Комментари хушас

4 Авăн, 2015

Библиотекăсене кăна кирлĕ-ши?

Литература çулталăкĕ вĕçлениччен тăватă уйăха яхăн çеç юлчĕ. Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе кĕнĕччĕ 2015 çула. Пирĕн писательсем хавхаланса ĕçлесе тĕнчене тĕлĕнтермелле хайлавсемпе савăнтарĕç тенĕччĕ. Çапла шухăшлама сăлтавсем те çук марччĕ: Чăваш Енре çыравçăсен союзĕсем виççĕн тан ĕçлетчĕ, кăшт каярах тата тепри - ÇИП /Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ / !/ чăмăртанчĕ. Культура керменĕсемпе вулавăшсем кĕр-кĕрлесе тăрасса кĕтнĕччĕ.

Чăваш Енре 2015 çул - Константин Иванов çулталăкĕ те. Вилĕмсĕр поэтăмăрăн 125 çулхи юбилейĕ вăхăтĕнче «пăр» пĕр тапхăр тапранса та илчĕ: шкулсенче, клубсенче, библиотекăсенче «Нарспи» авторне халалланă сехетсем, каçсем, тĕлпулусем, вулавсем иртрĕç. Пысăк ушкăнпа Иванова пурнăç парнеленĕ хутлăха - Пушкăртстанри Слакпуç ялне - кайса килтĕмĕр те - шăплантăмăр. Писательсене инçе çул питĕ ĕшентерчĕ-ши? Константин Иванов çулталăкĕ те, Литература çулталăкĕ те кирлĕ мар-шим вĕсене? Союзĕсем те, пĕрлĕхĕсем те пур, ĕçĕ кăна çук.

Пăхатăн та - пирĕн тăрăхра Литература çулталăкĕ библиотекăсене кăна кирлĕ пек туйăнать. Халăхпа вулавăшсем кăна тачă çыхăну тытаççĕ. Тĕрĕссипе, çакă та начар мар-ха. Акă, çак кунсенче Етĕрне районĕн тĕп библиотекине çитсе куртăмăр.

Библиотека директорĕ Нина Долгова пирки «хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста» тенĕ пулăттăм. Нина Арсентьевнăпа нумай çул каяллах паллашнă, ун чухне вăл район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçиччĕ, 10 çул /2002-2012Ÿ çак тивĕçе пурнăçланă, библиотека тытăмĕнче вара - 1977 çултанпа. «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята та вулавăшри çитĕнÿсемшĕнех тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра районта 21 биб­лиотека тата кĕнекепе тивĕçтерекен 8 пункт. Вĕсенче пурĕ 45 çын тăрăшать.

- 2015 çул - Етĕрне районĕн тĕп библиотекин ĕçченĕсемшĕн уйрăмах асра юлмалли çулталăк. Раççейре Литература тата Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕсем пулнăран кăна мар, тăван хулара библиотека уçнăранпа шăпах 125 çул çитрĕ. Ку енĕпе хăй вăхăтĕнче пирĕн Таланцев купсан аслă ывăлĕ Николай Михайлович уйрăмах тăрăшнă. 1892 çултанпа вăл хула библиотекин комитечĕн членĕнче тăнă. Шăллĕ те - Зиновий Михайлович - пуçарулăх кăтартнă. Паян пурăнакансем вĕсем çинчен манмаççĕ, акă, нумаях пулмасть библиотека умне шăпах Зиновий Таланцевăн бюстне вырнаçтарса лартрăмăр, - каласа парать Н.Долгова.

Çакна та палăртса хăвармалла: библиотека хăй те «ватă» çуртра - вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи истори палăкĕ шутланаканскерте - вырнаçнă. Вулавăш унта куçиччен, 1917 çулччен, кунта земство пухăвĕ ĕçленĕ. 1919 çулта хула библиотекинчен уесăн тĕп вулавăшне йĕркеленĕ. Вара кĕнеке фончĕ вуншар хут ÿснĕ. Паллах, меценатсем питĕ нумай пулăшнă. Таланцевсемех килĕнчи кĕнекесен пуян пуххине парнеленĕ. 1919 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче Етĕрне уесĕн çутĕç пайĕн ĕçченĕ 6569 кĕнеке йышăнни çинчен çырнă акт кăна лайăх çирĕплетет.

Уес вулавăшне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. «Кĕнекене - массăна» ятпа иртнĕ каçра паллă врач-хирург, Лев Толстоя сипленĕ Константин Волков та сăмах каланă.

1936 çулта Етĕрне район библиотеки Пĕтĕм Союзри конкурсра çĕнтернĕ, Хисеп грамотипе 2000 тенкĕлĕх кĕнеке пуххине тивĕçнĕ. Вăрçă çулĕсенче Совет информбюро хыпарĕсемпе паллаштарнă, стена хаçачĕсем кăларнă, вăрçă темипе çыхăннă литературăн витринисене йĕркеленĕ. Таланцевсем библиотекăна парнеленĕ 7 пин ытла тома 1954 çулта Чăваш Республикин тĕп библиотекине панă. Халĕ çак произведенисем Наци библиотекин сайра тĕл пулакан тата уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кăларăмсен пайĕнче упранаççĕ.

Çакăн пек пуян кунçуллă Етĕрне район библиотеки. Литература çулталăкне районти вулавăшсен ĕçченĕсем январĕн 30-мĕшĕнче уçрĕç. Районти культура çуртĕнче иртрĕ вăл. Ун умĕн çав кунах районти Палтай ялĕнчи вăтам шкул çине чăвашсен пĕрремĕш киноактрисине Татьяна Степановна Максимова-Кошкинскаяна чыс туса Асăну хăми уçрĕç. Тани Юн тата библиотека ĕçченĕсем: мĕн çыхăнтарать вĕсене?

Нина Долгова ун чухне çапла пĕлтернĕччĕ:

- 2013 çулта районăн тĕп вулавăшĕ ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕ - «Туслăхпа юрату кĕперĕ: Чурпай - Кăнна Кушки» проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Кăнна кушкинче Тани Юнăн мăшăрĕ Иоаким Максимов-Кошкинский çуралнă. Асăннă проекта тăсса кун çути курчĕ те ĕнтĕ Асăну хăми.

Паянхи ĕçсем çинчен Нина Арсентьевна çапла каласа парать:

- Библиотека умĕнче вуншар тĕллев тăрать, вĕсенчен пĕри - халăхăн пысăк сийне кĕнекепе çывăхлатасси. Çĕршыв, республика ертÿçисем çакна асра тытни, вулав культурине ÿстерес тесе ăнтăлни пирĕн ĕçе хисепленине, библиотекарьсене шаннине палăртать. Мĕнле майпа кĕнекепе кăсăклантарма пултаратпăр-ха халăха? Майĕсем пур-ха, ĕçлеме кăна ÿркенмелле мар. Эпир вара тăрăшатпăр. Конкурссене, кĕнеке фестивалĕсене хутшăнатпăр, вĕсене хамăр та йĕркелетпĕр. «Чăваш Ен литератури: чи нумай вуланнă кĕнеке» республика конкурсĕнче пĕр хут кăна мар çĕнтернĕ.

Нина Долгова пĕлтернĕ тăрăх - Килтĕшре, Мăн Сĕнтĕрте хăйсен ентешĕн Леонид Агаковăн произведенийĕсене сÿтсе явнă. Литература çулталăкĕ пулнипе кăна мар, писатель çуралнăранпа 105 çул çитни те ачасемпе аслисене алла «Ылтăн вăчăра», «Салтак ачисем» тата ытти произведенисене тыттарнă. Леонид Яковлевич - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăннă, нимĕç фашисчĕсене çунтарнă. Сăмах май, «Салтак ачисем» кĕнеке кун çути курнăранпа кăçал шăпах 50 çул çитнĕ.

Константин Ивановăн 125 çулхи юбилейне вара районти пур вулавăшра та анлăн паллă тунă. Акă, Пушкăртри библиотекăра иртнĕ литература конкурсĕнче икĕ команда - «Нарспипе» «Сетнер» - ăмăртнă. Шкул ачисем Ивановăн вилĕмсĕр поэминчи сыпăксене вуланă, поэтăн биографийĕнчи самантсене аса илнĕ.

Агротехникумра вĕренекенсем «Паллă романсен тĕнчипе» паллашнă. Хальхинче ăна Федор Достоевскин пултарулăхне халалланă. Мультимедиа презентацийĕсĕр пуçне таврапĕлÿ миниатюрисен театрĕн артисчĕсем тата агротехникум студенчĕсем «Белые ночи», «Преступление и наказание», «Братья Карамазовы» произведенисенчи сыпăксене кăтартнă.

Май уйăхĕнче тĕп библиотекăн вулав залĕнче «Писатель йыхравлать» курав ĕçленĕ. Ăна Михаил Шолохов çуралнăранпа 110 çул çитнипе çыхăнтарнă. Унсăр пуçне «Шолохов. Паллă тата паллă мар самантсем» ятпа портрет-каç ирттернĕ.

Александр Пушкинăн çуралнă кунне çулленех паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Литература çулталăкĕнче тата та витĕмлĕрех йĕркелеме тăрăшнă: кăçалхи «Пушкин кирек хăш саманара та» мероприятипе асра юлнă.

- Пирĕн тăрăхра нумай çыравçă ÿссе çитĕннĕ, вырăнта пурăнакансем те пур. Сăмахран, кăçалхи мероприятисене Валерий Муравьев, Галина Павлова, Галина Столярова, Сăкăт Ванькки, ыттисем хастар хутшăнаççĕ. Тĕп библиотекăра йĕркелекеннисене кăна мар, ялсенчи тĕлпулусене те çÿреççĕ. Акă, Валерий Венедиктовичпа Кăкшăмри вулавăшра йĕркеленĕ «Пурнăç тăршшĕпе - кĕнекепе» мероприятире поэтăн сăввисене шкул ачисем пăхмасăр вуласа пачĕç. Екатерина Семенова вĕрентекен-пенсионерка писателĕн «Сукмак» эсси çинчен чарăнса тăчĕ, автор вулакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Валерий Муравьев сăнарсене пуçран шухăшласа кăлармасть, вăл вĕсен ĕмĕтне, шухăшне туйса, пĕлсе тăрать. Мĕнле майпа? Çыравçă текех йĕкĕт мар пулсан та «Одноклассники» сайтра 400 ытла хĕрпе тата каччăпа çыхăну тытать иккен, вĕсемпе пурнăç çинчен калаçать. Çамрăксем ăна чунне уçса параççĕ, - каласа кăтартать Нина Арсентьевна.

Вулавăшпа çыравçă пĕр тĕвĕре пулнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Çав кун Етĕрне тĕп библиотекинче вырăнти сăвăçпа Галина Столяровăпа /Альтукпи Турикас/ паллашрăмăр.

Галина Витальевна Тури Мучарта çуралнă, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Кĕçĕн Тÿмерлере иртнĕ. Пĕрремĕш сăввине виççĕмĕш класра çырнă. Ун пирки хăй çапла аса илчĕ:

- Любовь Павлова вĕрентекен Константин Иванов пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, çуркунне çинчен сăвă çырса килме хушрĕ. Виçĕ куплетлă сăвă çыртăм. Любовь Николаевна мухтаса та илнĕччĕ. Çавăн хыççăн - 23 çула çитиччен - татах çырнă. Качча тухсан пĕр хушă алла калем тытман, виçĕ ачапа ун çинчен шухăшлама вăхăт та пулман темелле. 34 çула çитсен каллех поэзи «чирĕ» çыпăçрĕ. Хальхинче - яланлăхах пулĕ, - тет Галина Столярова.

Мĕн çинчен шăрçалать-ха хĕрарăмăн ĕçпе пиçĕхнĕ алли, мĕн пирки каласа кăтартасшăн çунать чун-чĕри?

Пурнăç çинчен шухăшласа пуçне ватать, çутçанталăк илемĕпе киленет, хăйне пурнăç парнеленĕ амăшне тав тăвать, тăван Етĕрне хулине юратнине пĕлтерет... «Хавхалану» сăввинче çакăн пек йĕркесем пур:

Шурă юр пек таса туйăмсем -

Ялкăшса çунакан мерченсем.

Пĕр-пĕрне савакан чĕресем -

Тÿпери йăлтăркка çăлтăрсем...

Тикĕс те яка вуланакан сăвăсене композиторсем те куç хывнă. Сăмахран, Валерий Белов, Николай Пономарев, Николай Александров темиçе юрă çырнă. Галина Витальевна хăй те юрлама юратать. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» халăх ансамбльне 1993 çултанпа çÿрет. Коллектив пикисем вăл çырнă «Çăлкуç» юрра хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Хăй юлашки çулсенче ĕçленĕ вырăнти - халăха социаллă пулăшу паракан центрти - «Туслăх» ушкăнра пиллĕкмĕш çул юрлать. Пĕрçырланти «Илем» валли ятарласа «Салам сана, Етĕрне» юрă çырнă.

Константин Ивановăн юбилей çулĕнче юратнă поэчĕн ячĕпе «Палăк умĕнче» сăвă кун çути курнă. Чи пысăк ĕмĕчĕ - «Нарспи» авторĕн тăван кĕтесĕнче - Слакпуçĕнче - пулса курасси.

Поэзири çитĕнĕвĕсем малалла ĕçлеме хавхалантараççĕ ăна. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа çырнă «Куккана асăнса» сăвви республика шайĕпе ирттернĕ пĕр конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кăçал унăн «Чун юрлать тус-тăванпа» юрă кĕнеки кун çути курнă.

Галина Витальевна халăх хушшине тухма пулăшнăшăн библиотека ĕçченĕсене чун-чĕререн тав тăвать.

Вырăнти авторсем çавнашкал хастар пулни, ентешĕсене тăван сăмах, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе илемне туйма, хаклама хăнăхтарни, паллах, савăнтарать, тава тивĕç вĕсен тăрăшулăхĕ. Çапах та ялти, Шупашкартан аякрах хулари вулакансем ят-сум илнĕ çыравçăсемпе те курнăçасшăн. Унчченсенчи вăхăтра бригади-бригадипе çÿренĕ вĕт вĕсем ялсене, ĕç коллективĕсене. Халĕ вара çав сукмаксене манчĕç-ши? Е вулаканпа тĕлпулса калаçмашкăн сăмахĕ çук-ши?

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.