Комментари хушас

26 Нарăс, 2014

Кун хыççăн кун. Нарăс, 26.

Тăвай енре - ЧНК уйрăмĕ

Тăвай районĕнче Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмне йĕркеленĕ. Унăн канашне 15 çынран суйланă.

Йыша шкулсенчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем, библиотекарьсем, халăх музейĕн директорĕ, чăвашлăха упраса хăварассишĕн чунран тăрăшакан шур сухалсем кĕнĕ. Канаш тилхепине тытса пыма Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ертÿçине Валерий Чайкина шаннă.

Йĕркелÿ пухăвне Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Алексей Леонтьев, ЧНК Мăн Канаш президиумĕн членĕ Эдуард Бахмисов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Ĕçлĕ калаçура умра тăракан тĕрлĕ ыйтăва хускатнă.

В.ВАСИЛЬЕВ.

 

Мускавран - çитĕнÿпе

Çĕр-шывăн тĕп хулинчи ЦСКА манежĕнче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртура 1000 яхăн спортсмен тупăшнă.

Чăваш Ен атлечĕсем унтан тăватă медальпе таврăннă. Чемпионатра уйрăмах Альбина Чинчикеевăна ăннă: вăл 1500 метрлă дистанцире Новосибирск облаçĕн спортсменкине кая хăварса "ылтăн" çĕнсе илнĕ. Лондонри Олимпиадăна хутшăннă Елена Наговицына 5000 метрлă дистанцие 15,33 минутра вĕçлесе "кĕмĕлпе" пуянланнă. Çамрăксен ушкăнĕнче Ксения Левина пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Çÿллĕшне сикессипе Екатерина Федотова "бронзăна" тивĕçнĕ, унăн кăтартăвĕ - 1,86 метр. Ăмăртура мала тухнисем пуш уйăхĕнче Польшăри Сопот хулинче иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Сывă пурнăç йĕркишĕн

Сочире иртнĕ ХХІІ хĕллехи Олимп вăййисене халалласа Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай ялĕнче ăмăртусем иртрĕç.

Уява халăх йышлăн пухăнчĕ. Йĕркелÿçĕсем ял халăхне саламларĕç, хамăр çĕр-шыври спортсменсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕç. Ăмăртусен чи хĕрÿллĕ саманчĕ - биатлонистсен çивĕч тупăшăвĕ. Командăсем винтовкăран тĕл перессипе тата йĕлтĕрпе ăмăртассипе вăй виçрĕç. Çăмăл мар кĕрешÿре Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекен Оля Васильева, Павел Васильев, Андрей Максимов, Денис Мышкин, Настя Николаева çĕнтерчĕç. Турнирта тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем те палăрчĕç. Юлашкинчен спортсменсем чупассипе ăмăртрĕç. Икĕ километрлă дистанцире Вăрнар ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен, спорт вăййисене хастар хутшăнакан Николай Иванова никам та çитеймерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Дмитрий Мироновпа Павел Васильев йышăнчĕç. Маттуррисемпе хастаррисене тав хучĕсемпе чысларĕç, чи çамрăк тата чи аслă спортсменсене те парнесемпе хавхалантарчĕç.

Н.ВАСИЛЬЕВ.

 

Фестивальте - тăван чĕлхене вĕрентекенсем

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçри Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ шкулта "Чăваш чĕлхипе литературин, тăван ен культурин урокĕсем хальхи шкулта" районти методика фестивальне ирттернĕ.

Ăна ăста вĕрентекенсен опычĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ паракан 32 вĕрентекен хутшăннă.

Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе уçă уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисенче паллаштарнă. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртнă. Аслă Арапуç шкулĕнчи Елена Сорокина - "Тăван чĕлхене юратнăшăн", Патăрьелти 1-мĕш пĕлÿ çуртĕнчи Елена Бабаева - "Педагогика ăсталăхĕ", Турханти Валентина Сорокина "Педагогика культурин маçтăрĕ" номинацисенче мала тухнă. Маттуррисем Патăрьел район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп хучĕсене, асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ. Районти Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕ Аслă Арапуç шкулĕн педагогĕсене фестивале çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав тăвать.

А.ГРОМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.