Комментари хушас

3 Авăн, 2015

Сунара... пăсара тытма

Ялсенче пурăнман кил-çурт нумай пирки пăсарасем /хорек/ ĕрчесе кайрĕç. Килти чăх-чĕпе, хур-кăвакал чĕпписене, кроликсене тапăнаççĕ. Пăсарасене мĕнле пĕтерме пулать-ши?

Надежда ПЕТРОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Çак ыйту пулчĕ Чăваш Республикин чĕрчун тĕнчин об<екчĕсене тата вĕсем пурăнакан вырăнсене сыхлас, тĕрĕслес тата усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ер­тÿçипе Владимир Николаевич КУЗЮКОВПА тĕл пулмалли сăлтав. Калаçнă майăн республикăри сунарçăсен ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарма ыйтрăм.

- Çыраканĕ хăех пăсарасем мĕншĕн ĕрчесе кайнине палăртнă. Хуçасăр кил-çурт нумай пулни çак чĕрчунсене лайăх ĕрчеме май парать те. Вĕсен тĕп апачĕ шăши-йĕкехÿре, ытти вĕтĕ чĕрчун. Çутçанталăкра унăн хăйĕн вырăнĕ. Ăна йăлтах пĕтерсе пăрахма юрамасть. Пăсара, паллах, килти кайăк-кĕшĕке çынна ятарласа сиен кÿме тапăнмасть. Вăл май пур чухне тÿрех темиçе чĕрчуна тытса пăвать, хăй йăвине сĕтĕрет, саппасласа хурать те темиçе кун пачах тухмасăр пурăнать. Çын усракан кайăк-кĕшĕк уншăн çăмăл тупăш шутланать, иртĕнет май килнĕ чухне, ăнкармасăрах этеме сăтăр тăвать.

Тискер чĕрчунсене тытмалли тапхăр пуçланман-ха. Вăл ноябрĕн 1-мĕшĕнче çеç пуçланать, пăсара тытмалли вăхăт та унтах кĕрет. Çак çырăва тĕпе хурса пăсара ытлашшипех ĕрчесе кайнă тăрăхсенче йыша йĕркелесе тăма сунарçăсене кирек хăш вăхăтра та ирĕк пама пулать паллах. Хăйсен тăрăхĕнчи сунарçăсенчен пулăшу ыйтмалла. Пăсара - каçхи сунарçă, çавăнпах ăна тытасси йывăртарах. Ял çыннисене çак сăтăрçăран сыхланма сĕнес килет. Чăх-чĕп каçхине ларакан вырăнсене лайăхрах хÿтĕлемелле. Чăх кашти пăсара тустарма ансат вырăнта пулмалла мар. Вите алăкĕ, кантăкĕ лайăх хупăнмалла. Чÿречене çуллахи вăхăтра сетка кармалла. Пăсараран хÿтĕленме те йывăр, вăл шăши шăтăкĕ пек шăтăксенчен те хĕсĕнсе кĕреет. Паллах, уйрăм хуçалăхсем капкăн лартса пăсара тытма та пултараççĕ. Чăх-чĕпе сăтăрçă валли çитĕнтерместпĕр-çке.

- Владимир Николаевич, астăватăп-ха, совет саманинче выльăх-чĕрлĕх тирĕ пуçтаратчĕç. Сурăх-качака тирне никам та сая яман. Хакĕ те аванччĕ, пĕр тир 6-8 тенкĕ. Сунарçăсенчен те ятарлă заданипе тискер чĕрчун тирне пуçтарнă-тăр. Пăсара паха мамăклă вĕт. Халĕ вара тытнă тискер чĕрчун тирне йышăнакан пунктсем пур-и? Вăл тупăш парать-и?

- Халĕ Чăваш Республикинче ятарласа тир пуçтаракан патшалăх учрежденийĕ çук çав. Çавăнпах хаклă тирлĕ чĕрчунсене тытакансем те сахал. Пăсарапа та çавнашкалах. Тытакан сахаллипе ытлашшипех ĕрчесе каяççĕ. Киров хулин тир тăвакан фабрикинчен республикăна килсе пуçтараççĕ-ха тир. Сунарçăсен пĕрлĕхĕ вĕсемпе çыхăну тытать. Тир хакĕ вара питĕ йÿнĕ. Тĕслĕхрен, тилĕ тирĕ 500 тенкĕ тăрать тейĕпĕр. Паллах вăл ĕç хакне кăлармасть. Пĕр тилĕ тытассишĕн сунарçăн мĕн чухлĕ вăхăт ирттермелле, укçа-тенкĕ тăкакламалла. Совет тапхăрĕнче паха тир хатĕрлесси питĕ тупăшлăччĕ. Ятарласа йĕркелесе пынă вăл ĕçе… Унччен Шупашкарти «Кĕрĕк» предприяти тир аванах пуçтаратчĕ, халĕ вĕсем те илесшĕнех мар. Халĕ сунарçăсем хăйсен интересĕпе, хавхаланăвĕпе çÿреççĕ. Тиршĕн çÿрени тупăшсăр, какайшăн сунара тухакансем ытларах. Халăх паха мамăк-тирлĕ кĕрĕк тăхăнма пăрахнă тейĕн. Ют çĕршывсенчен кÿрсе килнипе пурăнма хăнăхрăмăр мар-и?

- Сунарçăсен йышне çамрăксем хутшăнаççĕ-и?

- Çамрăксем сахал мар, хутшăнсах тăраççĕ. Çакă савăнтаракан пулăм. Çамрăксем чун туртăмĕпе сунарçă пулма ăнтăлаççĕ.Сунар - вĕсемшĕн кăсăк пулăм.

- Сунарçă пулас текенĕн мĕн тумалла-ха?

- 18 çул тултармалла, сунарçă пулас ĕмĕт пулмалла, çутçанталăка аван ăнланмалла тата судпа айăпланмалла мар. Ытти ĕçсем - пĕчĕк сăнÿкерчĕк, паспорт тата унăн копийĕ, сунар правилисемпе паллашни, ыйтса çырни. Çавнашкаллине 5 ĕç кунĕнче сунарçă билетне хатĕрлесе паратпăр. Сунар пăшалĕ пирки вара урăх организаци ĕçлет. Пулас сунарçăн шалти ĕçсен пайне каймалла, унта ятарлă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла тата ытти енĕпе тĕрĕслев ирттереççĕ.

- Сирĕн йышра хĕрарăмсем пур-и?

- Пур. Хăшпĕр вырăнта хĕрарăм сунарçăсен обществисем те пур. Вĕсем сунарçăн пĕтĕм ыйтăвĕсене хăйсем татса пама тăрăшаççĕ. Пирĕн республикăра унашкал уйрăм çук. Анчах та хастар хĕрарăмсем пур. Вĕсем сунара хăйсем тĕллĕн те çÿреççĕ. Арçынсемпе пĕр йышра чухне вĕсем пурри сунар дисциплинине çирĕплетет. Ырламалла çеç çакна.

- Сунар тапхăрĕ хăçан пуçланать?

- Кайăк-кĕшĕк сунарĕ пуçланнă ĕнтĕ. Августăн 15-мĕшĕнчен ноябрĕн 15-мĕшĕччен пырать вăл. Тискер чĕрчунсене тытмалли тапхăр ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать. Сунара çÿреме ятарлă ирĕк кирлĕ. Кашни сунар тĕсĕ валли уйрăм хут илмелле. Паха тирлисене тытма, какай тĕлĕшпе тытмашкăн, кайăк-кĕшĕк сунарне валли. Кашни çулах илмелле ăна сунара çÿрекенĕн. Госпошлина тÿлемелле - 650 тенкĕ вăл паянхи кун тĕлне. Çиме юрăхлă чĕрчунсене тытма çÿремешкĕн /хир сысни, пăши/ пысăках мар хушма тÿлев те пур.

- Сунара каймалли ирĕке кам парать-ха?

- Патшалăхăн вырăнти сунар уйрăмĕсенчен, Шупашкарти уйрăмран, пирĕнтен те илме май пур. Сунарçă почтăпа çыру çырса та, электрон почта урлă та, ятарласа хăй кайса та ирĕк илме пултарать.

- Пирĕн тăрăхра мĕнле чĕрчунсене тытма çÿреççĕ? Хăш тăрăхсенче пур вĕсем?

- Республикăри сунара çÿремелли анлăш тĕпрен илсен - Сăр юханшыв тăрăхĕ. Сунара çÿремелли вырăнсем Çĕмĕрле, Улатăр, Шăмăршă, Йĕпреç, Пăрачкав, Вăрнар, Етĕрне районĕсенче пур. Атăл леш енне те каяççĕ. Республикăн ытти вăрманĕсенче те сунара çÿремелĕх пур темелле. Хальхи вăхăтра ытларах апатра усă курма юрăхлă чĕрчунсене тытма çÿреççĕ. Пăши, хир сысни, мулкач, хăнтăр кĕрет вĕсен шутне. Тилĕ, кашкăр, пăсара, ăтăр, пакша - паха тирлисем. Вĕсене тытакансем халĕ сахалрах. Ку маларах асăннă сăлтавсемпе те çыхăннă. Çавăнпах урнă тилĕсем тĕл пулаççĕ. Вĕсен йышне тĕллевлĕн йĕркелесе тăма тивет.

- Чĕрчун урнă чирпе чирлине епле пĕлмелле?

- Тискер чĕрчунсемпе «выляма» кирлĕ мар. Тепĕр чухне чĕрчунăн чир паллисем /сĕлеке юхни, хаярланса тапăнни тата ытти те/ курăнмасан та пултарать. Пĕр тĕслĕх пулнăччĕ: кил хуçи çурт çывăхне явăçнă тилле кăмăлланă та килех кĕртнĕ. Лешĕ те алла вĕреннĕ пекех пулнă, килте темиçе кун тытнă ăна. Ачаш та илемлĕ. Ветеринарсем пурпĕрех ăна тĕрĕслеме шухăшланă.Тĕрĕслесен тилĕ урнă чирпе чирлени палăрнă. Çемйипех профилактика тĕлĕшпе сипленме тивнĕ çаксен. Профилактикăн ытти ĕçĕсене те ирттернĕ. Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест. Урнине сиплемелли эмел халĕ те шухăшласа тупман-ха. Çын пурăнакан вырăна çулăхнă тилле асăрхасан ветеринарсене е ял администрацине пĕлтермеллех.

- Сунарçă пирĕн республикăра илнĕ вăхăтлăх ирĕкпе кÿршĕ республикăсене сунара кайма пултарать-и?

- Çук. Хăш республикăна каяс тетĕн, çав тăрăхри сунар службинчен ирĕк илни кирлĕ. Пирĕн пата килекенсем те кунтан ирĕк илеççĕ.

- Хăвăр сунара çÿретĕр-и, хăш чĕрчунсене ытларах кăмăллатăр?

- Сунара çÿретĕп, паллах. Кил-çурта тапăнаканнисене капкăнпа тытма, ашлăха юрăхлисене тытма çÿретĕп. Мĕн кăмăллатăр тенĕрен, кайăк-кĕшĕке те юрататăп, çавăнпах, вĕсене шелленипе, персе ÿкерес килмест.

- Тавах калаçушăн. Ĕçĕрте те, малашлăхăрта та сунарçăлла ăнăçу сунатăп.

Эльвира ИВАНОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.