халăхĕн 16 юррине кĕртнĕччĕ/ çĕршывăн мĕнпур регионĕнчи Халăх пултарулăх çурчĕсене валеçсе панăччĕ.
Пысăках мар Томаккасси ялĕ. Гаврил Федоров хăй аса илнĕ тăрăх - унта 25 кил çеç пулнă. Çак пĕчĕк ялта вăл 212/!/ юрă вĕреннĕ. Юрăпа çыхăннă çакнашкал ялсем пулман-тăк эпир Гаврил Федоров пултарулăхĕ çинчен пĕлееттĕмĕр-и-ха? Вырăс ăсчахĕ В.А.Мошков: «Сахал йышлă халăхсен хушшинче чăвашсем музыкăна пуринчен те ытларах юратакан халăх», - тенĕ.
Гаврил Федоровăн шÿтлĕ юррисенчен /вĕсем унăн - 41/ пĕрне юрлатăп эпĕ. «Турă сыхлатăрах, эпĕ хĕре тĕл пултăм» ятлă вăл. Гаврил Федорович ăна 1895 çулта Томаккасси ялĕнчи Кĕçтукран илтнĕ. Степан Максимов композитор нотисене çырнă. Юррăн илемлĕх сăнарне хама кирлĕ пек йĕркелемешкĕн эпĕ куплечĕсене çеç вырăнпа улăштартăм.
...Ыран В.И.Ленинăн тата Чăваш АССРĕн юбилейне паллă тăваççĕ. Правительство концерчĕсен программине мана тăтăшрах кĕртме пуçланăччĕ ĕнтĕ, анчах хальхинче çак программăра эпĕ çукчĕ. Концерт умĕн кĕтмен çĕртенех мана КПСС Шупашкар хула комитетне чĕнеççĕ - концертра юрламалла иккен. Çак юрра шăрантаратăп. Кун хыççăнах КПСС обкомне элек çитнĕ, манăн ăнлантарса çырмалла - Чăваш АССРĕ 60 çул тултарнине уявланă кунсенче сцена çине Ленин çинчен хывнă юрăпа мар, чăваш/!/ халăх юррипе тухма мĕнле хăйнă?
Гаврил Федоров репертуарĕнче рекрут юррисем - 15. Эпĕ «Эпир часах килмĕпĕр» ятлине суйласа илтĕм. Ăна юрăç тара илнĕ призывниксенчен пасарта илтнĕ. Хăй каласа кăтартнă тăрăх - тара илнĕ пулас салтака пуянсем 400-800 тенкĕ тÿленĕ. Çапла майпа хăйсен ывăлĕсене салтак службинчен хăтарнă. Виçĕ куплет юрлатăп. Виççĕмĕшне хам хушрăм. Çав тери хурлăхлă юрă. Юрланă май Хветюк пичче çинчен шухăшлатăп. Вăл патша вăхăтĕнче пурăннă, службăра 25 çул тăнă, салтак çулĕсемпе пин-пин çухрăм утнă. Юрă хурлăхпа тулнă. Çак юрра Америкăри Канзас хулинче ватăсем валли юрланă чухне пĕр хĕрарăм куççульне шăлнине асăрханăччĕ. Чăвашла вăл пĕр сăмах та ăнланман вĕт-ха.
Акă, тепĕр юрă. Ĕç юрри. Унăн кĕввине Гаврил Федоров Тăмаккассинче 1896 çулта илтнĕ. Яла инкек килнĕ, çурхи шыв-шур шывармань пĕвине татса кайнă. Çĕнĕ пĕвене хăвăрт тунă май ял çыннисем çак хурлăхлă, çав вăхăтрах хавхалануллă кĕвĕ çеммипе 114 свай çапнă. Йывăр вăхăтра вĕсене юрă пулăшнă. Эпĕ ăна халăх ăсти Виктор Чернов парнеленĕ шакăртмапа усă курса юрлатăп. Халĕ халăхра пĕлекен «Нимене» юрра Гаврил Федоровран çырса илнĕччĕ, Григорий Яковлевич Хирпÿ композитор хатĕрленĕ хыççăн юрлама пуçларăм. «Аки-сухипе» танлашма пултаракан çак юрра яланах пысăка хурса хаклатăп.
Халăх юрăçин юррисем Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те янăраççĕ. Вĕсене эпĕ республикăри ялсемпе хуласенче шăрантарнă, Тăван çĕршывăн нумай кĕтесне çитнĕ. Юрăпа Испанире, Ирландире, Германире, Чехире, Венгрире, Польшăра, Америкăра, Индире пултăм... Юррăмсене нумай наци çынни итлерĕ. Вĕсен урлă эпĕ чăваш халăхĕн шăпине уçса пама тăрăшрăм.
Владимир ЧЕКУШКИН,
Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,
философи ăслăлăхĕсен докторĕ