Хура çĕр шурă кулач çитерет
ÇĔНĔ ШУПАШКАРТИ «ПАХЧАÇĂ» КЛУБА ВУНĂ ÇУЛА ЯХĂН ВАЛЕРЬЯН МАЛИННИКОВ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ. УНТА 150 ÇЫН РЕГИСТРАЦИЛЕННĔ.
ВĔСЕНЧЕН 60-70-ШĔ ВАРА ОБЩЕСТВО ОРГАНИЗАЦИ ĔÇ-ХĔЛНЕ ЯЛАНАХ ХУТШĂНАÇÇĔ.
Ялав та, гимн та
Пурнăçра кашни çын хăй валли чун киленĕçĕ шырать. Улма-çырла, пахчаçимĕç çитĕнтересси те çак шутах кĕрет. «Малтанах пирĕн пухăнмалли кĕтес те çукчĕ, - асаилет иртнине Валерьян Егорович. - Урамра тĕлпулаттăмăр та пĕр-пĕринпе калаçаттăмăр, сĕнÿ-канаш параттăмăр. Халĕ вара пÿлĕм кăна мар, устав, ялав, гимн та пур. Çитес куравра, августăн 28-29-мĕшĕсенче, гимн та шăрантарма хатĕрленетпĕр».
Курав тенĕрен çакна палăртмалла: «Пахчаçă» клуб Çĕнĕ Шупашкар хула кунне çулсеренех хастар хутшăнать, сакăр çул ятарлă выставка йĕркелет. Общество организацине çÿрекенсем хăйсем çитĕнтернĕ çимĕçсемпе пыраççĕ унта. Вĕсене курма та, туянма та пулать. «Кăçал ытти тăрăхри пахчаçăсене те чĕнтĕмĕр. Сăмахран, Сĕнтĕр-вăрри районĕнчен - 5-ĕн, Шупашкартан - 10-ăн, Элĕк районĕнчен 2-ĕн килме палăртнă. Элĕк хĕрĕсем курава çимĕç мар, хăйсем ÿстерекен лăсăллă йывăçсем тăратĕç. Эпĕ вара çĕрулми илсе тухăп. Ăна тутанса пăхма та май пулĕ. Ыхра, сухан, кишĕр ăнса пулчĕç кăçал. Куракансене вĕсемпе те паллаштарас килет. Çавăн пекех курава 7-8 сорт улмуççи тăратăп. Вĕсене хамах сыпнă. Манăн питомник пур. Унта груша, панулми йывăççисем çитĕнтеретĕп. Пĕр çулхине пуклак пуçлă кишĕр илсе тухнăччĕ выставкăна. Ăна уява хутшăнакансемех илсе пĕтерчĕç. Унсăр пуçне пахчаçăсем валли методика кăтартăвĕсем те пур. Вĕсемпе те паллаштармалла», - ăшшăн сăмахлать ертÿçĕ.
Çĕр çинчен çухалнă ял
Валерьян Егорович професси тĕлĕшĕпе - инженер-строитель. Тĕрлĕ ĕçре вăй хунă вăл, пур çĕрте те яваплăха туйса тăрăшнă. Çав вăхăтрах ачаран тăрмашса çитĕннĕскер çĕр ĕçне те пăрахман. «Пĕчĕкренех аннене пахчаçимĕç ÿстерме пулăшаттăм. Вăл кăшмана хăйне çеç лартмастчĕ, унпа юнашарах сухан чиксе тухатчĕ. Питĕ тухăçлă çитĕнетчĕç. Халĕ эпĕ кишĕре, сухана тата кăшмана пĕрле ÿстеретĕп. Вĕсем пĕр-пĕринпе питĕ туслă, лайăх çитĕнеççĕ. Йăрансене ялта урлă лартаççĕ, çак йĕрке тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен хĕрринчи пахчаçимĕç варринчине хуплать. Унăн çулçи шупка пулать, тухăç чакать. Çавăнпа йăрана тăрăхла тумалла», - вăрттăнлăхсемпе паллаштарать пахчаçă.
Валерьян Егорович Çĕнĕ Шупашкар таврашĕнчи Тенеккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ вăл çĕр çинче çук. Ун вырăнĕнче «Химпром» завод каяшĕсене упрамалли полигон вырнаçнă. Документсем çинче вара Валерьян Малинникова Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ тесе палăртнă. «Вăл вăхăтра ялĕпех çапла çырчĕç. 1904 çулта çуралнă карчăк-кĕрчĕке те Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă тесе палăртнăччĕ. Манăн тăван вара çине тăрсах хăйне Тенеккассинче çуралнă тесе çыртарнă», - куç умне кăларать иртнине арçын.
Çĕрулми ÿстерме пĕлмелле
Ăста пахчаçă чылай çул Пушкăртстанри наукăпа ĕçе кĕртекен предприятипе туслă çыхăну тытать. Вĕсем хатĕрлекен препаратсемпе, хаçат-журналпа, кĕнекепе усă курать. Çав хушăрах хамăр республикăра пахчаçимĕç çитĕнтерес тĕлĕшпе ăсчахсем çуккишĕн пăшăрханать. «Радиопа, телекуравпа тахçан пĕрре кăларăм тухни çеç çителĕксĕр, - тет Валерьян Егорович. - Пушкăртстанра ку тĕлĕшпе тăрăшса вăй хуни палăрать. БСТ телеканалпа ятарласа кашни кун «тÿрĕ эфир» ĕçлет. Ăсчахсем те ытларах вĕсен. Пирĕн Владимир Алексеевич Богатов пур-ха, анчах вăл пур çĕре те ĕлкĕреймест. Эпир, клуба çÿрекенсем, практиксем çеç. Пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа кăна пулăшма пултаратпăр. Хăшпĕр çын вăрттăнлăха та уçасшăн мар, ытларах хĕрарăмсем. Шупашкарти ялхуçалăх академийĕ те ку тĕлĕшпе çителĕклĕ пĕлÿ памасть. Халĕ Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ тата Новосибирскри аграри университечĕсенче çеç сад-пахча ĕçне вĕрентеççĕ. Ытти аслă шкулта ку уйрăма пĕтерчĕç».
Валерьян Егорович ытларах çĕрулми ÿстерес тĕлĕшпе кăсăкланать. Маларах вăл вунă сорт çитĕнтернĕ, кăçал - улттă. Вĕсен шутĕнчех нимĕç сорчĕсем - бела роза, джелли, вегета. Вăрлăха Ижевскран илсе килнĕ. Раççей сорчĕ - голубизна - та тухăçлă пулнине калать вăл. Унăн тути те аван. Хăть мĕнле лайăх сорт та 3 çултан ватăлать, ăна улăштарма тивет. «Ял çынни тухăçлă çĕрулми ÿстерме пĕлмест, - палăртрĕ хăйĕн шухăшне пахчаçă. - Пушкăртстанран ятарлă журнал ярса пачĕç. Унта малтанхи страницăрах «Раççейĕн кашни гражданинĕ çĕрулми ÿстерме пĕлмелле» ятлă материал вырнаçтарнă. Ăна пĕчĕк кĕнеке пек хатĕрлесе халăх хушшинче салатас килет, кашни çын вулатăр. Пушкăртстанăн тава тивĕçлĕ агрономĕ Владимир Корнилов çĕрулми çитĕнтерес тĕлĕшпе чылай çул ĕçлет. Унăн меслечĕсем мана ĕçре пулăшаççĕ».
Ку тĕлĕшпе Валерьян Егорович хăй те, вырăсла каласан, «йытă çинĕ». Вăл хими препа- рачĕпе пачах усă курмасть. Пушкăртстанри асăннă предприятин препарачĕсемпе ĕçлет. Вĕсем сывлăхшăн сиенсĕр. «Халĕ пурте çĕрулмине «Престижпа» хутăштарса лартаççĕ. Им-çам çын сывлăхне мĕн чухлĕ хавшатнине никам та шухăшламасть. Халăх хушшинче шыçă чирĕ сарăлнине те шута илмеççĕ. Эпĕ усă куракан препарат çамрăк хуртсене вĕлерет. Вăл çĕрулми çулçине хытарнă май вĕсен пыршăпа хырăмлăхне сиенлетет. 4-5 кунран хуртсем çĕре тăкăнаççĕ. «Ваттисене» вара алăпа пухатпăр», - ĕç-хĕлĕпе паллаштарать ертÿçĕ.
Çĕрулми, пахчаçимĕç лайăх çитĕнтĕр тесен уйăх календарьне пăхăнмаллине пĕлтерчĕ. Çимĕçе уйăх катăлса пынă чухне лартмалла, пуçтармалла. Мĕншĕн тесен ку вăхăтра космос хăвачĕ палăрать иккен. Пахчаçимĕç лартас-кăларас тĕлĕшпе вăл хăй те уйăх календарĕ хатĕрленĕ. Ăна пăхăнса ĕçлет.
Тупăш паратех
Ăстаçăн пахчипе те паллашрăм. Теплицăри шултра, хĕрлĕ помидорсем куçа илĕртеççĕ. Вĕсен аялти çулçисене пĕтĕмпех иртнĕ. Фитофтороз чирĕнчен Пушкăртстан предприятийĕ хатĕрлекен «Гуми - 20», «Фитоспорин - К Олимпийский», «Фитоспорин» ятарлă препаратсемпе сирпĕтет. Хăть хăш пахчаçимĕçе те тымарне тата аврине шĕвекпе сапмаллине пĕлтерчĕ вăл. Уйăх тулса пынă вăхăтра çĕр хăвачĕ çÿлелле каять. Ун чухне помидор тымарне сапмалла. Уйăх катăлса пынă вăхăтра унăн аврине сирпĕтмелле. Вăл тÿрех çимĕç патне çитĕ. Уйăх календарьне авалхи çынсем, ăсчахсем сăнаса тăнине палăртрĕ.
Иçĕм çырли, груша, панулми, кедр йывăçĕ çитĕнет пахчара. Питомникре - çамрăк хунавсем. Вĕсене сутлăх валли хатĕрлет.
Çĕрулмине хăйнеевĕр технологипе ÿстерет: икĕ йăран юнашар, унтан - утма çул. Ку меслетпе ĕçлесен йăран хушши таптанмасть, хытмасть. Пĕр тĕпрен 2 -2,5 кг таран тухăç илме май пур. Ахальтен мар пĕлтĕр чи пысăк çĕрулми 980 г тайнă. Кăçал тухăç япăхрах пулнине пĕлтерчĕ арçын. Çĕрулми кăлариччен аврине икĕ эрне маларах касмаллине каларĕ. Çапла туни тепĕр çул фитофторăран сыхланма пулăшать. Вăрлăха нÿхрепе тÿрех антармалла мар, 2 эрне тытмалла. Чирлĕ, çĕрĕшме тытăннă çĕрулмине суйламалла, лайăххине ешчĕксене тултарса управа хумалла. Таса мар çĕрулмин чирĕ палăрманнине пула Валерьян Егорович ăна шывпа çăвать.
Çумкурăка та кăларса пăрахмасть вăл, вакласа ĕне каяшĕпе пĕрле çĕрме хурать. Кайран унпа теплицăра усă курать.
«Пахча тупăш кÿрет-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «15 сотăй лаптăкпа çемьене тăрантарма май пуррине пĕлтернĕ хăй вăхăтĕнче пĕр ăсчах, - пĕтĕмлетрĕ шухăшне Валерьян Егорович. - Çĕре юратсан, хакласан вăл çемьене тăрантарнисĕр пуçне, сутмалăх та тухăç парать. Çавăнпа та чуна парса ĕçлемелле. Вара килйыш та выçă лармĕ».
Чăн сăмах çумне нимĕн те хушса калаймăн. Хура çĕр шурă кулач çитерет тени тĕрĕсех.
Валентина ПЕТРОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.